Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

меслет сăмах пирĕн базăра пур.
меслет (тĕпĕ: меслет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та утравсен йышне шутлас меслет халӗ те 1987 ҫулта ҫыран хуралӗ тунӑ тӗпчев ҫинче никӗсленет.

Однако данные о количестве островов изначально базируются на исследовании, проведенном береговой охраной еще в 1987 году.

Японири утравсен йышӗ икӗ хут ӳсме пултарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34328.html

Пуяс меслет ялан тӗрӗсмарлӑхпа ҫыхӑнса тӑрать, пуяс ӗмӗт ялан этем чунне пӑсать, варалать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑйӗн ӗҫӗ ҫине те, юлташӗсен ӗҫӗ ҫине те хаяр та тӗрӗс куҫпа пӑхма хӑнӑхнӑскер, Каюров искусство ҫине ҫӑмӑлттайла, профанла, «укҫа ҫапмалли» ҫӑмӑл меслет ҫине пӑхнӑ пек пӑхакансене пӗтӗм чунтан кураймасть.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ку меслет ҫӗнӗ мар пулсан та, нумай ҫынсене аташтарнӑ, калас мар тенӗ этемсенех калаттарма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урӑх меслет ҫук.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Лайӑх меслет тупнӑ сӑнчас та.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Шухӑшлатӑн-шухӑшлатӑн та — пуҫ ҫаврӑнса каять: пирӗн ҫӗршывра сахалтан та ҫӗр-пин агроном пулӗ, ҫапах та вӗсем ҫӗре хӑвӑрт юсаса ямалли меслет тупаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Хӑв шухӑшла, ан пул ухмах, — Ӑс-тӑну ҫитет сан хӑвӑн, — Меслет туп вӑйӑран тухма.

Куҫарса пулӑш

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Курни, илтни — хӑрушӑ тӗслӗх, Пӑлхав тума аван меслет.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ку ман шӑпа, — тет, — эп хавас; Унтан мала тухса чупаймӑн, Парӑнтарма меслет тупаймӑн; Сирме ҫукки пур, мӗн тӑвас…»

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Вӑл ҫӗнӗ меслет шутласа кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви кӗлте ҫыхмалли ҫӗнӗ меслет шутласа кӑларнӑ иккен, тӑваттӑн ӗҫлесе кун каҫиччен вунпилӗк пин кӗлте ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сисет Липа, хӑш-пӗр колхозниксем ку меслет тӗрӗссине шанмасӑр пуҫӗсене сулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку меслет тӑрӑх вире акас умӗн чӑнах та вӗри шывра тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сасӑламалли тепӗр меслет те пур-ха ӗнтӗ: сасса Мускава почтӑпа ярса пама пулать.

Есть еще и другой способ голосования: голос можно отправить в Москву по почте.

Якутире яла интернет кӗртме май паракан сасӑлавра сасӑлаймаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33340.html

Кунсӑр пуҫне вӑл — чир-чӗртен упранмалли тата пурнӑҫ вӑрӑмӑшне тӑсмалли меслет те.

Кроме того, это отличная профилактика болезней и ещё один способ продления жизни.

Шупашкарсен Китайри сывлӑха ҫирӗплетмелли хускану занятийӗсене тӳллевсӗр ҫӳреме май пур // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32896.html

Канӑр: диван ҫине выртса кӗнекен вулӑр – ку вӑй-хал пухмалли лайӑх меслет.

Лучший отдых сейчас - пассивный. Полежите на диване с книжкой - это отличный способ восстановления сил для вас.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Эсӗ пӗлетӗн-и пирӗн йӑласене? — ыйтрӗ Эдей-нойон, — арӑмӗ юратнине пӗлмелли меслет пур.

Куҫарса пулӑш

Тумен сапаланать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эдей-нойоншӑн анлӑ меслет пулчӗ пулса иртнӗ хирӗҫӳ, вӑл хӑйӗн ҫар ушкӑнне ҫӗклерӗ те ҫухалчӗ вырӑс ҫӗрӗсем ҫине кӗрсе.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗр тупӑш тумалли меслет тупӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех