Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӗвӗр сăмах пирĕн базăра пур.
шӗвӗр (тĕпĕ: шӗвӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Теприне шӗвӗр вӗҫлине, ун ҫине тӑрӑнтарса лартрӗҫ те вӗренпе ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укапи шӗвӗр вӗҫлӗ патак аллине тытрӗ те, вут тивертнӗ юман кӑмпи илсе, мӑкӑртата пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫыннӑн аллисене хыҫалалла туртса ҫыхаҫҫӗ, унтан хӑйне кӑшт ӳпӗнтереҫҫӗ, унтан урисене, чӗркуҫҫи тӗлӗнче авса хураҫҫӗ, ун хыҫҫӑн ним шелсӗр шӗвӗр шалча ҫине тӑрӑнтарса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анаткас варринче — сарлака лап; унта — икӗ шӗвӗр тӑрӑллӑ йывӑҫ чиркӳ мӑнаҫланса ларать.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӗвӗр пӳрне вӗҫсемпе Кӗвӗ калам-и?

Куҫарса пулӑш

Юрӑ умӗнхи // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сылтӑм аллӑн шӗвӗр пӳрни хӑех курока туртма ӗлкӗрнӗ-мӗн: винтовка хулпуҫҫинчен калтлаттарса тапнине ҫеҫ туйрӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Кӗнекере мӗн ҫырнине шӗвӗр пӳрнипе йӗрлесе: — 01 — пушар! — текелет Липа.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

— Ҫутӑ пиҫиххиллӗ, шӗвӗр калпаклисем кам?

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пуҫ таяҫҫӗ, ҫакна май калпакӗсен шӗвӗр тӑррисем сывлӑшра темӗн ҫыраҫҫӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унӑн пуҫӗнче — хура шӗвӗр калпак.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пуҫӗсенче, Ҫатюк тунӑ пукане тухйи пек, шӗвӗр хура тухъя.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тухатмӑш вилтӑприне арҫынсем ҫиелтен сирчӗҫ те, шӗвӗр витре тӗпӗ пысӑкӑш шӑтӑк туса, тухатмӑш ҫине шыв ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Курӑк тымарӗ пуҫ тӳпинче тухъян шӗвӗр тӑрри пек.

Куҫарса пулӑш

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пукане пуҫӗ тӳпинчи шӗвӗр патак питӗ те юрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫак пӗчӗк хытӑ чӑмаккана патакӑн шӗвӗр пуҫӗ ҫумне ҫиппе ҫыхса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ улӑм ҫине тӑсӑлса выртатӑп, путек ман урлӑ сикет, хӑш чух шӗвӗр урисемпе мана ыраттарать те, эпӗ ҫилленсе ӳпне выртатӑп.

Куҫарса пулӑш

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пурте вӗсем шӗвӗр сӑмсисемпе тӑк! та тӑк! тӑклаттаркаласа илсе, техӗмлӗ ҫимӗҫе тупӑшмасӑр, чӑрсӑрланмасӑр, ҫӑтӑхланмасӑр пайласа, типтерлӗн апата пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Хӑвӑр мӗнле чупатӑр? — шӗвӗр пит-куҫӗ ҫинче йӑл кулӑ вылятса илчӗ Петӗр.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Чӑнах! — кӗтмен ҫӗртен хаклӑ япала тупнӑ пек ҫунатланса, такӑлтаса илчӗҫ ытти юлташӑмсем те: кӗре сӑн-питлӗ лутра Микишпа ҫутам, шӗвӗр сӑмсаллӑ Улатимӗр.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Хыҫҫӑнах ҫак мӑйракасен хуҫи те курӑнчӗ — хаяр та шакмак, хура тӗкӗр куҫлӑскер, вӗр-ҫӗнӗ, тӗреклӗ армутирен майланӑ шӑпӑр пек вӑрӑм, шӗвӗр сухаллӑскер.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех