Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулмарӗҫ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Те пӗви валли лайӑх вырӑн шыраса тупайман, те ҫырмине пӗвелекенсем пит ӑстах пулмарӗҫ, ку шыварманӗпе Савантере пӗрре те ӑнмарӗ вара.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пупӗ те, ватҫынсем те Атей майлӑ пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урӑх вӑрман еннелле перекенсем пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр пӗлтерӳ тӗлӗнчен вара куҫӗсем ниепле те вӗҫкӗн ҫил ачилле чупса-вӗҫсе иртесшӗн пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пӗр кӑмпине те хӑвармарӗ — пурне те «карта урлӑ ялт! сиктерчӗ, ланкашкана ланк! антарчӗ» (кӑмписем пысӑкскерсемех пулмарӗҫ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр-пӗриншӗн ҫунса тӑракан чӗресем хӑйсен телейне тупнӑн ҫаплах уйрӑласшӑн пулмарӗҫ, ҫаплах пӗр-пӗрин патне туртӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Машшинсем ҫавах кашни килте тенӗ пекех пур та лакӑмлӑ ҫулпа вӗсене чуптарасшӑн пулмарӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Вӗсем ют сарая кӗресшӗн пулмарӗҫ, ӑҫта та пулин тарса пытанма тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Шинель валли пӑхӑр тӳмесем эпӗ хам укҫапах туянтӑм, мӗншӗн тесен, юри татнӑ пекех манӑн шинель ҫумӗнче вӗсем пӗрре те пулмарӗҫ.

Медные пуговицы для шинели я себе купил, потому что ни одной их не было, словно нарочно срезали

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн та нимӗнле улшӑнусем те пулмарӗҫ.

Послеобеденные часы не принесли никаких перемен.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юлташсем, — кӑтартрӗ вӑл ячейка членӗсем ҫинелле, — унта пулмарӗҫ, ҫапах та вӗренекенсем вӗсене шанчӗҫ, мӗншӗн тесен ку пӗрремӗш хут мар вӗт-ха…

Товарищи, — показал он на членов ячейки, — хоть там и не были, но ученики все равно полагались на них, потому что это не впервые…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Володя — вырӑс ҫынни, — терӗ ачасенчен пӗри, — ҫавӑн пиркиех ӑна шкула та ҫийӗнчех илесшӗн пулмарӗҫ.

— Володя русский, — говорил кое-кто из ребят, — потому-то его и держали у ворот.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ирхине Пазухина станцӑна ҫити ӑсатма Кӗҫтук хӑй пырасшӑнччӗ, анчах ӑна, шӑнма юрамасть тесе, пӳртрен кӑларасшӑн пулмарӗҫ, вӑл вырӑнпа выртмаллах чирлӗччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫапах уяв хаваслӑ иртрӗ, ӑна тата хаваслӑрах тума хӗрсен савнийӗсем кӑна пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Уяв каҫне каллех Марья Ивановна патӗнче ирттерчӗҫ, анчах хальхинче каччӑсем пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫӗр ҫыннисем пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Лукарье алӑкран кӗнине те асӑрхакансем пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыран пуҫлӑхсем тем калаҫҫӗ ӗнтӗ, паян пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хирӗҫлекенсем пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтанах нумайӑшӗ ҫакна ӗненесшӗн пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех