Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тӗп ӗҫ пирӗн — тырӑ», — терӗ вӑл, малалла хӑш ӗҫе епле туса пымалли ҫинчен каларӗ, хӑш тырӑ хыҫҫӑн хӑш тырра аксан авантарах пулнине, епле имҫам кирлине каларӗ, ҫӗртме тӑвас пирки вӑл уйрӑмах чарӑнса тӑчӗ, унтан вара никӗс хума чул ӑҫта пурри ҫинчен, хӑваран ҫатан авса хӑшпӗр хуралтсем тума май пурри ҫинчен каларӗ.

«Главное для нас — урожай», — сказал он, а затем все его выступление носило чисто практический характер: как лучше построить севообороты, какие применять удобрения, особо он остановился на значении черного пара, а потом сказал, где и как можно изыскать камень для кладки фундамента и как можно применить на строительстве обыкновенные плетни из хвороста.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кун ҫумне хушмалли татах та нумай: клуб тейӗпӗр, вулав ҫурчӗ, ача ҫуратмалли ҫурт, ача-пӑча яслисем, вунӑ ҫул вӗренмелли шкул, агротехникӑна, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫе вӗренмелли ҫурт…

А если к этому прибавить нужды самой станицы, скажем, клуб, избу-читальню, родильный дом, детские ясли, школу-десятилетку, дом агротехники и животноводства?

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпир вӑл ӗҫе тытӑнман-ха, тытӑнсан — пӑхса ҫеҫ тӑр, тупӑпӑр…

— Мы за это дело еще не брались, а возьмемся — то, гляди, и достанем…

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӗҫе чарса ҫеҫ пырӗ.

Вот и будет тормозить.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Хам кӑна мар, Рагулинпа, Байковӑпа пӗрле, анчах пӗтӗм ӗҫе виҫӗ пая уйӑрсан, эпӗ хам ирӗкпе икӗ пайне илетӗп, виҫҫӗмӗш пайне «Кочубейпе» «Буденный» хӑйсем хушшинче валеҫчӗр.

— Не сам, а вместе с Рагулиным и Байковой, только если все работы разделить на три части, то я добровольно беру на себя две части, а третью пусть разделят «Кочубей» и «Буденный».

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӗҫе пуҫламалла пулсан — пуҫлӑр…

— Стоит зачинать дело — зачинайте…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кирек те мӗнле ӗҫе, чи йывӑр ӗҫе илер, электричество ҫынсем тӑвакан ӗҫсене пурне те ӑнӑҫлах тума пултарать…

Возьмите любую, самую трудную работу, которую выполняют люди, и ее с успехом можно выполнять электричеством…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑрҫӑ пӗтрӗ, ҫынсем мирлӗ ӗҫе таврӑнчӗҫ.

Войну кончили, люди вернулись к мирному труду.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсӗ хӑҫан ӗҫе тытӑнӑн?

— А ты когда же возьмешься за дело?

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хохлаков пӗтӗм ӗҫе пӑсса хумӗ-ши?

Не испортит ли все дело Хохлаков?

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӗҫе тытӑнӑр!

Действуйте!

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чи малтанах ӗҫе вӑрттӑн, никам та пӗлмелле мар тумалли ҫинчен пӗлтерчӗ, вара ҫӗнӗ заместителе кӗтсе илме хатӗрленесси ҫинчен каласа пачӗ…

Под строжайшим секретом им было дано указание готовиться к встрече заместителя председателя…

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Куртӑм паян сан ӗҫе, — терӗ Тимофей Ильич.

— Посмотрел я нынче на твою работу, — проговорил Тимофей Ильич.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Вӑрҫӑра Сергее те пӗтӗм ӗҫе вӗрентрӗҫ-и?

— А Сергея тоже всему этому обучали на войне?

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пур ӗҫе те-и вара?

Так-таки всему?

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Вӑрҫӑра пире пур ӗҫе те вӗрентнӗ, Тимофей Ильич.

— На войне нас, Тимофей Ильич, всему научили.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр ӗҫе тытӑнсан, унӑн пӗтӗм шухӑшӗ ҫав ӗҫ ҫинче, вара ывӑннине те пӗлмест, ӗҫӗ ӑнса пынине кура савӑнать — туса пӗтернӗ ӗҫ ӑна ытарма ҫук илемле туйӑнать!..

Взявшись за дело, он отдавал всего себя и не знал, что такое усталость, а самый процесс труда приносил ему одно наслаждение — сделанная вещь казалась необыкновенно красивой!..

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӗҫе ҫапла юратни ун юнӗнчех пулнӑ.

Такая необычная любовь к труду была у него в крови.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Пур ӗҫе те пултарать-ҫке ку, — тесе шухӑшларӗ Ҫемен ҫинчен Анфиса сарай ҫийӗ хатӗр пулса ҫитсен, ҫиелтен хӑмӑш витесси кӑна юлсан. — Манӑн ҫакӑн пек пичче пуласчӗ», — терӗ те Анфиса йӑл кулса илчӗ, мӗншӗн тесен «пичче» тени уншӑн урӑх ҫынна пӗлтернӗ — кама пӗлтернине тавҫӑрса илме йывӑрах та мар.

«Да он на все руки мастер, — подумала о Семене Анфиса, когда крыша была готова и оставалось только поставить гребень из камыша. — Вот если бы у меня был такой брат», при этом Анфиса невольно улыбнулась, так как под словом «брат» она подразумевала нечто совсем другое, а что именно — догадаться было нетрудно.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫемен пӳртрен тухрӗ те ӗҫе тытӑнчӗ.

Семен вышел из хаты и принялся за дело.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех