Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панӑ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑштах вӑхӑт иртсен, Егорушкӑна ыйхӑ витӗр Соломон хӑйне пӑвса тӑракан курайманлӑха пула еврейсем ҫинчен епле васкавлӑн та селӗплӗн хӑрӑлтата-хӑрӑлтата калаҫни илтӗнме пуҫларӗ; малтан вӑл вырӑсла тӗрӗсех калаҫрӗ-ха, кайран пӗрре тахҫан палаканра еврейсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панӑ чухнехи евӗр юриех акцентне палӑртса калаҫма тытӑнчӗ.

Немного погодя Егорушка сквозь полусон слышал, как Соломон голосом глухим и сиплым от душившей его ненависти, картавя и спеша, заговорил об евреях; сначала говорил он правильно, по-русски, потом же впал в тон рассказчиков из еврейского быта и стал говорить, как когда-то в балагане, с утрированным еврейским акцентом.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Турӑ мана тӗлӗнмелле ҫирӗп тӑнпуҫ панӑ.

Память мне бог дал на удивление.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Мӗн пӗчӗкренпех турӑ мана ӑнкару тата ӑнлану панӑ, ҫавӑнпа та эпӗ хӑшпӗрисем пек пулман, ирех, сан ҫулусенче чухнех, атте-аннене те, вӗрентекенӗмсене те тӑн-пуҫӑмпа тивӗҫтерсе лӑплану-киленӗҫ кӳнӗ.

С самого раннего возраста бог вложил в меня смысл и понятие, так что я не в пример прочим, будучи еще таким, как ты, утешал родителей и наставников своим разумением.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Ывӑлне Болтва питӗ лайӑх ҫил арманӗ лартса панӑ! — терӗ Дениска.

— Славный ветряк поставил сыну Болтва! — заметил Дениска.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ухмах карчӑк вӗсем ҫинчен пупа вӑрттӑн каланӑ та панӑ, пупӗ Юрдана пӗлтернӗ.

Глупая старуха пойди да и расскажи о них по секрету попу, а поп — Юрдану.

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав ҫынах конак умӗн иртсе пынӑ та унта тем чухлӗ хӗҫ-пӑшал купаланса тӑнине хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ: хӗҫ-пӑшалне халӑх пыра-пыра панӑ

Тот же человек проходил мимо конака и своими глазами видел во дворе огромную кучу оружия: оно было сдано самим населением…

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Шкулта тасатса тӑракан карчӑк вӗсене мачча ҫине вырнаҫтарнӑ пулнӑ, ҫӑкӑр ҫитернӗ, — вӗсем унта икӗ талӑк хушши курӑкпа-мӗнпе кӑна тӑранкаласа пурӑннӑ, вара, лешсем хушнипе, вӑл вӗсем ҫинчен Бӑрзобегунека пӗлтернӗ те, Бӑрзобегунек вӗсем валли тумтир илсе пынӑ, тапак панӑ.

Старуха сторожиха поместила их на чердаке и накормила хлебом, — они двое суток питались только травами, — потом, по их просьбе, сообщила о них Бырзобегунеку, который принес им одежду, фесы и табак.

XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сире те уйрӑмшар ҫӳреме канаш панӑ пулӑттӑм, пӗрле ҫӳреме юрамасть.

И вам разделиться надо, не следует так идти — по нескольку человек вместе.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянова ҫӑкӑр панӑ маях вӑл хӑй ачине кунта шанчӑксӑр ҫын килчӗ тесе черкессене пӗлтерме янӑ иккен.

Ведь, подавая Огнянову кусок хлеба, он в то же время послал своего сынишку дать знать о беглеце карательному отряду, сидевшему в засаде поблизости.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов Клисурӑран тухса кайнӑ хыҫҫӑн студент та Рада патӗнчен хӗҫ-пӑшал салатса панӑ ҫӗре кайнӑ, унтан Стара ҫырми патӗнчи окопсем енне пынӑ.

А между тем студент вскоре после ухода Огнянова тоже ушел от Рады и направился к пункту раздачи оружия, а оттуда на укрепления у Стара-реки.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эй эс, Пӑртли, кам сана ҫавӑн пек илемлӗ ят панӑ? — тесе ыйтрӗ пӗри.

— Эй ты, Прыдле, кто тебя украсил таким славным именем? — спрашивал один.

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тухӑҫ та, анӑҫ та ӑна пуҫ ҫапса пурӑннӑ, тинӗссем-шывсем урлӑ ӑна парне-кучченеҫ яра-яра панӑ, чӗркуҫленсе ӳксе халиф тронӗ умӗнче таса ятсене асӑннӑ.

Восток и запад поклонялись ей, моря посылали ей дары, короли и королевы падали ниц и лобызали священный прах перед троном халифа.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эсир панӑ канашсемпе усӑ курмалла пултӑрах.

Постараюсь воспользоваться вашими советами.

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эппин эпӗ сирӗн геройӑра Летӑ шывне ӗҫсе пӑхмашкӑн канаш панӑ пулӑттӑм, — вара йӑлтах манса каять.

— Тогда я бы вам посоветовал отправить вашего героя испить водицы из Леты, — сразу все забудет.

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑрӑм куҫ хӑрпӑхӗсене антарнӑ, пичӗ шурӑ мрамор евӗрлӗ, пӗчӗк шурӑ мамӑк минтертен ӑна аран уйӑрса илме пулать, черченкӗ ӳчӗ унӑн ҫамрӑк хӗрарӑмсемпе хӗрсем юлашки парне панӑ ҫурхи чечек ҫыххисемпе кӑшӑлӗсен ӑшне путнӑ та кӑшт ҫеҫ курӑнса выртать…

Красивые длинные ее ресницы были опущены, лицо приобрело белизну мрамора и едва выделялось на фоне белой пуховой подушечки, в которой тонула голова; маленькое тело исчезло под грудой венков и весенних цветов — прощального дара от молодых женщин и девушек…

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Енчен унӑн чунӗ ҫак икӗ тӳлеме те пӗрле ҫыхӑнтарма пултарнӑ пулсан, епле аван пулнӑ пулӗччӗ — пӗрне ӑс-хакӑл панӑ хӑватпа тейӗпӗр, тепӗрне — ҫутҫанталӑк пилӗпе, вӗсене пӗр-пӗринпе килӗштерсе те тан виҫепе тытса, тепри пулӑшнипе иртесрен-мӗнрен кӑшт тытарах тӑрайсан мӗнле аван пулнӑ пулӗччӗ ҫав та…

Как было бы хорошо, если бы душа его могла вместить обе эти привязанности — одну, внушенную волей и разумом, другую — голосом природы, могла согласовать их, уравновесить и ослабить каждую при помощи другой…

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ят янӑ хӗре хӳтӗлеме ан тӑрӑш тесе канаш панӑ пулӑттӑм сана…

Я бы тебе не советовал трудиться защищать опозоренную девушку…

XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Заманов ҫыру тавӑрса панӑ каҫран вара комитет ларӑвӗ яланах урӑх вырӑнта пулса иртет.

После того достопамятного вечера, когда Заманов вернул письмо, комитет каждый раз собирался в новом месте.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс хӑвӑн тивӗҫне чипер туса пытӑн ӗнтӗ — эс ху аллупа тӗрлесе панӑ арӑсланлӑ ялав пире паттӑр пӑлхавра ҫӗклентерсе те вӑй парса тӑрӗ.

Ты уже исполнила свой долг — знамя со львом, вышитое тобой, будет нас воспламенять и воодушевлять.

XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхар ҫамрӑкӗсене вӗренме пулӑшас ӗмӗтпе Иеротей атте чи тӳрӗ ҫынсене пысӑк укҫах панӑ та, кам панӑ тесен те хӑйӗн ятне пӗлтерме хушман.

Нескольким лицам отец Иеротей передал крупные суммы для поддержания учащихся юношей с условием не разглашать имени благотворителя.

XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех