Шырав
Шырав ĕçĕ:
Павел Астахов ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, унӑн аппарачӗ ачасен тӑнӑҫлӑхӗн пахалӑх тата хисеп кӑтартӑвӗсене, ҫав шутра официаллӑ йӗркепе палӑртманнине пухма тата тишкерме май паракан меслетлӗх хатӗрленӗ, пӗтӗм Раҫҫейри информацин пӗрлехи базине йӗркеленӗ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
РФ сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Вероника Скворцова кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри селектор канашлӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулта ҫӗршывра пӗчӗк ачасем вилесси палӑрмаллах чакнӑ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
— 1917 ҫулчченхи тӗнчери тата Раҫҫейри, ССР Союзӗнчи, республикӑри 1970-2005 ҫулсенчи производствӑна, ӑна ӳстермелли ҫул-йӗре тӗпчерӗм, институт хатӗрленӗ сахал тӑкаклӑ технологие, пучах биотытӑмӗн пахалӑхӗ производство тухӑҫлӑхне витӗм кӳнине, ытти ыйтӑва тишкертӗм.
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
— 1991-1995 ҫулсенче кашни ҫул ҫӗршывра — 2420, ҫав шутра республикӑра 2162 тонна /Раҫҫейри калӑпӑшӑн 89,3 проценчӗ/ хӑмла туса илнӗ.
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Гастрольпе Раҫҫейри чылай хулана ҫитрӗмӗр.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Пӗлтӗр, Раҫҫейри Литература, Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкӗнче, драма коллективӗн хастарӗсем классикӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмипе ӗҫлерӗҫ, «Хушӑлкара» пысӑках мар спектакль хатӗрлерӗҫ.
Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Кашни ҫулах пирӗн тӗпчевҫӗсем наука тата техника енӗпе палӑртнӑ патшалӑх премийӗсене тивӗҫеҫҫӗ, регионти тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑраҫҫӗ.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3196749
Юлашки вӑхӑтра Якут, Тутарстан, Пушкӑрт республикисемпе пӗрле Раҫҫейри чи вӑйлӑ наци издательствисен шутӗнче тӑратпӑр, пирӗн кӗнекесене тӗнчипех иртекен куравсенче те лайӑх хак параҫҫӗ.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Авӑ пӗлтӗр, Раҫҫейри Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерстви ирттернӗ фестивальте «Театр ӑсталӑхӗ» номинацире 2-мӗш вырӑна тухрӑмӑр, — паллаштарать хӑйсен пултарулӑхӗпе шкулта вӑтӑр ултӑ ҫул ӗҫлекен хастар педагог.
Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Кун пек чухне ӑна Раҫҫейри уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине тӗпе хурса шыраса илеҫҫӗ.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Акӑ, нумаях пулмасть Аня Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен вырӑс чӗлхи тата литератури предмечӗн регионти олимпиадинче призер пулса тӑнӑ.
Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Раҫҫей почти Пӗтӗм Раҫҫейри «Чи лайӑх ҫыру урокӗ» конкурс пуҫарнине пӗлтернӗ.
Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравӗн автоматизациленӗ системи тӗрлӗ мелпе пухнӑ информацие шутласа пӗрлештерет.
Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Кӑҫал Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравне ирттерме республикӑра 565 ҫыравҫӑна явӑҫтарма палӑртнӑ.
Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Паллӑ юбилейсен вӑхӑтӗнче, Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе – 100 ҫул, Шупашкар пулса кайнӑранпа 550 ҫул ҫитнине халалласа Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн «Туслӑх кӗперӗ: Крым тата Чӑваш Ен» фестивальне ирттерме палӑртнӑ.
Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
– Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс патруль» общество организацийӗ Раҫҫей регионӗсем тӗлӗшпе 2015 ҫулшӑн экологи рейтингӗ ирттернӗ.
Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Пӗтӗм Раҫҫейри акцие Чӑваш ен те хутшӑнать.
Вӑрнар хаҫачӗ те пулӑшнӑ // С.ЧИКМЯКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
2015 ҫул кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Чӑваш Ен Раҫҫейри чи лайӑх 21 шкул йышне кӗнӗ, вун иккӗшӗ вара ТОП енӗпе Раҫҫейри чи лайӑх ял шкулӗсем.
Тӗп тӗллев — ачасене тивӗҫлӗ пӗлӳ парасси // Владимир Иванов. «Авангард», 2016, пуш, 11
Ҫавӑн пекех канашлӑва хутшӑнакансем умӗнче 2016 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх перепиҫне ирттерес енӗпе яваплӑ уполномоченнӑй Марс Абдуллин хӑш-пӗр ӗҫ йӗркисемпе паллаштарчӗ.
Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11
Кун йӗркинчи чи ҫивӗч ыйтусем: ҫурхи шыв-шур тапхӑрне ӑнӑҫлӑ ирттерсе ярасси, ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру, районта Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравне кирлӗ пек хатӗрленесси, «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонне хутшӑнас ӗҫе ҫивӗчлетесси тата ытти те.
Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11