Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пайтах сăмах пирĕн базăра пур.
пайтах (тĕпĕ: пайтах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Ҫав хушӑра Елеазар ятлӑ пӗр хисеплӗ ар, ҫӗршыв священникӗсенчен пӗри, ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗскер, хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пайтах ырӑ тунӑскер, хӑй тавра тӑракан ватӑсене сӑваплӑ Турра асӑнма чӗнсе ҫапла кӗлтунӑ: 2. «эй пуринчен те вӑйлӑ, пуринчен те хӑватлӑ Патшамӑр, пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Хӑв мӗн пултарнине ырӑ кӑмӑлпа йӗркелесе пыраканӑмӑр! эй Аттемӗр, Авраам вӑрлӑхӗ ҫине, тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Иаков ачисем ҫине пӑхсамччӗ, Хӑвна валли еткерлӗхе илнӗ сӑваплӑ халӑху ҫине — ют ҫӗр тӑрӑх ҫӳрекен, айӑпсӑрах пӗтекен халӑху ҫине — пӑхсамччӗ.

1. Между тем некто Елеазар, уважаемый муж, из священников страны, уже достигший старческого возраста и украшенный в жизни своей всякою добродетелью, пригласил стоявших вокруг него старцев призывать святаго Бога, и молился так: 2. «Царь всесильный, высочайший, Бог вседержитель, милостиво управляющий всем созданием! призри, Отец, на семя Авраама, на детей освященного Иакова, на народ святаго удела Твоего, странствующий в земле чужой и неправедно погубляемый.

3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Филипп ывӑлӗ Александр — Македони ҫынни, Киттим ҫӗрӗнчен тухнӑскер, унчченех Эллада патши пулнӑскер — Персипе Миди патшине Дарие ҫӗнтернӗ те ун вырӑнне патшана ларнӑ; унччен маларах ӑна Эллада патшине те лартнӑ пулнӑ; 2. пайтах вӑрҫӑ кӑларнӑ вӑл, ҫирӗплетсе тӗреклӗлетнӗ вырӑнсене чылайӑшне яра-яра илнӗ, ҫав ҫӗрсен патшисене вӗлернӗ.

1. После того как Александр, сын Филиппа, Македонянин, который вышел из земли Киттим, поразил Дария, царя Персидского и Мидийского, и воцарился вместо него прежде над Елладою, - 2. он произвел много войн и овладел многими укрепленными местами, и убивал царей земли.

1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Куҫ умне тӳрех тухса тӑраканни те, курӑнманни те пайтах.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хут ҫине ҫырса президиума пайтах ҫитерчӗҫ.

Много довели до президиума и в бумажном виде.

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ҫӑкӑр пӗҫерес ӗҫре ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшнӑ вӑхӑтра Елена Игнатьевна хисеплӗ ятсене те пайтах тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса — кӗнеке // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11692.html

Паллах, ку енӗпе ӗҫлемелли пайтах.

Конечно, по этой части еще много надо работать.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Мӗн пытармалли: аслисемшӗн те кунта хальччен пӗлменни пайтах.

Что скрывать: для взрослых здесь тоже много ранее неизвестного.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Анчах хамӑр тӑрӑхра та курса тӗлӗнмелли пайтах.

Однако и в нашей местности достопримечательностей много.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Унта диссертаци ҫырса хӳтӗлеме пайтах укҫа кирлӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Кун сиктерсе ҫӳрерӗ Илюк тусӗ патне больницӑна, пайтах хыпса ҫунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

«Паранкине ӑна килте те пайтах ишетпӗр-ха, ытти лексех каймасть пире», — шухӑшласа ларать Илюк.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Пайтах юр-вар кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Йывӑр инкеке пула сакӑр ҫул ҫеҫ вӗреннӗ пулин те, Марине пайтах вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

— Хӑратакан тӗрлӗ усал-тӗселсем ҫинчен те, хӳреллӗ ҫӑлтӑр евӗр ҫӗрлехи пӗлӗт ҫийӗн вӗҫсе кӑмака мӑрйинчен кӗрсе ҫухалакан вӗреҫӗленсем ҫинчен каланине те пайтах илтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Пайтах тӗрмешме лекрӗ ҫӑлас тесе…

Куҫарса пулӑш

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Учителӗн ӗҫӗ пайтах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Класс руководителӗн ӗҫе те пайтах вӑхӑта илет.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Пайтах курнӑ ун йышшисене.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Мана ҫӗнме пайтах тӑвар ҫиес пулать санӑн, ывӑлӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Самӑр лутака кӗлетке, ҫавра пит-куҫ, пайтах тура курман сапаланчӑк кӑтра ҫӳҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех