Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ха, капла эсӗ мана йӑлтах аркатса тӑкрӑн, Ятман, — айӑплӑн кулчӗ председатель.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тата ҫакна та пӗлтерсе хума пулать: Мускав Хусана хирӗҫ пыракан кӗрешӳре ҫурма ҫулта чарӑнса тӑрас ҫук, эпир турӑ пулӑшнипе вӑл кӗрешӗве вӗҫнех ҫитерӗпӗр, Христос тӗнӗн тӑшманӗсене татӑклӑнах аркатса тӑкӑпӑр.
18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗлсе тӑччӑр: государь пирӗн тӗне варалакан агарянсем ҫине вӑйлӑран вӑйлӑ тапӑнса пырӗ, ҫав ҫӗлен йӑвине аркатса тӑкӗ.
18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тен, унӑн Хусанти тӑванӗ Шигалее аркатса тӑкса кунталла тапӑнса килӗ?
12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Виҫӗ кун ҫитмерӗ мана Ока урлӑ каҫса вырӑссене аркатса тӑкма! — тулашрӗ хӑй тӗллӗн Сахиб-Гирей тӑшман енне ҫиллессӗн пӑха-пӑха илсе. — Вӑтӑр кун мар — виҫӗ кун!
12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Халех пӗтӗм кил-ҫуртна аркатса тӑкатпӑр, хӑвна… леш тӗнчене ӑсататпӑр.
9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗр кӗтессе ҫӗр айне чавса чикнӗ тар пички темиҫе чалӑш тӑршшӗ хӳмене ним хӑварми аркатса тӑкрӗ.
18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Хабар Симский Тукай мӑрсан утлӑ ҫарне аркатса тӑкнӑ! — терӗ ӑна ҫыран хӗрринче кӗтсе илнӗ вырӑс сотникӗ.
17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗлсе тӑрӑр, эпир кунтан кайма шутламастпӑр, хамӑр тӑшмана Сахиб-Гирее тата ун майлӑ тӑракан ҫынсене аркатса тӑкиччен малаллах шуса пыратпӑр.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
«Хусанта Сахиб-Гирей вӑрҫа хатӗрленет. Вырӑс ҫыннисене унта пурне те тыта-тыта хупаҫҫӗ. Темиҫе купсанне лавккисене аркатса тӑкнӑ».
4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Нумай полксене аркатса тӑкнӑ, вӗсене йӗркене кӗртме питех те йывӑр.
3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Калас пулать княҫа, хӑюллӑрах ҫапӑҫтӑр, Сахиба Казанка шывӗ патне ҫитичченех хӑваласа кайтӑр, аркатса тӑктӑр.
3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Колчак ҫарне аркатса тӑкнӑранпа вунӑ уйӑх ытла иртрӗ…
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вӑл чи малтан Ахтупайне, унтан Иштерекпе Пикпавне чӗп-чӗр юн тумалла, ҫыхса пӑрахса вырӑнтан хускалайми пуличчен, тархасласа каҫару ыйтиччен ислетмелле, юлашкинчен витине чӑл-пар аркатса ӑйӑра утланса тухмалла.
17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вырӑссен ҫар ушкӑнне йӑлтах пӗтернӗ, Карпов ҫуртне аркатса тӑкнӑ.
12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тутарсем икӗ енчен вӑйлӑ хӗсрӗҫ те тем пысӑкӑш ҫара аркатса тӑкрӗҫ.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вырӑс купсисен лавккисене йӑлтах аркатса тӑкрӗҫ, таварӗсемпе укҫисене туртса илчӗҫ, хӑйсене вӗлермеллине вӗлерчӗҫ, нумайӑшне крепоҫе илсе кайса хупрӗҫ.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Белебей патӗнче Каппель корпусне аркатса тӑкнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Атӑл урлӑ пуйӑссем ҫӳремеҫҫӗ, Сызрань кӗперне сирӗн ҫар аркатса хӑварнӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сызраньри кӗперӗ шуррисем аркатса хӑварнӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.