Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулмарӗҫ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ула чаппан тӑхӑнса янӑ мулла халӑха аллах пирки, ӑна ӗненекенсем леш тӗнчере мӗнле ырлӑх курасси пирки нумай ӑнлантарчӗ, анчах ял ҫыннисем питех итлесшӗн пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрманта ҫуралса ӳснӗ, утар таврашне хӑйсен тӗп килӗ тесе шутланӑ Твиккапа Квикка, паллах, уйра пурӑнасшӑн пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ҫартан таврӑнсан ҫеҫ ҫулӗсем пӗр пулмарӗҫ: пӗри хӑй шӑпине вӑрманпа ҫыхӑнтарчӗ, тепри — колхозпа.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Халь ял хуҫалӑх министерствинче те ҫынсем кирлӗ пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пӗр хушӑ чӗнекенсем пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

8—9-мӗш классенче пӗлӳ пухакансенчен В.Григорьевӑна, К.Потаповӑна, А.Имангуловӑна, С.Чебанина, И.Бадертдинова, Т.Никитина ҫитекенни пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Наци кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%bd%d0%b ... %bb%d0%b5/

Иккӗмӗш ушкӑнра Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн командине ҫитекенсем пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/

Ку сӑмахсем те ытлашши пулмарӗҫ.

И эти слова девушка приняла как надо.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑраскаллӑ Пулмарӗҫ унӑн ҫак кунсем.

Куҫарса пулӑш

V // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл сӗтел хушшинче кун пирки каласа пачӗ те, нихӑшӗ те ӗненесшӗн пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Стариксем унпа килӗшесшӗн пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бригадӑри хӗрсем Назиба ниепле те хӑйсенпе пӗрле илесшӗн пулмарӗҫ, вӗсем ӑна, шӑнса пӑсӑлатӑн тесе, килте юлма тархасларӗҫ, анчах бригадир вӑрҫса ҫеҫ тӑкрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе арҫын лашасем тупса хыҫалтан хӑвалама тухнӑ ҫӗре вӑхӑт чылай иртрӗ, хир еннелле темӗнччен юрттарсан та вӗсем никама та тӗл пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Инкеке, хула ҫывӑхӗнче вырӑс ҫарӗсем пулмарӗҫ, вӗсем Хусана илеймесӗр Ту енчи ҫӗр-шывалла тухса кайнӑ иккен, воеводӑн вара тем пысӑкӑш ҫара хирӗҫ пӗччен ҫапӑҫӑва кӗме лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шигалейшӗн вӑл ҫул та, тата тепри те телейлӗ пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Шигалей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах, телее, кусем Урасметпа Хусан хӑни пулмарӗҫ, урӑххисем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку плана хирӗҫ тавлашакансем пулмарӗҫ, пӗр Иван Федорович Палецкий князь ҫеҫ ҫара темиҫе ушкӑна пайласа ярассине хирӗҫ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗтрекен аллисем пурттине лайӑх тытасшӑн пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хирӗҫ тӑракансем те пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗҫпе ҫӗлен // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Паянлӑха ҫичӗ пусӑ ҫине куҫнипе те ҫитӗ терӗҫ, колхоз тума васкасшӑн пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех