Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

меслет сăмах пирĕн базăра пур.
меслет (тĕпĕ: меслет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Туту вараланасран хӑратӑн пулсан тутӑр витӗр те пулин чуптутарсамччӗ, Анюта, — чеерех меслет шыраса тупрӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ку — тӑшмана тытса илмелли меслет, унпа чӑвашсем авалтанах усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урӑхла меслет тупмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл кӳсене тавлашса ҫӗнтерес ҫуккине, ҫавӑнпа ку ут унӑн маррине халӑха хӑйне кӑтартмалли меслет шухӑшласа тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр меслет — ҫывӑрас умӗн шӑл ҫине каппӑсем тӑхӑнса шуратма пулать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/

Чи меллӗ меслет — врач патӗнче шуратни.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/

Тепӗр ӗмӗрте кӑна ҫынсем ҫӗнӗрен хӑвӑрт пичетлемелли меслет ҫинчен шухӑшла пуҫланӑ.

Только в следующем столетии люди вновь заинтересовались возможностью выполнения быстрой печати.

Пичет машинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6254.html

Ҫавӑнпа чирлӗ ҫынна пӗчӗк суран туса юн юхтарни (хиджама) икӗ пин ҫул ытла сиплемелли меслет пек шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗлкесем ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1266

Анчах та утравсен йышне шутлас меслет халӗ те 1987 ҫулта ҫыран хуралӗ тунӑ тӗпчев ҫинче никӗсленет.

Однако данные о количестве островов изначально базируются на исследовании, проведенном береговой охраной еще в 1987 году.

Японири утравсен йышӗ икӗ хут ӳсме пултарӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34328.html

Пуяс меслет ялан тӗрӗсмарлӑхпа ҫыхӑнса тӑрать, пуяс ӗмӗт ялан этем чунне пӑсать, варалать.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑйӗн ӗҫӗ ҫине те, юлташӗсен ӗҫӗ ҫине те хаяр та тӗрӗс куҫпа пӑхма хӑнӑхнӑскер, Каюров искусство ҫине ҫӑмӑлттайла, профанла, «укҫа ҫапмалли» ҫӑмӑл меслет ҫине пӑхнӑ пек пӑхакансене пӗтӗм чунтан кураймасть.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ку меслет ҫӗнӗ мар пулсан та, нумай ҫынсене аташтарнӑ, калас мар тенӗ этемсенех калаттарма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урӑх меслет ҫук.

Куҫарса пулӑш

Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl

Лайӑх меслет тупнӑ сӑнчас та.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Шухӑшлатӑн-шухӑшлатӑн та — пуҫ ҫаврӑнса каять: пирӗн ҫӗршывра сахалтан та ҫӗр-пин агроном пулӗ, ҫапах та вӗсем ҫӗре хӑвӑрт юсаса ямалли меслет тупаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Хӑв шухӑшла, ан пул ухмах, — Ӑс-тӑну ҫитет сан хӑвӑн, — Меслет туп вӑйӑран тухма.

Куҫарса пулӑш

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Курни, илтни — хӑрушӑ тӗслӗх, Пӑлхав тума аван меслет.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ку ман шӑпа, — тет, — эп хавас; Унтан мала тухса чупаймӑн, Парӑнтарма меслет тупаймӑн; Сирме ҫукки пур, мӗн тӑвас…»

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Вӑл ҫӗнӗ меслет шутласа кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви кӗлте ҫыхмалли ҫӗнӗ меслет шутласа кӑларнӑ иккен, тӑваттӑн ӗҫлесе кун каҫиччен вунпилӗк пин кӗлте ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех