Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

практикӑра (тĕпĕ: практика) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асӑннӑ ӑслӑлӑх кӑткӑс пулнине, ӗҫӗ ҫӑмӑл маррине пӑхмасӑр ҫакӑн хыҫҫӑн профессие неврологипе ҫыхӑнтарма тӗв тунӑ студентка, тӑрӑшса вӗреннӗ, лекцисенче илнӗ пӗлӗве практикӑра ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

— Студентсем мӗнле предприятисенче практикӑра пулаҫҫӗ?

- На каких предприятиях студенты проходят практику?

Иртнӗ ҫулла... // Анатолий АБРАМОВ. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Пӗр самант аса килчӗ, ҫуллахи каникулта кашни ачан шкулта пӗр-икӗ эрне практикӑра ӗҫлемеллеччӗ.

Вспомнил один случай, во время летних каникул каждый ученик должен был 2-3 недели отрабатывать практику.

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Хуҫалӑх ертӳҫисен докуменчӗсенче студентсем практикӑра пулмасӑрах «пулнӑ» тесе ҫирӗплетеҫҫӗ.

Руководители хозяйств на студенческих документах подтверждают о прохождении практик без их посещения.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Тӗллевӗ — пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси тата сиплевӗн хальхи мелӗсемпе практикӑра усӑ курасси.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Паян ӑсчахсен умӗнче Чӑваш Енпе Раҫҫейӗн инноваципе технологи вӑй-хӑватне ӳстермелли тарӑн шайри тата практикӑра усӑ куракан тӗпчевсене аталантарас тӗллевсем тӑраҫҫӗ.

Сегодня перед учеными стоят задачи по развитию фундаментальных и прикладных исследований для наращивания инновационного и технологического потенциала Чувашии и России.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3196749

Маларах Елчӗк район, унтан республика хаҫачӗсенче практикӑра пулнӑ вӑхӑтрах эпӗ ҫырнисемпе тӗплӗн паллашса пынӑ чӑн-чӑн хаҫатҫӑсем мана ҫийӗнчех обществӑпа политика пурнӑҫӗнчи пысӑк пулӑмсене ҫутатма явӑҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫак утӑма тума ӑна ял хуҫалӑх предприятийӗнче практикӑра пулни те хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кун хыҫҫӑн практикӑра вӑл Оренбург облаҫӗнче те пулнӑ.

После этого он на практике и в Оренбургской области был.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех