Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Левиафана вӑлтапа туртса кӑларайӑн-и эсӗ, чӗлхинчен кантрапа ҫаклатса илейӗн-и? 21. сӑмси шӑтӑкӗнчен ункӑ тирейӗн-и? янах шӑммине йӗппе чиксе шӑтарайӑн-и? 22. вара вӑл сана тархаслӗ-и, йӑлӑнӗ-и, санпала йӑвашшӑн калаҫӗ-и? 23. санпала татулӑх тӑвӗ-и вӑл, ӑна яланлӑха хӑвӑн чуру пулма илейӗн-и? 24. пӗчӗкҫӗ кайӑкпа вылянӑ пек выляйӑн-и унпа, ӑна хӑвӑн хӗрачусем валли кӑкарса хурайӑн-и? 25. пулӑҫӑ юлташусем ӑна сутса ярайӗҫ-и, Ханаан купсисене пайӑн-пайӑн сутайӗҫ-и? 26. унӑн тирне сӑнӑпа чиксе шӑтарайӑн-и, пуҫне пулӑҫӑ сӑпрайӗпе лектерсе шӑтарайӑн-и?
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иов хӑйне ҫав-ҫавах айӑпсӑр ҫын вырӑнне хунине курсассӑн, хайхи виҫӗ ар унпа тавлашма чарӑннӑ, 2. вара Елиуй — Варахиил ывӑлӗ, Рам йӑхӗнчен тухнӑ Вуз ҫынни — питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ: Иов хӑйне Турӑран та ытла тӳрре кӑларса калаҫнӑшӑн унӑн ҫилли вутла хыпса илнӗ.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӑна ылтӑнла туянма ҫук, кӗмӗл виҫипе те илме ҫук; 16. ӑна Офир ылтӑнӗпе те, хаклӑ йышши оникспа та, сапфирпа та хаклама ҫук; 17. унпа ылтӑн та, кристалл та танлашаяс ҫук, ӑна таса ылтӑн савӑтпа та улӑштарса илеймӗн.
Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ун чухне тӳрӗ ҫын Унпа тупӑшма та пултарӗччӗ — эпӗ вара хамӑн Тӳререн яланлӑхах ирӗк илӗттӗм.7. Тогда праведник мог бы состязаться с Ним, - и я навсегда получил бы свободу от Судии моего.
Иов 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унӑн шӑммисенче — ҫамрӑклӑх вӑйӗ, анчах вӗсем те унпа пӗрле ҫӗр айне кайӗҫ.11. Кости его наполнены грехами юности его, и с ним лягут они в прах.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑл ман пек этем мар ҫав: Ӑна хирӗҫ хуравлаймастӑн, Унпа пӗрле сута каяймастӑн!32. Ибо Он не человек, как я, чтоб я мог отвечать Ему и идти вместе с Ним на суд!
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑсчахсем тата арӑмӗ, Зерешь, каланӑ ӑна: Мардохей иудей ҫынни пулсан, сан инкекӳсем ӑна пула пуҫланчӗҫ пулсан, эсӗ ӑна ҫӗнтереймӗн, вӑл сана пӗтерет пулӗ, [мӗншӗн тесессӗн унпа пӗрле чӗрӗ Турӑ,] тенӗ.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унта вӑл каҫпа кӗнӗ, ирхине тепӗр ҫурта, патша хайранӗ Шаазгаз тӗрӗслесе-сыхласа тӑракан ҫурта, ҫум-арӑмсен ҫуртне, таврӑннӑ; патша патне урӑх кӗмен ӗнтӗ вӑл — патшан унпа пулас кӑмӑлӗ пулсан ҫеҫ ӑна ятран чӗнсе илме пултарнӑ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Нумайӑшӗ ӑна качча илесшӗн пулнӑ, анчах та упӑшки, Манассия, вилсе канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ хыҫҫӑн унпа пӗр ар та хутӑшман.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иудифь пӗтӗм Израиль умӗнче тав юрри пуҫланӑ, ҫак юрра унпа пӗрле мӗнпур халӑх юрланӑ.14. Иудифь начала пред всем Израилем благодарственную песнь, и весь народ подпевал эту песнь.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иудифе курма пӗтӗм Израиль арӑмӗ чупса тухнӑ, вӗсем ӑна мухтанӑ, унӑн ячӗпе юрӑ ушкӑнӗ йӗркеленӗ; Иудифь вара аллине иҫӗм ҫулҫисемпе яваланӑ туясем илнӗ те вӗсене хӑйпе пӗрле пулнӑ хӗрарӑмсене салатса панӑ, 13. вӗсем, — Иудифь тата унпа пӗрле пыракансем, — ҫу йывӑҫӗн ҫулҫисенчен тунӑ пуҫкӑшӑльсем тӑхӑннӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль Турри мӗн тунине курсан, Ахиор ӗнтӗ пӗтӗм чун-чӗререн Турра ӗненсе пӑрахнӑ, хӗрринчи ӳтне касса, Израиль килӗ ҫумне хутшӑннӑ, вӑл паян кунчченех унпа.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл хӑйӗн мӗн пуррине тытса тӑракан Вагой хайрана каланӑ: кай та ху патӑнти еврей хӗрарӑмне пирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫиме илсе кил; 12. пире ҫавӑн пек арӑма пӗччен, унпа калаҫмасӑр, хӑварма намӑс; хӑйне чӗнмесен вӑл кулӗ пирӗнтен, тенӗ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах та ҫак ҫӗрсенче пурӑнакансем Ассири патшийӗн Навуходоносорӑн сӑмахне хисепе хуман, унпа пӗрле тухма пуҫтарӑнман, мӗншӗн тесессӗн вӗсем унран хӑраман, вӗсем ӑна хӑйсем хушшинчи ҫын вырӑнне ҫеҫ хунӑ: унӑн элчисене вӗсем хисепе хумасӑр пушӑ алӑпа кӑларса янӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ халӗ ҫак тӑванӑма ӳте килентерме илместӗп, чӑн-чӑнах арӑм тесе илетӗп: мана ҫырлахма кӑмӑл тусамччӗ, мана ватӑличченех унпа пурӑнма парсамччӗ! тенӗ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Товит каланӑ ӑна: ан хурлан, тӑванӑм; чиперех, сывӑ пуҫпах кайса килӗ вӑл, хӑвӑн куҫупах курӑн ӑна, 22. мӗншӗн тесессӗн ырӑ Ангел унпа пӗрлех ҫӳрӗ; унӑн ҫулӗ ырӑ, ӑнӑҫлӑ пулӗ, вӑл сывӑ халлӗн ҫавӑрӑнса килӗ, тенӗ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ездра — священник, кӗнекеҫӗ — йывӑҫран тунӑ ҫӳллӗ вырӑна тӑнӑ; 43. сылтӑм енче унпа юнашар Маттафия, Саммус, Анания, Азария, Урия, Езекия, Ваалсам тӑнӑ; 44. сулахай енче Фалдей, Мисаил, Мелхия, Аофасув, Навария, Захария тӑнӑ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Унпа пӗрле Финеес ывӑлӗ Елеазар пулчӗ; ҫавӑн пекех Иисус ывӑлӗ Иосавдос, Саванн ывӑлӗ Моеф тата левитсем пулчӗҫ; пурне те шута илсе, виҫсе патӑмӑр; пурин виҫине те ҫавӑн чухнех ҫырса хунӑ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Артаксеркс патшара ларнӑ чухне манпа пӗрле Вавилонран тухнӑ ӑру пуҫлӑхӗсемпе аслӑ ҫыннисем акӑ ҫаксем: 29. Финеес ывӑлӗсенчен — Гирсон; Ифамар ывӑлӗсенчен — Гамалиил; Давид ывӑлӗсенчен — Сехений ывӑлӗ Латтус; 30. Форос ывӑлӗсенчен — Захария, унпа пӗрле ҫӗр аллӑ ҫын ҫырӑннӑ; 31. Фаафмоав ывӑлӗсенчен — Зарей ывӑлӗ Елиаония, унпа пӗрле икҫӗр ҫын; 32. Зафой ывӑлӗсенчен — Иезил ывӑлӗ Сехения, унпа пӗрле виҫҫӗр ҫын; Адин ывӑлӗсенчен — Ионаф ывӑлӗ Овиф, унпа пӗрле икҫӗр аллӑ ҫын; 33. Илам ывӑлӗсенчен — Гофолий ывӑлӗ Иесия, унпа пӗрле ҫитмӗл ҫын; 34. Сафатия ывӑлӗсенчен — Михаил ывӑлӗ Зараия, унпа пӗрле ҫитмӗл ҫын; 35. Иоав ывӑлӗсенчен — Иезил ывӑлӗ Авадия, унпа пӗрле икҫӗр вуникӗ ҫын; 36. Ваний ывӑлӗсенчен — Иосафий ывӑлӗ Асалимоф, унпа пӗрле ҫӗр утмӑл ҫын; 37. Вавий ывӑлӗсенчен — Вивай ывӑлӗ Захария, унпа пӗрле ҫирӗм сакӑр ҫын; 38. Астаф ывӑлӗсенчен — Акатан ывӑлӗ Иоанн, унпа пӗрле ҫӗр вунӑ ҫын; 39. Адоникам ывӑлӗсенчен — юлашкисем, акӑ вӗсен ячӗсем: Иеуил ывӑлӗ Елифала тата Самей, вӗсемпе пӗрле ҫитмӗл ҫын; 40. Вагой ывӑлӗсенчен — Исталкур ывӑлӗ Уфий, унпа пӗрле ҫитмӗл ҫын.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унпа пӗрле Иерусалима Израиль ывӑлӗсен пӗр пайӗ — священниксемпе левитсем, юрӑҫсем, хапха хуралҫисем, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсем — килнӗ, 6. вӗсем Артаксеркс ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, ҫав ҫиччӗмӗш ҫулхи пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫитнӗ; Вавилонран пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче тухнӑ та, ҫул ҫинче Турӑ пулӑшса пынипе, Иерусалима пиллӗкӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче килсе ҫитнӗ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.