Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тусем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тусем хушшинче пулман вӗсем, Чурсун утравӗнче пулнӑ…

Не в горах они были, а на Чурсунском острове…

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Арҫынсемпе хӗрарӑмсем юрлани ҫеҫенхирте янраса кайса, тусем хушшине ҫитсе каялла янраса килнине итлеме, ҫынсем шавлӑн калаҫни-кулнине, лавҫӑсем кӑшкӑрашнине, сӳсмен чӗриклетнине, урапасем шӑкӑртатнине итлеме питех те кӑмӑллӑ — кунта Кондратьев умне мӗн пурри пурте, художниксем калашле, пысӑк планпа тухса тӑраҫҫӗ.

Очень приятно слушать, как песнь мужчин и женщин, раздававшаяся в степи, уходила в горы, а после возвращалась обратно, слышать как люди громко шумели и смеялись, крики извозчиков, скрип хомутов, равномерный стук колес — все здесь перед Кондратьевым, как говорят художники, представало большим планом.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗтӗм кӑкӑрпа сывласа тата тӑнлавра хальчченхи пекех ыратнине туйса, Кондратьев пуҫне ҫӗкле-ҫӗкле тусем еннелле пӑхрӗ; пӑр пек йӗплесе илекен тумламсем пит-куҫа канӑҫлӑн уҫӑлтараҫҫӗ, ҫуха ӑшне кӗре-кӗре каяҫҫӗ.

Вдыхая полной грудью и ощущая знакомую после долгого заседания боль в висках, Кондратьев подымал голову и поглядывал в сторону гор, — колючие, как льдинки, капельки приятно освежали лицо, проникали за воротник.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗлӗтрен ҫумӑр тумламӗсем вӗтӗ ала витӗр юхнӑ пек пӗрӗхсе тӑраҫҫӗ; кӑнтӑртан уҫӑ сывлӑш вӗрсе тӑрать — тусем ҫине юр ӳкнӗ пулмалла — сивӗннӗ сывлӑшра хӗллехи сивӗ те кӗҫ-вӗҫех ҫитесси сисӗнет.

Небо моросило и моросило, дождь пробивался сквозь мельчайшее сито; с юга тянуло зыбкой свежестью, — видимо, в горах уже выпал снег, в остуженном воздухе пахло молодым и близким морозцем.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Антон Антонович «Алитет тусем хушшине каять» кӗнекене илсе килчӗ, хайӗнчен ыйтасса кӗтмесӗрех ун ҫинчен мухтаса каласа пачӗ, ҫитменнине тата Ҫурҫӗрте пулма та кӑмӑл турӗ.

Антон Антонович принес книгу «Алитет уходит в горы», тут же, не дожидаясь расспросов, высказал о ней самый похвальный отзыв, даже изъявил желание побывать на Севере.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Аса илчӗ те, тӗттӗмлӗх сасартӑк, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чухнехи пек сирӗлчӗ, вара унӑн куҫӗ умне тусем тӑрринче хӗвел аннӑ картина тухса тӑчӗ: чул-тусем ҫинчен ӳкекен ӗмӗлкесем тӑсӑлса анчӗҫ, ту хушшисене хӗвелӗн чалӑш пайӑркисем ӳкрӗҫ, ҫак вӗри те ҫутӑ чалӑш пайӑркасем витӗр ӗне кӗтӗвӗ иртет…

Вспомнил, и вдруг точно молния раздвинула темноту, и перед его глазами встал закат в горах: потянулись тени от скал, ущелье разрезали косые лучи, и сквозь эти жаркие, падающие наискось световые полосы проходит стадо коров…

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хӑшпӗр ҫул июньте тусем хушшинче аслати авӑтман кун та иртмест.

Бывает в иной год, что в июне никто не знает такого дня, чтобы в горах не гремел гром.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫил-тӑман кассӑн-кассӑн вӗрнипе анкартинче чӑнкӑ тусем евӗр кӗрт хӳсе лартнӑ; хӑшпӗр тӗлте вӗсен хушшинчен хурлӑхан тӗмӗсем курӑнаҫҫӗ.

