Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаваслӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хаваслӑн (тĕпĕ: хаваслӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак самантрах унӑн чӗри хаваслӑн тапма пуҫларӗ.

Сердце которого радостно забилось.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӗнӗ Зеландин ултавлӑ ҫыннисем ҫӗнӗрен килнӗ ҫынсене питӗ хаваслӑн йышӑннӑ.

Лицемерные новозеландцы самым радушным образом встретили вновь прибывших.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Рампа ҫине ҫӳллӗ те шурӑ сӑнлӑ палланӑ кӗлетке тухса тӑрсанах, залрисем ӑна хаваслӑн кӑшкӑрса, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ.

И когда на краю рампы появилась знакомая фигура и высокий бледный юноша заговорил, в зале его встретили радостными возгласами и бурными овациями.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Рита Павел еннелле хаваслӑн ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Рита повернула к Павлу свое радостное лицо.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пойнтерсен ушкӑнӗ вӗсемпе юнашар хаваслӑн шавласа пырать.

Стая пойнтеров неслась рядом с ними, оглашая воздух радостным лаем.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак йывӑҫсене халиччен курман ҫынсем кашниех хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗҫ.

У всех вырвался из груди крик восторга при виде эвкалиптов.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем пурте харсӑрлансах ӗҫе тытӑннӑ, сӑмах та ҫук, нимӗнле ӗҫе те ҫак ӗҫе пикеннӗ пек, хаваслӑн тытӑнман.

Они работали как одержимые: можно с уверенностью сказать, что никакой другой труд не исполнялся с такой охотой и таким усердием, как этот.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ирхине вӑрансан, Гленарванпа унӑн юлташӗсем ҫав ҫанталӑкӑн илемлӗ сӑн-сӑпачӗсем ҫине пӑхса хаваслӑн кӑшкӑрса ямасӑр чӑтаймарӗҫ.

Проснувшись на рассвете, Гленарван и его спутники не могли сдержать восторженных восклицаний при виде этого прекрасного пейзажа.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каютӑсемпе салонсенчи сӗтел-тенкелсем, сарса хунӑ кавирсемпе аван картинӑсем ҫине, хӗрлӗ йывӑҫ ҫине пӑхмассерен хаваслӑн кӑшкӑрса ярать вӑл.

Меблировка кают, салонов, ковры, картины, красное дерево — всё это вызывало у него восторженные возгласы.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унтан тырӑ уйӗсем курӑнма пуҫларӗҫ, темӗн пысӑкӑш вӗллесем пек ларакан утӑ капанӗсем, йӗм-ешӗл йывӑҫсен ҫупӑрлавӗсенчи улма пахчи, клетсемпе хуҫалӑхра кирлӗ тата ытти хуралт таврашӗсем, юлашкинчен, ҫап-ҫутӑ пӳрт курӑнчӗ, унӑн хыҫӗнче арманӑн кӗмсӗркке кӳлепи хаваслӑн ҫӗкленсе ларать.

Затем показались посевы злаков, стога сена, поднимавшиеся точно гигантские ульи, плодовый сад за зелёной изгородью, амбары и всяческие другие хозяйственные сооружения и, наконец, уютный жилой дом, за которым весело возвышался острый шпиль мельницы.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗрре хаваслӑ та тепре хӑрушӑ ӗҫсем ҫинчен каланине итлекенсем пӗрре хаваслӑн кӑшкӑрса яраҫҫӗ, тепре сехӗрленсе ахлатса илеҫҫӗ.

Все эти подробности, то весёлые, то страшные, вызывали попеременно восклицания восторга или ужаса у слушателей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарванпа майор шыв юхӑмне сӑнанӑ вӑхӑтра йывӑҫ ҫинче пӑшал пенӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ, унтан сунарҫӑсем хаваслӑн шавласа илчӗҫ.

В то время как Гленарван и майор наблюдали течение, на дереве раздались выстрелы, сопровождаемые не менее шумными возгласами радости.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав териех тилмӗрсе пӑхнине пула ученый именнӗ пек те пулчӗ, ҫавӑнпа вӑл, мӗн тивӗҫпе ҫынна куҫран пӑхтарма пултартӑм-ши тесе, ыйтма та тӑнӑччӗ, ҫав вӑхӑтра лешӗ нимӗнсӗрех алӑран ярса илчӗ те, ӑна географӑн тӑван чӗлхипе ҫапла хаваслӑн ыйтрӗ.

Учёный чувствовал даже некоторую неловкость от этого пристального взгляда и хотел было уже опросить начальника, чему он обязан таким вниманием, когда тот бесцеремонно схватил его руку и весело спросил на родном языке географа:

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл хӑйӗн хуҫине курса хаваслӑн кӗҫӗнекен Таука ҫине утланнӑ.

Он сидел на Тауке, заржавшей от радости при виде своего хозяина.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хура куҫлӑ та хура мӑйлӑ акӑшсем пӗр хумсӑр выртакан шывсен ҫийӗнче хаваслӑн вылянса вӗҫеҫҫӗ.

Лебеди с чёрными шеями и головами весело резвились на спокойной поверхности вод.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хавхаланса савӑнӑҫлӑн ҫӳрес чухне вилӗм аллине ҫакланнӑ ҫынсене ҫӑлма каякан ҫамрӑк ҫӳревҫӗне — Элен Гленарвана Глазго халӑхӗ хаваслӑн кӑшкӑрашса кӗтсе илчӗ.

Народ Глазго встретил молодую путешественницу, Элен Гленарван, которая вместо торжественных прогулок избрала спасение людей, попавших в беду, с радостными криками.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах ҫакӑнта ӑна калама ҫук ырӑ шухӑш хаваслӑн ҫавӑрса илчӗ.

Но тут её осенила благородная и великодушная идея.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Кала, — терӗ Тоня хаваслӑн.

— Рассказывай, — оживленно сказала Тоня.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Залра хаваслӑн алӑ ҫупса ячӗҫ.

В зале дружно зааплодировали.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Усал чунлӑ хӗр хулпуҫҫийӗ ҫине килсе ларнӑ Ҫӑхан хаваслӑн кранклатать.

А на плечо ей Ворон сел и радостно каркает.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех