Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӗвӗр сăмах пирĕн базăра пур.
шӗвӗр (тĕпĕ: шӗвӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лука Павлович, сасартӑк шӗвӗр пӳрнине тӑратса, шӑпланма хушрӗ, пуҫне тайӑлтарса, уҫӑ чӳречерен итлерӗ:

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Старик сухалӗ ҫумне Палюкӑн курпунтарах шӗвӗр сӑмси ҫыпҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав самантра Стасикӑн шуранка пичӗ, сухалпа витӗннӗ шӗвӗр янахӗ, курпунланнӑ кӗлетки Дубова хӗрхентерсех ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юманлӑхра та усрарӑмӑр ҫав шӗвӗр мӑйракаллӑ шуйттана.

Куҫарса пулӑш

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ак ку, ман пек шӗвӗр сӑмсалли, — кукаҫи, вӑрӑм сухалли — асатте.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗлӗт аркине сирсе пӑрахнӑ уйӑх пӗве вӗҫнех куҫса кайнӑ, ҫӑлтӑрсем ҫеҫ паҫӑрхи вырӑнтах куҫ хупмалла выляҫҫӗ, шӗвӗр тӑрӑллӑ чӑрӑшӗсем лӑссисене ӗшенчӗклӗн лӑс уснӑ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Яштака чӑрӑшсем шӗвӗр тӑррисемпе кармаша-кармаша алӑ сулнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Каснӑ тӗпрен пӑчӑртатса тухакан хурӑн шывне шӗвӗр пӳрнипе сӑтӑра-сӑтӑра илекен пулӑшаканӗ ҫине бригадир пӗр авӑк тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ, унтан хуллен ҫапла хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ку вӑл сана, така апчхулатни мар! — пуҫлӑхӑн шӗвӗр пӳрни сывлӑшра ӑнланмалла мар саспалли ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сатур ларса пыракан тӗк те шӗвӗр вӗҫӗпе ҫав еннеллех ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Каллех ҫӗре ҫапса кӗртсе лартнӑ шӗвӗр патака шӑлпа туртма тивет-и?

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗлмессерен ҫӗр ӑшне пӗкӗ аврипе шӗвӗр патака ҫапса кӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑрманта чӑрӑшсен шӗвӗр тӑррисем раснах палӑрса тӑраҫҫӗ.

Резко выделяются острые верхушки елей.

Урал тӑвӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Паркри йывӑҫсем хушшинче шӗвӗр тӑрӑллӑ, тӗксӗм-симӗс яштака кипариссем ӑраснах палӑрса лараҫҫӗ.

Среди деревьев парка выделяются стройные темнозеленые кипарисы с остроконечными вершинами.

Крымӑн кӑнтӑрти ҫыранӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тата вӗтӗ ҫулҫӑллӑ та шӗвӗр йӗплӗ тӗве курӑкӗпе тӗрлӗрен хыт-хурасем ӳссе каяҫҫӗ.

Разрастаются также верблюжья колючка—трава с мелкими листьями и острыми шипами — и разные бурьяны.

Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл шӗвӗр сӑмсаллӑ тилӗ хӑш тӗле пытанса ларнине те пӗлет, пӗчӗк чее юс ӑҫталла кайнине те йӗрсем тарӑх пӑхса курать, ним шухӑшсӑр пакша ӑҫта сиккелесе ҫӳренине те илтет…

Знает он, где кроется остромордая лисица, видит по следам, куда прошел маленький хитрый горностай, слышит, где прыгает беззаботная белка…

Кайӑкҫӑ эвенксем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах та куҫ умне йӗп пек ҫинҫе те шӗвӗр чул хысакӗсем ҫеҫ тухса тӑчӗҫ.

Но увидел только скалы, острые и тонкие, как иглы.

XIX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе кайӑкҫӑ индеецсен шӗвӗр тӑрӑллӑ хӳшисем курӑнса юлаҫҫӗ.

Порой мелькают остроконечные хижины индейцев-охотников.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫак хӑвӑр тунӑ хатӗре чӑн-чӑн компаспа тӗрӗслӗр те йӗпӗн хӑш вӗҫӗ (шӗвӗр вӗҫӗ е ҫӑрти) ҫурҫӗр енне кӑтартнине асӑрхӑр.

Проверьте ваш прибор по настоящему компасу и запомните, какой конец иглы (острие или ушко) обращен к северу.

Компаса кашни харпӑр хӑй тӗллӗн мӗнле тума пултарать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Магнитӑн пӗр пуҫӗпе йӗпӗн ҫурринчен пуҫласа шӗвӗр вӗҫӗ енне пӗр 10-20 хут сӑтӑрӑр; магнитӑн тепӗр пуҫӗпе йӗпӗн ҫӑрти енне ҫавӑн чухлех сӑтӑрӑр.

Одним концом магнита проведите 10 — 20 раз от середины иглы к ее острию; другим концом магнита столько же раз проведите от середины иглы к ушку.

Компаса кашни харпӑр хӑй тӗллӗн мӗнле тума пултарать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех