Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парсан (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суда парсан

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Апата пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн, темиҫе хут, темиҫе тӗрлӗ парсан, ӗне нихҫан та йӗпхӗрмест, утӑ-улӑма тӑккаласа пӗтермест.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулсан, РФ Правительстви тӗрев парсан, 2024-2025 ҫулсенче строительство ӗҫӗсем тытӑнасси куҫкӗретех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2024 ҫулта Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/06/2024 ... uralnaranp

— Ун пек индульгенци парсан, манӑн та куҫарас мар-и, Аркадий Иванович? — кулчӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Анчах 16 ҫулччен ашшӗ е амӑшӗ тата опека органӗсем ирӗк парсан ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Сакӑр пин ытла ҫамрӑк ача ҫуллахи каникул вӑхӑтне ӗҫ тупнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%C4%83%D1% ... ln-3334089

Уй-хиртен тухӑҫ ытларах илсен, выльӑх-чӗрлӗх аван продукци парсан, кооперативӑн малашлӑхӗ пирки шутлама пулать.

Куҫарса пулӑш

Техника кӗрлет уйра — ӗҫ вӗрет хуҫалӑхра // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%82%d0%b ... %85%d1%80/

«Аннене каласа парсан ҫын кулли пулӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ку сехре хӑпартаканни пӗтӗмпе те ҫара ҫерҫи ҫеҫ иккенне чухласа илнӗ амӑшӗ ним хӑрамалли те ҫукки ҫинчен тепре лӑпкӑн сас парсан тин чӗлӗсем ӑҫта ҫитнӗ ҫавӑнта чарӑнса тӑраҫҫӗ те каллех хӑйсен рехетлӗ ӗҫне пикенеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви вӑрманта мӗн пулса иртнине каласа парсан, Хӗветлин куҫӗ шывланса йӑлкӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӗсем ӗнентерсе справка ҫырса парсан, ҫитет!»

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Тем парсан та, сӗнес ҫук вӑл халь Укаҫа хӑйӗн арӑмӗ пулма.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӗсене те каласа парсан аванччӗ хӑвӑр шухӑшӑра.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ӑнланма пултарайӑр-ши эсир мана, Сергей Андреевич, эхер эп сире хам пурнӑҫӑн кукри-макрисем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа парсан? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗлсех тӑратӑп, «дистрикт» тесе ят парсан нихӑшӗн те ҫак территори единицине чӑвашлатас шухӑш пулмӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Арлашкинпа Аксанов вара шӑл йӗрме пӑхаҫҫӗ: «Ҫӗр парсан эс ӑна икӗ-виҫӗ ҫултан сутса ӗҫсе ямӑн-и?» — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫӗр парсан нуша лачакине лекетӗн вара, — Таранов аллинчен вӗҫерӗнчӗ Трахви.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫанталӑк парсан 5-10 кунта ака пӗтӗмпе вӗҫленмелле.

Куҫарса пулӑш

Ака вӑй илет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61061

Ӑна кӑтартакана ярса парсан ан хӑрӑр.

И не стоит пугаться, если она отправит к вам проводника, просто следуйте за ним.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑна медпулӑшу парсан киле янӑ.

После оказания медицинской помощи его отправили домой.

Электросамокатпа пынӑ арҫын аварие лекнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34882.html

Сӑвӑ вуланӑ хыҫҫӑн парнесем пачӗҫ, парнесем парсан — ӗҫкӗ-ҫикӗ пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех