Шырав
Шырав ĕçĕ:
Театрализациленӗ кӑтартӑвӑн режиссерӗ Алиса Федорова хӑй вӑхӑтӗнче паллӑ вырӑс писателӗсем чӑвашсем йӗркеленӗ вӑйӑ карти ҫинчен хавхаланса ҫырни пирки каласа пачӗ.
«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22
Пурте пӗрле алӑ тытса пысӑк вӑйӑ картинче ҫаврӑнчӗҫ.
«Чемен картинче» пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкӗ иртрӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12773.html
Вӑйӑ карти ушкӑнӑн-ушкӑнӑн сцена еннелле утать.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
Стадиона пӗр-пӗринпе ҫавтӑннӑ вӑйӑ карти пырса кӗрет.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
Тепӗр тесен ача вӑхӑта компьютерсӑрах кӑсӑклӑ ирттертӗр тесе аслисенчен чылайӑшӗ хӑй енчен пуҫару тумасть: пӗрле тӗрлӗ вӑйӑ вылясси, кӗнеке чылай вуланӑшӑн е хуҫалӑхри пӗр-пӗр ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн хавхалантарасси пуҫа та кӗмест.
Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Юрӑпа вӑйӑ картисене пӑхса ларма питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Хӗр ачасемпе арҫын ачасем тӑватӑ карталаннӑ ушкӑнран пӗр пысӑк вӑйӑ карти турӗҫ.Девочки и мальчики из четырёх хороводов образовали один большой.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ, «Единая Россия» партин малтанхи сасӑлавӗн кунӗ, Чӑваш Еншӗн чӑнласах та пысӑк уява ҫаврӑнчӗ: шутлав участокӗсенче ирех хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ, концертсем пулчӗҫ, чылай ҫӗрте пӗчӗк ачасем валли вӑйӑ кӗтесӗ йӗркелерӗҫ...
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
«Математик-Бизнесмен» вӑйӑ кӑсӑклӑ пулнипе асра юлчӗ.
КВН-ра вӑй виҫрӗмӗр // Анастасия Ильина. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Анчах вӑйӑ выляма мар.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
Нумаях пулмасть пирӗн студентсемпе «Мӗн\? Ӑҫта? Хӑҫан?» вӑйӑ ертӳҫи Андрей Блинов тӗл пулчӗ, мастер-класс ирттерчӗ.
Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Пӗтӗмпе 540 ытла вӑйӑ автоматне, 33 компьютер туртса илнӗ.
Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Уголовлӑ ӗҫе тӗпченӗ май айӑпланакансем пурӑнакан вырӑнсенче тата вӑйӑ заведенийӗсенче 35 ухтару ирттернӗ.
Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Ушкӑнри йӗркелӳ ҫирӗп пулнине ҫакӑ та кӑтартать: уголовлӑ ӗҫ пуҫарсан йӗркелӳҫӗсем вӑйӑ заведенийӗсен персоналне тӗп хулари пӗр ресторанта пухнӑ, следователь патне допроса хӑйсен представителӗсемпе пӗрле кӑна каймалли е кӑтартусем памалла марри пирки асӑрхаттарнӑ.
Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Вӑйӑ пӳлӗмӗсене арендӑна илнине ҫирӗплетекен килӗшӳсене Мускав облаҫӗнчи предпринимательсен ячӗпе тунӑ — вӗҫне-хӗрне тупма хӗн.
Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Пӗр пайӗнче вӑйӑ автомачӗсем вырнаҫтарнӑ, хӑшӗсене компьютер техникипе тивӗҫтернӗ.
Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
2015 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне Шупашкар территорийӗнче вӗсен вӑрттӑн вӑйӑ салонӗсен анлӑ сечӗ ӗҫленӗ ӗнтӗ.
Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Эрнере пӗрре /шӑматкун е вырсарникун/ тӗнчери тата хамӑр ҫӗршыври спорт ӗҫӗсене сӳтсе яватпӑр, спортбара кӗрсе пӗр вӑйӑ телевизорпа пӑхатпӑр.
Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07
Вӑйӑ хыҫҫӑнхи пенальтисене тапсан, нимӗҫсем ҫӗнтерчӗҫ.
Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07
Хамӑн пурнӑҫра курнӑ футбол матчӗсене аса илсен, 1982 ҫулта Испанири тӗнче чемпионатӗнчи Франципе ФРГ командисем хушшинчи ҫурма финалти вӑйӑ пӗрремӗш вырӑна тухса тӑрать.
Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07