На огороде, где вьюга била волной, лежали крутые буруны; кое-где между ними торчали верхушки кустов смородины.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Инҫетре, ҫуталма ӗлкӗрнӗ пӗлӗт ҫинче, Змейкӑпа Железная тусен умӗ пӑхӑрла-кӑвакӑн курӑнать, инҫетри шурӑмпуҫ ҫути ӳкнипе вӗсем ҫинчи вӑрмансем те кӗмӗл тӗслӗн ҫуталса лараҫҫӗ; Ирина тусем хушшинче ӳснӗ пулсан та, ҫакӑн пек илемлӗ ту умӗсене курман…

Вдали, на фоне уже побелевшего неба, бронзово-синим очерком проступали отроги Змейки и Железной, и лес на них серебрился, тронутый далеким отблеском зари.

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кондратьева тата тусем ҫинчен юхса анакан пӗчӗк юханшывсем интереслентернӗ, вӗсен шывне ҫӗнӗрен тунӑ пӗвесене яма палӑртнӑ.

Еще интересовали Кондратьева малые горные реки, воду которых предполагалось направить во вновь сооруженные проточные водоемы.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫӗрле Григорипе Татьяна юхакан ҫӑл шывӗ хӗрринче ларнӑ, хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ тулли уйӑх, тусем тӑррине ҫӗкленсе, вӗсем ҫине пӑхса кулнӑ.

Вечером Григорий и Татьяна сидели на берегу журчащего родника, и улыбалась краснощекая полная луна, поднявшаяся над горами.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫумӑр пӗлӗчӗсем ҫеҫенхир ҫийӗпе хӑвӑрттӑн иртсе кайрӗҫ, халӗ ӗнтӗ ҫумӑр таҫта тусем хушшинче ҫӑвать.

Водяная стена быстро пронеслась по степи, и дождь теперь уже разгуливал где-то за горой.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хӗвел мӗн иртенпех хытӑ хӗртет, вӗри сывлӑш пӗр вырӑнта хускалмасӑр тӑрать, кӑнтӑр тӗлнелле тусем ҫийӗнче аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Солнце палило нещадно, воздух был недвижим и горяч, а к низкому полдню над горами собралась гроза.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пӗлместӗп, тусем хушшинчи уйӑхлӑ ҫутӑ каҫа хӑҫан та пулсан курма тӳр килнӗ-ши сире.

Не знаю, случалось ли вам когда-нибудь наблюдать лунную ночь в горах?

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тусем хушшинче электричество ҫуттипе ялкӑшса ларакан станица мӗлки ҫине вӑл хумханса пӑха-пӑха илнӗ.

и с волнением смотрел на силуэт станицы, выступавшей между гор в зареве электрических огней.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Усть-Невински хыҫӗнче ӗнтӗ хӗвеланӑҫ хӗрелнӗ, тусем ҫинчен ерипенех сулхӑн карӑмӗ шуса анать.

За Усть-Невинской уже пылал закат, и с гор тянулись мягкие тени.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Юханшыв енчен нӳрлӗх ҫапса тӑрать, тусем хушшинчен вӗрекен ҫил ҫулса тӑкнӑ утӑпа чечексен шӑршине илсе килет.

От реки тянуло холодком, из ущелья дул прохладный ветер, принося слабые запахи скошенных трав и цветов.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кӑнтӑрла шӑрӑх, ҫӗрле вара тусем ҫинче сулхӑн ҫил йӑштӑртатса вӗрет.

Днем стояла жара, а ночью над горами веяло свежестью.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пур ҫӗрте те хӳшӗсем, ик кустӑрмаллӑ урапасем лараҫҫӗ, каҫхине вучахсем ялкӑшса ҫунаҫҫӗ, юрӑсем янӑраҫҫӗ, йытӑсем вӗреҫҫӗ, выльӑх мӗкӗрет, лашасем тулхӑраҫҫӗ — тусем хушшинчи анлӑ тӳрем хӑйӗн яланхи пурнӑҫӗпе пурӑнать.

Повсюду маячили шалаши, стояли брички, дымились по вечерам костры, слышались песни, собачий лай, мычание скота, ржание лошадей — обширная долина среди гор жила своей обычной жизнью.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унтан вара, ту ҫинчи пӑрсене пулӑшма тенӗ пекех, аслатиллӗ ҫумӑрсем килсе ҫитеҫҫӗ, тӳпе кунсеренех тӗксӗмленет, тусем ҫинче кӑн-кӑвак пӗлӗтсем каплана-каплана тӑраҫҫӗ.

Тогда на помощь ледникам пришли грозы, — каждый день темнело небо, и над горами высоким заслоном вставали синие-синие тучи.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех