Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асанне сăмах пирĕн базăра пур.
асанне (тĕпĕ: асанне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мана та асанне ҫӗлесе пачӗ, — терӗ Таня, — хӗрлӗ хӑюпа ҫӗлесе пачӗ.

— И мне бабушка сшила, — сказала Таня, — с красной каёмочкой.

Тантӑшсем тырӑ кӑшӑлне хураллама пулӑшаҫҫӗ // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.

Асанне, ан чуп! — юнарӗ Одинцов чӳречерен.

— Бабушка, не беги! — грозил из окна Одинцов.

39 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Асанне, пирӗн хамӑрӑн уйрӑм вагон пулать.

— Да у нас свой вагон, бабушка!

39 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Асанне, эпир ӗнтӗ пиллӗкмӗш класра вӗренекенсем!

— Бабушка, ведь мы пятиклассники!

36 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Асанне! — кӑшкӑрчӗ Одинцов, вырӑн ҫинчен сиксе тӑрса, чӳрече патне пырса.

— Бабушка! — закричал Одинцов, вскакивая и подбегая к окну.

36 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Яланах эсӗ, асанне, ман пата ҫав аспиринпа килетӗн.

 — Вечно ты, бабушка, с этим аспиринчиком!

20 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ҫитменнине тата асанне: «Сысна ҫине ларнӑ ӗнтӗ…» тесе тарӑхтарать.

Да еще бабушка скажет: «Ну, сел на свинью!»

20 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Халех, асанне!

— Сейчас, бабушка!..

2 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Вӑл Марфа асанне пек пӗрӗнсе ларнӑ сӑн-питлӗ пулнӑ пулсан, авантарах пулатчӗ.

Лучше бы ей быть морщинистой и увядшей, как бабка Марфа.

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Асанне пултӑрӗ.

— Свояк бабушке.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Асанне!..

Куҫарса пулӑш

3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Настюша ӗмӗр тӑршшӗпех ун ҫинче ҫӳрейӗ пек, Агафья асанне сӑмавара тыткаланӑ пек тыткалать».

А Настюшка, будто век на нем ездила, орудует, как бабка Агафья с самоваром».

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Асанне, Лена, хӗрсем — пурте сӗтел хушшине ларӑр!

Бабушка, Лена, девочки, все за стол!..

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Акӑ ӗнтӗ, Василиса асанне, эпӗ ҫитрӗм те!..

— Ну, вот и я, бабушка Василиса!..

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Анне, асанне, Сиротинка урисене вылятать!

— Маманя, бабушка, Сиротинка ногами перебирает!

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анне мана калать: «Пирӗн эсӗ асанне пекех, ӗнтӗ мӑнуку та пур!» — тет.

А маманя говорит мне: «Ты у нас бабушка, у тебя уже внучка есть!»

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Василиса асанне сӳс шӑртлама пуҫларӗ те шупкарах сарӑ та кӑпӑшка пайӑркасем хушшинче пӗлӗтсем хушшинче пек ларать.

Бабушка Василиса взялась чесать лен и сидела окруженная, как облаком, серовато-белыми скользкими пышными прядями.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Колхозри комсомолецсене Татьяна илсе килчӗ, мӗнпур ҫӗнӗ япалана ырӑ та уҫӑ кӑмӑлпа кӗтсе илекен Авдотья та, пурне те пӗлме тӑрӑшакан, халӑхпа пӗрле пулма юратакан Василиса асанне те, ваттисен хисеплӗ представителӗ пулса Матвеич та, юлташӗсемпе пӗрле Петр та килчӗ, чӗннисем пурте килчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн, комсомолецсен ырӑ ӗҫӗпе интересленсе, чӗнменнисем те килме пуҫларӗҫ.

Пришли колхозные комсомольцы с веселой Татьяной во главе, пришла доброжелательная и отзывчивая на все новое Авдотья, явилась любопытная, общительная бабушка Василиса, пришел Матвеевич в качестве почетного представителя старшего поколения, пришел Петр с товарищами, пришли все званые, а за ними потянулись и незваные, заинтересованные необычайной затеей комсомольцев.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Алеша, асанне, каласа парӑр-ха: пурнӑҫ епле, колхоз мӗнле? — ыйтрӗ Валентина.

— Алеша, бабушка, рассказывайте, как жизнь, как колхоз! — требовала Валентина.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Асанне, ӑна мӗнпе тӑрантарса ӳстернӗ вара? — терӗ Валентина, асламӑшӗ патӗнчен пиччӗшӗн ывӑлӗ патне пырса.

Бабуся, чем ты его такого выкормила? — говорила Валентина, переходя от бабки к двоюродному брату.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех