Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ик аллипе пуҫне ярса тытрӗ, ӑна тӑнран каяссӑн туйӑнчӗ.Он схватился за голову, словно боясь, что растеряет остаток разума.
XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Таркӑна тытмасан, Шериф-агана ячӗ каяссӑн туйӑнчӗ, чыса тивӗҫес тесе, вӑл шкапсене ухтарчӗ, арчасене ҫавӑра-ҫавӑра пӗтерчӗ, чӑлансене, пур кӗтессе те пыра-пыра пӑхрӗ.
XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл Огняновран хӑрарӗ, йӗрӗнсе пӑхса илсенех хӑйӗн ячӗ каяссӑн туйӑнчӗ.Он боялся Огнянова и под его презрительным взглядом чувствовал себя очень нехорошо.
XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Инҫетре пӑхӑр куркасем пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑннӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ, вӗсем сливӑран вӗретсе тунӑ йӳҫеке аса илтереҫҫӗ, ҫӑварта вӑл уҫҫӑн каласа каяссӑн туйӑнать.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Ҫав хӑмӑр куҫӗ унӑн кӗҫ-вӗҫех йӗкӗлтесе мӑч-мӑч туса илессӗн, катрашкаланса выртакан ӳчӗ вара тӳрленсе каяссӑн, пур еннелле те тӑсӑлакан пӗркеленчӗксем пулса, тӑвлав ҫинелле йӗрленсе пырассӑн туйӑнать.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Амӑшӗ асапланнине тата ачи вилес пек хӑранине киленсе пӑхакан хӑшпӗр мӑшӑр куҫ, ытлашши чарӑлнипе, ҫурӑлса каяссӑн туйӑнать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Шав — хӑй айне путарать, тусан — сӑмса шӑтӑкӗсене вӗчӗлтеттерсе, куҫа ҫыпӑҫтарса лартать, шӑрӑх — ӳт-тире пӗҫертсе ӗшентерет; пӗтӗм йӗри-тавралӑх — пурнӑҫ карӑнса ҫитсе, чӑтӑмлӑха ҫухатса, кӗҫ-вӗҫех темле пысӑк катастрофӑпа ишӗлсе анассӑн, сирпӗнсе каяссӑн туйӑнать, ун хыҫҫӑн уҫӑлнӑ сывлӑшра вара сывлама ирӗклӗн те ҫӑмӑл пулассӑн, ҫӗр ҫинче шӑплӑх пулассӑн туйӑнать, хӑлхана хупласа лартакан, йӗкӗлтекен, хуйхӑпа уртарса ярас патне ҫитерекен тусанпа шӑв-шав пӗтмелле те — хулара та, тинӗс ҫинче те, ҫутҫанталӑк тӳпинче те тӳлек, уҫӑ, аван пулас пек туйӑнать…
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Каяссӑн, каяссӑн.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл тӳрех пристане касса кӗрсе каяссӑн туйӑнать.
IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн ҫӳхе, кивӗ, анчах лайӑх, тасатнӑ атӑ тӑхӑннӑ урисем, килӗшӳсӗр тӑсӑлнӑ, вӗсем халех, ҫӗре атӑ кӗлисемпе чавса малалла шуса каяссӑн туйӑннӑ.
26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948