Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

васкавлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
васкавлӑ (тĕпĕ: васкавлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене санавиаци вертолечӗпе Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.

Их доставили на вертолете санавиации в Чебоксарскую больницу скорой медпомощи.

Аварире аманнӑ мотоциклистсене вертолетпа Шупашкара илсе килнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35759.html

Тумтир комплекчӗсене ытларах Васкавлӑ пулӑшу тата медицина катастрофисен центрӗ 1187 хӗллехи тата ҫуллахи комплектсем, чи сахалли Мясягутовӑри тӗп район больници 101 комплект туянасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем валли 42 млн тенкӗлӗх ятарлӑ тумтир туянӗҫ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%A1%D1%8B%D0% ... an-3389012

Пушкӑртстанри Конкурентлӑ политика енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем валли ятарлӑ формӑллӑ тумтир туянма аукцион ирттересси ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем валли 42 млн тенкӗлӗх ятарлӑ тумтир туянӗҫ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%A1%D1%8B%D0% ... an-3389012

Халӗ васкавлӑ йышӑну тумалла мар.

Сейчас не имеет смысла принимать поспешные решения.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тата медицина психологӗсем Пушкӑртстанра пурӑнакансене ПР Сывлӑх сыхлав министерствин Республикӑри психотерапи центрӗнче шанӑҫ телефонӗпе васкавлӑ психологи пулӑшӑвӗ параҫҫӗ: 8 (347) 241-62-85 (талӑкӗпех).

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра пурӑнакансем халӗ психологи пулӑшӑвӗ илме поликлиникӑна кайма пултараҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... ra-3326666

Кӗҫех амӑшӗ такамсем патне «Васкавлӑ пулӑшу» машинине чӗнтерме тухса чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫавӑнпа та юн пусӑмне тӑтӑшах виҫсе тӑма, вӑхӑтра эмел ӗҫнине асӑрхама, кирлех пулсан «васкавлӑ пулӑшу» чӗнме те тивет.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Кӗҫех васкавлӑ пулӑшу машини вӗҫтерсе ҫитрӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Атмалкассинчех тӗпленнӗ Юрий ывӑлӗ районти васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче водительте тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Григориупа Турунов, Лашмановпа Сидоркина ӑсатма тесе, васкавлӑ пулӑшу машинипех больницӑна кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӑна та, Сидоркина та васкавлӑ пулӑшу машинине кӗртсе вырттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫав самантра пирӗн тӗле васкавлӑ пулӑшу машини ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Стройкӑна кайма тепӗр вунӑ кунтан ҫеҫ ерҫрӗм: ытти васкавлӑ ӗҫсем тупӑнсах тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Васкасса васкатӑп та, анчах васкавлӑ пулаймасть-ха манӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унччен вара васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсен хӑйсен тем те шутласа кӑларма пултаракан ӑслӑ пуҫӗсене шанса ӗҫлеме тивӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Питӗ ӑмсанмалла: васкавлӑ пулӑшу пит хӑвӑрт пырса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Кӑлава Шетмӗри урама ҫитме ҫырма урлӑ каҫмалла пулнӑ тейӗпӗр, ҫырми тарӑнрах тейӗпӗр, кӗперӗ чиперех пулсан та васкавлӑ пулӑшу машини ҫав ҫырмаран хӑпараймӗ тейӗпӗр…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Васкавлӑ пулӑшу машинисемпе пулса иртекен пӑтӑрмахсене пӑхатӑн та Чӑваш Республикинчи тухтӑрсем тем те пӗр ӑсласа кӑларма маҫтӑрсем теме май пур.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Кӑлава Шетмӗре урапапа усӑ курса пациента васкавлӑ пулӑшу машини патне илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн ман шутпа ял халӑххин урапана пӗр-пӗр палӑк лартмаллах!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Кӑлава Шетмӗре тухтӑрсем пациента васкавлӑ пулӑшу машини патне урапа ҫине хурса илсе тухнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех