Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑнаса (тĕпĕ: сӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл васкамасӑр пӗр йывӑҫ патӗнчен тепри патне куҫса ҫӳрет, турачӗсене авса, мамӑклӑ пӗчӗкҫӗ шарсем пек симӗс улмасене тимлӗн сӑнаса пӑхать.

Он неторопливо ходит от дерева к дереву, осторожно нагибает ветки и осматривает зеленые, словно поросшие пухом шарики плодов.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Выҫса ҫитнӗ ачасем унта тӑвар, ҫӗрулми тата пулӑ яракан Нюра ҫине сӗлекисене ҫӑтса, сӑнаса пӑхаҫҫӗ.

Оголодавшие ребята глотают слюнки и следят за Нюрой, бросающей туда соль, картошку, рыбу.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Сӑнаса тӗпчеме.

— На обследование.

Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя ӑна пуҫӗнчен пуҫласа ури таранах шывпа пӗрӗхтерсе йӗпетет пулин те, вӑл нимӗн те палӑртмасть; Нюра вара кӗсменсем хыҫҫӑн тимлӗн сӑнаса пырать, Костя кашни хутчен йывӑррӑн тайӑлса туртниех унӑн пичӗ ҫинче палӑрать, Костя мар, Нюра хӑй авӑсать тейӗн.

когда Костя с головы до ног обдает его брызгами, а Нюра напряженно следит за веслами, и на ее подвижном лице отражается каждое Костино усилие, словно гребет не Костя, а она сама.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Ун хыҫҫӑн епле сӑнаса ӗлкӗрмелле-ха?

— А как за ней можно уследить?

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Капитан халӗ ҫук, — тесе тавӑрать ӑна вӗсенчен пӗри, пӑрахут коридорӗнче темӗн пулса иртнине сӑнаса тӑраканни.

— Капитана сейчас нет, — отвечает один из них, наблюдающий за чем-то происходящим в коридоре парохода.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Лутация ҫав сӑмахсене каланӑ хушӑра Азур кӑкшӑм илсе килчӗ те пичетне сӳрӗ, чӗннӗ хӑнасем ӑна, пӗр алӑран тепӗр алла тыттарса, сӑнаса пӑхрӗҫ.

Пока Лутация занимала гостей, ее рабыня, эфиопка Азур, принесла амфору, она сняла печать, которую гости принялись рассматривать, передавая один другому.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Танка буксирпа турттарса кайнӑ чухне унӑн хуралса хӑрӑмланнӑ аяккисене юр ҫыпӑҫнӑ, Загорулько танк ҫине вӑл ҫул кукринче мӗн ҫухаличченех, ӑшшӑн пӑхса, сӑнаса тӑнӑ.

Но когда танк уводили на буксире и снег сыпался на его почернелые бока, Загорулько следил за ним благодарным взглядом, пока он не скрылся за поворотом.

Ӑслӑ танк // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Гурьянов ҫӗнӗ мина чавса кӑларчӗ те ӑна сӑнаса пӑхма пуҫларӗ.

Вынул новую мину Гурьянов и смотрит на нее.

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Вара, шӑшисем пек сӑрӑскерсем, чарӑнаҫҫӗ те ӗҫ мӗнле пулса тухнине сӑнаса тӑраҫҫӗ.

И, как мыши, серые, стоят, смотрят, что получилось.

Ҫул // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Пӗр ҫур куна яхӑн вӑл хӑйне пусмӑрласа илнӗ ӑнсӑртлӑхпа кӗрешсе, тата хӑйне ҫисе тӑранма ӗмӗтленекен чӗрчуна сӑнаса, ҫав хушӑрах вӑл чӗрчуна хӑйне тытса ҫиме ӗмӗтленсе, пӗр хускалмасӑр выртрӗ.

Полдня он лежал неподвижно, борясь с забытьем и сторожа волка, который хотел его съесть и которого он съел бы сам, если бы мог.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Васкамасӑр, шухӑшласа, пӗр пӑлханмасӑр, е ӑраснах интересленмесӗр вӑл ҫак тӗлӗнмелле юханшыва тавракурӑм патне ҫитичченех куҫӗпе сӑнаса кайрӗ те — ҫак юханшыв вӗҫе-хӗррисӗр сарӑлса, йӑлтӑртатса выртакан тинӗсе юхса кӗнине курчӗ.

Медленно, равнодушно, без всякого интереса он проследил за течением незнакомой реки почти до самого горизонта и увидел, что она вливается в светлое блистающее море.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑл ҫак шухӑшпала чылайччен кӗрешрӗ, юлашкинчен вара, пӑшалне сӑнаса пӑхсан, вӑл пушах иккенне тин ӗненчӗ.

Эта мысль неотвязно преследовала его; он боролся с ней часами, потом осмотрел магазин и убедился, что никакого патрона в нем нет.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Кайран вара вӑл каялла таврӑнса йӗре сӑнаса пӑхма та пултарать.

А потом уже вернется и рассмотрит следы.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӗҫсе каякан кайӑка сӑнаса пӑхса юлнӑ чухне, лешӗ ӑна питӗ пысӑк сиен тунӑ пекех, вӑл ӑна хаяр сунчӗ, ылханчӗ.

Глядя, как улетает куропатка, он чувствовал к ней такую ненависть, будто она причинила ему страшное зло.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑл лешӗ тӗме урлӑ каҫса курӑнми пуличченех пӑхса сӑнаса тӑчӗ.

Следил до тех пор, пока Билл не скрылся из виду, перевалив за гребень.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Тепӗр минут иртрӗ-и, ҫук-и — тӗпсӗрлӗхрен ҫар карапӗ ҫӑхан пек вӗҫсе ҫӗкленчӗ, Лосьӑн туйӑмсӑр кӳлепине лапама пӑрахса хӑварчӗ, унтан пӗр хушӑ тавралӑха сӑнаса ҫаврӑнса ҫӳрерӗ.

И через минуту из пропасти взлетел, как коршун, военный корабль, бросив на площадке бесчувственное тело Лося, — и пошёл кружить, высматривать.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хапхана сыхлакан салтаксем тӑкӑрлӑксенчи тӗрткелешӗве лӑпкӑн сӑнаса тӑраҫҫӗ, машинисене ҫеҫ малалла кӑларса лартнӑ, вӗсен спиралӗсенче хӑмӑр кӑвак ҫутӑ ҫатӑртатать.

Солдаты, охранявшие ворота, спокойно поглядывали на суету в переулочках, лишь машины были выдвинуты вперёд и по их спиралям затрещал лиловатый свет.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев тӗрӗслев экранӗсен умне (Правительство вӗсемпе хулари куҫӑма сӑнаса тӑрать) хӗрарӑмсемпе ачасене тӑратса тухма хушрӗ: вӗсен Тускуба сӳрӗккӗн ятламалла.

Гусев распорядился поставить у всех контрольных экранов, по которым правительство следило за движением в городе, женщин и детей и велел им вяло, совсем вяло ругать Тускуба.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шарӑн тӗтреллӗ юхӑмӗнче ун умӗнче иртекен тӗлӗнмелле пурнӑҫа Аэлита нумайччен сӑнаса ларчӗ.

Долго глядела Аэлита на странную жизнь, проходящую перед ней в туманных струях шара.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех