Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Раҫҫейри (тĕпĕ: Раҫҫей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пухӑннисене уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин саламларӗҫ, Раҫҫейри Кино, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ ырӑ та паллӑ ӗҫсемпе савӑнтарасса шаннине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Асӑннӑ кӗнекере Раҫҫейри генеалоги историйӗн ыйтӑвӗсене хускатнӑ, унӑн тӗпчев методикипе паллаштарнӑ, унпа ҫыхӑннӑ информаци упранакан архивсене палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ пособийӗ пичетленнӗ // Э.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Вӑл «Раҫҫейри ҫамрӑк директор» номинацире лауреат пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

2016 ҫулхи апрелӗн 7-9-мӗшӗсенче Челябинск хулинче Раҫҫейри «Кино» тата «Ӗҫ ҫынни» интернет-проектсен фестивалӗсем иртмелле.

Куҫарса пулӑш

Фестивале хутшӑнма васкӑр // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Пӗтӗм Раҫҫейри юлашки ҫырав кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн, ялта пурӑнакан арҫынсенчен 61 проценчӗ - ҫемьеллӗ, вӗсенчен 10 проценчӗ вара хут уйӑрттарса пӗрлешмен.

Согласно итогам последней переписи России 61 процент сельских мужчин - состоят в браке, из них 10 процентов не расписаны.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ку вара Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх перепиҫӗ ҫывхарнипе ҫыхӑннӑ.

Это связано с приближением Всероссийской сельскохозяйственной переписи населения.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫавӑн пекех вӑл 2015 ҫулхи кӑтартусемпе Чӑваш Енри 21 шкул Раҫҫейри чи лайӑх шкулсен йышне кӗнине тата вӗсенчен 12-шӗ чи лайӑх ялти 200 шкул йышӗнче пулнине палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫӗнӗ планра малтанхисенчен ҫаксене - Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале, Д.М.Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивальне тата ыттисене те - хӑварма, ҫавӑн пекех тӗнче тата Раҫҫей шайӗнчи ҫак мероприятисене - халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Туслӑх кӗперӗ: Крым тата Чӑваш Ен», ачасен пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей чӗри» фестивалӗсене, Раҫҫей библиотекисен саккӑрмӗш «Библиокараван» форумне кӗртме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Вӑл 2015 ҫул кӑтартӑвӗсемпе Чӑваш Енри 21 шкул Раҫҫейри чи лайӑх, ҫав шутран 12-шӗ ялсенчи чи лайӑх шкулсен /ТОП 200/ йышне кӗнине аса илтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

- Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс патруль» общество организацийӗ Раҫҫей регионӗсем тӗлӗшпе 2015 ҫулшӑн экологи рейтингӗ ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Чӑваш Енри пусӑ ҫаврӑнӑшӗнчи лаптӑк - Раҫҫейри ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ пӗтӗм ҫӗрӗн 0,5% чухлӗ, пирӗн производство тӳпи - ҫӗршывра туса илекен ял хуҫалӑх продукцийӗн 1% яхӑн чухлӗ.

Площадь севооборота в Чувашии - 0,5% всех сельскохозяйственных площадей в России, а доля нашего производства сельскохозяйственной продукции в стране составляет около 1%.

Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ӗмӗт - Раҫҫейри паллӑ вырӑнсене ҫитсе курасси.

Мечта - посетить достопримечательности России.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Анӑҫ пирӗн ҫӗршыва тӗрлӗ санкципе хуптӗрленӗ тапхӑрта мӗнлерех туяҫҫӗ хӑйсене Пӗтӗм Раҫҫейри куҫ курманнисен обществин республикӑри уйрӑмӗн членӗсем, вӗсене мӗн канӑҫсӑрлантарать?..

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Раҫҫейри пекех Чӑваш Енре те хӗрарӑмсен йышӗ арҫынсенчен ытларах.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Пӗтӗм Раҫҫейри турнирсен ҫӗнтерӳҫипе призерне - «Сокол-2002» - Юрий Салканов хӑйӗн хӳттине илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Пурӑннӑ пулсан 1970 ҫулсенчи ҫӗршыври чи вӑйлӑ спортсменсенчен пӗри, ҫӑмӑл атлетикӑн Пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗн вице-президенчӗ пулнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Краснов 65 ҫул тултармаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑхсен спартакиадин пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Чӑваш АССРӗн пӗрлештернӗ команди ун чухне 70-мӗш вырӑн кӑна йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Утӑ уйӑхӗн варринче Атӑл тӑрӑхӗнчи хуласенче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑхсен спартакиадин виҫҫӗмӗш тапхӑрти ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1 - ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравӗ ҫывхарса килет.

Куҫарса пулӑш

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Ку конкурс Раҫҫейри регионсем шайӗнче иртнине шута илсе Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗ конкурс положенине ытти республикӑсемпе облаҫсене хӑйсен ҫыхӑнӑвсем урлӑ ҫитерме пулӑшма шантарнӑ.

С учетом того, что конкурс проводится на всероссийском уровне, Президиум Чувашского национального конгресса согласился помочь с доставлением положения конкурса с использованием своих связей до остальных республик и областей.

«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсне ирттерме ЧНК та хутшӑнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11659.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех