Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парсан (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Савантер хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнчӗ, ниуштӑ вӑл ҫак этемренех ҫапла тери хӑраса пурӑннӑ, ун ҫӑмлӑ мӑнтӑр алли ирӗк парсан ҫынна вӗлерме те, ҫурт-йӗре вут чӗртме те пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑванӗсем Иван Кокшинӑн сӑн ӳкерчӗкне тупса парсан та эпир питӗ савӑннӑ пулӑттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Тӗттӗмленерех парсан, Никифор Ильич хыҫран такам хӑваланӑ пек хашкаса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Куҫ хӗснине ӑнлантӑр, алӑ парсан алла чӑмӑртатӑр, йӑл култӑр, ҫӗр костюмран пӗрне ҫеҫ пӑрахӑҫлатӑр.

Куҫарса пулӑш

Кутӑна пенӗ робот // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 4–5 с.

— Култарсан та кулмасть, шӳтлесен те ӑнланмасть, эрех сӗнсен ӗҫмест, укҫа парсан илмест! — шавлать цех начальникӗ.

Куҫарса пулӑш

Кутӑна пенӗ робот // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 4–5 с.

Хурал ҫинчен каласа парсан, ҫапах хӑйсем: «Пурӑнтӑр», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗҫерсе парсан пӗлӗр, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Икӗ пӑт тӗтӗм парсан пырӑп те.

Куҫарса пулӑш

Павӑл мана ҫураҫма пынӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Акӑ туса парсан курӑн! — терӗ Апраҫ аппа лӑпкаса.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мӗн те пулин тутлине е ҫӑкӑр парсан, хӑй тӳпине пӗтӗмпех сӑвакан мӑшӑрне е путеккисене хӑварать, шӑршласа та тӑмасть…

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Эпӗ сана чун-чӗререн ырлӑх-сывлӑх та, Турри парсан, таса та хӗрӳ юратуллӑ, хунавлӑ тулли телей сунатӑп.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫакӑнтан сывалса тухсан шкулта вӗсене пӗр хушӑ ӗҫрен те катертрӗҫ, каярахпа ҫеҫ, кусем текех эрехпе айкашмасса, йӗркеллӗ ӗҫлесе пурӑнма сӑмах парсан, учительсем вӗсене каҫарчӗҫ те каллех хӑйсен йышне йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тепӗр енчен ӑна та ӑнланмалла: йӑмӑк пулӑшмалла туса парсан кӑлтӑк юлсан епле ыйтӑн?

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Диван ҫинче выртакан упӑшкине Флорида госпожа ҫакӑн пирки йӑлтах каласа парсан, лешӗ ӑна компресс улӑштарма ыйтрӗ — унӑн пуҫӗ хытӑрах ыратма пуҫларӗ.

Когда госпожа Флорида рассказала обо всем мужу, который лежал на диване, тот попросил ее только переменить компресс — у него усилилась головная боль.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӑна кӗркунне вӗлле хурчӗсене апатланма парсан хӗл каҫа тата хытатать.

Куҫарса пулӑш

Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken

Штат кӗскетес «ыйтӑва» чиперех татса парсан, хаш! сывласа ячӗ кантур пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Эс вара пӗҫерсе парсан ҫеҫ кашӑк тытса ҫиме пӗлетӗн.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Сыпмалли парсан кашни ҫемьенех вутӑллӑ тӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Ашшӗ таҫтан темле хӗрӗх ҫулхи хӗр тупса парсан тин Варсун Турикаса ҫӳреме пӑрахрӗ, анчах Кӗсле Матвинне ӗҫкӗ-ҫикӗшӗн, тӗрлӗ парнесемшӗн пушмак пӑруне туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Пӗренине парсан, нимле лаша та кирлӗ марччӗ-ха…

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех