Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

васкавлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
васкавлӑ (тĕпĕ: васкавлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн Вӑрмар округӗн халӑхӗ патне васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ ҫитмелле пулсан ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрӗн Канашри васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн подстанцийӗн Вӑрмарти вӑхӑтлӑх вырнаҫмалли пунктӗнчи сотрудникӗсем васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Ҫын амансан, чӗрепе юн тымарӗсен, неврологи чирӗсемпе аптӑрасан, тата васкавлӑ ытти сывату мероприятийӗсем ирттермелле пулсан пулӑшу кӳреҫҫӗ васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Заказчиксен шутӗнче Васкавлӑ пулӑшу тата медицина катастрофисен центрӗ, Ҫтерлӗри васкавлӑ пулӑшу станцийӗ, Нефтекамск, Сибай, Октябрьск, Кумертау хулисен больницисем, ҫавӑн пекех Бирск, Белорецк тата Мясягутовӑри тӗп район больницисем.

Куҫарса пулӑш

Васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем валли 42 млн тенкӗлӗх ятарлӑ тумтир туянӗҫ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%A1%D1%8B%D0% ... an-3389012

Ҫак тӳлеве уйӑхсерен Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Медицина катастрофисен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрӗн медицина ӗҫченӗсем, васкавлӑ медпулӑшу машинисен водителӗсем илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar

Пур ҫӗрте те тӗрлӗрен япаласем йӑтнӑ, турттарнӑ: ҫынсем васкавлӑн, ӗҫлӗн хӗвӗшсе ҫӳренӗ, ҫилленсе кайса, лашисене хистенӗ, пӗр-пӗрне хӑтӑрнӑ, уйрӑм-уҫҫисӗр хӗвӗшӳпе, васкавлӑ ӗҫӗн хӑлхана питӗрекен шавӗпе пӗтӗм урама тултарнӑ.

Всюду несли и везли разные вещи и товары; люди двигались спешно, озабоченно, понукали лошадей, раздражаясь, кричали друг на друга, наполняли улицу бестолковой суетой и оглушающим шумом торопливой работы.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пурте васкавлӑ, ҫав тери васкавлӑ

Везде срочно, сверхсрочно…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Васкавлӑ ҫеҫ мар, ытла та васкавлӑ!

— Даже чрезвычайность!

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Паян ирпе аса илтӗм, манӑн Шупашкарта васкавлӑ ӗҫ пур, каникул та вӗҫленчӗ, тунти кун занятисене каймалла.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Итлетӗп сана, ывӑлӑм, мӗн пирки васкавлӑ каламалли пурччӗ санӑн мана?

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Васкавлӑ пымалла терӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Алӑк уҫӑлчӗ те, Элиме умне Кирей тухса тӑчӗ, васкавлӑ утӑмсемпе ун патне ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Кӑштах тӑхтӑр-ха, малтан лайӑхрах пӑхмалла, тен, ҫынсемпе васкавлӑ пулӑшӑва чӑрмантарма кирлӗ те мар.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Васкавлӑ пулӑшу ман пата киле пытӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Васкавлӑ пулӑшу чӗнес мар-и?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кӳршӗсене, юлташӗсене, тӑванӗсене тӑхӑнмалли тумтирсене юсаса-ҫӗлесе парать, васкавлӑ сакассем илсе килекенсен кӑмӑлӗсене те туллин тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкре те тӗрӗ тӗрлет,капӑр тум ҫӗлет… // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82e%d ... %b5%d1%82/

Мирлӗ тапхӑрта талӑкӗпе хӳтлӗх, ҫӑлав ӗҫӗсене пурнӑҫлакан васкавлӑ службӑсен автомашинисем те иртрӗҫ парадра.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Вӑл васкавлӑ сикнӗ, анчах сиссе ӗлкӗреймен - тӑратса янӑ лом ҫине тӑрӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Инкек куҫа курӑнмасть // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/in ... -kurnmastj

Малтанах районти потребительсен обществин тытӑмӗнче, каярахпа мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӗп больницӑн васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче водительте ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej

Милици машини кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр ирхинех васкавлӑ ӗҫлекен ушкӑн персе ҫитет, вӑрманҫа пӗлтӗрхи вырӑнсене кӑтартса ҫӳреме хушать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫав шутра васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн врачӗсемпе фельдшерӗсен, медицина сестрисен те ӗҫ укҫи ӳсӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех