Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кимме эпӗ хам тахҫанах пӗлекен пӗчӗк кукӑра кӗртрӗм; унта кӗме манӑн хӑва турачӗсене сирмелле пулчӗ, кимме кӑкартӑм, — вӑл пачах курӑнми пулчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анчах ҫак калаҫу вӑл паҫӑртарах шӳтленипе танлаштарсан, ытла пӗчӗк шӳт.Но это сущие пустяки по сравнению с теми шуточками, какие он отпускал в свое время.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ пӗтӗм сахӑрпа кофене, тарпа йӗтресене — мӗн тупӑннӑ пеккине йӑлт ҫӗклесе леҫрӗм, кавӑнран тунӑ витрепе кӑмкана, алтӑрпа тимӗр куркана, хамӑн кивӗ пӑчка, икӗ утияла, пӗчӗк хуранпа кофе пӗҫермелли савӑта кайса хутӑм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпир ҫав пӗчӗк кивӗ пӳртре пурӑнатпӑр, ҫӗрле атте алӑка яланах питӗрсе илет, ҫӑраҫҫине пуҫелӗкӗ айне хурать.Жили мы в этой старой хибарке, и он всегда запирал на ночь дверь, а ключ клал себе под голову.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫапла вӑл ҫуркунне мана йӗрлесе тытрӗ те юханшыв тӑрӑх виҫӗ мильӑна яхӑн тӑвалла кимӗпе лартса кайрӗ; унтан юханшывӑн тепӗр ҫыранне илсе тухрӗ; ҫыранӗ вӑрманлӑ; пӗренерен тунӑ пӗр пӗчӗк пӳртсӗр пуҫне унта нимӗнле ҫурт-йӗр те ҫук, ҫурчӗ чӑтлӑх ӑшӗнче ларать, вӑл хӑш тӗлтине пӗлмесен, ӑна тупас та ҫук.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анчах унӑн ҫӗрле сасартӑк эрех ӗҫес килсе кайнӑ та, вӑл, пӳрт ҫивиттийӗ ҫине тухса, пӗчӗк юпа тӑрӑх крыльца ҫине аннӑ, ҫӗнӗ сюртукне пӗр кӗленче хӗрӗх градуслипе улӑштарса каялла кӗнӗ, вара каллех ӗҫме тытӑннӑ; тул ҫутӑлас умӗн вӑл татах кантӑкран тухнӑ, пит ӳсӗр пулнӑ пирки пӳрт тӑрринчен персе анса, сулахай аллине икӗ тӗлтен хуҫса пӑрахнӑ, чутах шӑнса вилмен; тул ҫутӑлсан, ӑна такам курса пӳрте илсе кӗнӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн атте, ӗҫместӗп тесе, алӑ пуснӑ — хут ҫине пӗчӗк хӗрес лартнӑ.После этого отец дал зарок не пить и вместо подписи крест поставил.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анчах пире премӗкпе варенисӗр пуҫне нимӗнле тупӑш та лекмерӗ, тата Бен Роджерс ҫӗтӗк татӑксенчен ҫӗленӗ пукане, Джо Гарпер — кӗлӗ кӗнекипе чуна ҫӑлмалли пӗчӗк кӗнеке тупрӗҫ; унтан пире учительница хӑвалама тытӑнчӗ те, эпир ҫав япаласене веҫех пӑрахса хӑварса тара патӑмӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗчӗк Томми Барнс ҫывӑрса кайнӑччӗ, халӗ ӑна вӑратрӗҫ те, вӑл хӑраса йӗрсе ячӗ; киле, анне патне каяс килет, тек хурах пулас килмест терӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Татьяна шупӑр кӗсйинчен пӗчӗк кӗнеке кӑларса пупа тыттарчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Юнашарах, тепӗр пӗчӗк вилтӑпри патӗнче, арҫын ларать.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫӑван хӗвелтухӑҫ хӗрринерех, пӗчӗк ача вилтӑпри ҫине вӗри куҫҫульне юхтарса, хӗрарӑм выртать.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗл ыйхинчен вӑранса тепӗр хут ураланнӑ ӳсентӑрансем, амӑш кӑкӑрӗ патнелле кармашнӑ пӗчӗк ача пек, хӗвел ӑшшинелле туртӑнаҫҫӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Малтанхинчен темиҫе хут пуйма ӗлкӗрнӗ Михха сехри хӑпнипе тарҫисене пӗчӗк ҫӑмӑллӑхсем парса улталасшӑн, вӗсемпе кӑмӑллӑрах пулма тӑрӑшать.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хамӑр енчи ҫухатусем те пӗчӗк мар, ҫав хушӑрах шуррисен ҫар тытӑмӗ йӑшса арканма пуҫлани драмӑра уҫҫӑн сисӗнет.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах хӑшпӗр этемсем, тинтерех ҫеҫ хӑрӑмлӑ хура пӳртсенче пӑнчӑхса пурӑннӑскерсем ӗҫре пӗчӗк чӑрмав тупӑнсанах, вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑччӗ тенешкел, ӗлӗкхи пурнӑҫа ырӑпа асӑнма пӑхатчӗҫ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кирек епле пулсан та, Елена йӗре яланлӑхах ҫухалнӑ, вӑл чӗрӗ-и, ӑҫта та пулсан курӑнмасӑр пытанса пурӑнать-и, е унӑн пӗчӗк пурнӑҫӗ, пурнӑҫпа кӑмӑлсарланса пӑлханасси пӗтсе, вилӗмӗ ҫитнӗ, ӑна никам та пӗлмен.
XXXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ун ҫумӗнчен парик тата куҫлӑх тӑхӑннӑ пӗчӗк ҫын йӑшт тӗпелелле иртрӗ: ку ҫак гостиницӑрах пурӑнакан тухтӑр пулчӗ.
XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫук, шухӑшлать Елена, ку Соловецки мӑнастарӗ: унта пӗчӗк те тӑвӑр кельйӑсем питӗ нумай; вӗллесем пек; унта пӑчӑ, тӑвӑр — унта Дмитрие хупса лартнӑ.
XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Еленӑпа Инсаров тӗлӗнсе пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ; вӗсем сӑмах хушасса кӗтсе тӑмасӑрах, пӳлӗме пӗчӗк те шӗвӗр питлӗ, ҫивӗч куҫлӑ, капӑр тумланнӑ ҫын кӗрсе тӑчӗ.
XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.