Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Иерусалимра халӑх пурӑннӑ вӑхӑтрах, хула лӑпкӑ тӑнӑ вӑхӑтрах, унӑн таврашӗнчи хуласенче те, кӑнтӑрти ҫӗршывра та, айлӑмра та халӑх пурӑннӑ вӑхӑтрах Ҫӳлхуҫамӑр ун чухнехи пророксем урлӑ ҫав сӑмахсенех каламанччӗ-и вара?
Зах 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тинӗс хӗрринчи ҫӗршывра пурӑнакансене, Крит халӑхне, хуйхӑ ҫитӗ!
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара вӑл Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! ҫапла пуласса хам ҫуралнӑ ҫӗршывра чухнех каламанччӗ-и эпӗ? Ҫавна пулах эпӗ Фарсиса тартӑм та ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ те нумай ырӑлӑхлӑ Турӑ пулнине, Ху ярас тенӗ асапшӑн пӑшӑрханассине пӗлнӗ эпӗ.
Иона 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Уявӑрсенче хуйхӑрмалла тӑвӑп, пур юррӑра та хӳхлеве ҫавӑрӑп, пурин ҫине те хуйхӑ тумтирӗ уртса ярӑп, пурин пуҫне те шакла тӑвӑп, ҫӗршывра вара пӗртен-пӗр ывӑлшӑн хурланса йӗнӗ пек хӳхлев илтӗнсе тӑрӗ, ҫӗршыв пӗтни хурлӑхлӑ кун пек пулӗ.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑна ҫӗр тӗпне, виле шӑтӑкне ӑсаннисем патне, пӑрахнӑ чухне Эпӗ вӑл ӳкнӗ чухне ҫӗкленнӗ шӑв-шавпа халӑхсене чӗтретрӗм, ҫӗр тӗпӗнчи ҫӗршывра вара пӗтӗм Эдем йывӑҫӗ, Ливанӑн чи паха та чи лайӑх йывӑҫӗсем, шыв ӗҫекенскерсем, пурте хӗпӗртерӗҫ: 17. вӗсем те унпа пӗрле ҫӗр тӗпне, хӗҫпе пӗтнисем патне, ӑсаннӑччӗ, тата унта унӑн майлӑ пулнисем те, унӑн хӳттинче, халӑхсем хушшинче пурӑннисем те, ӑсаннӑччӗ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иуда килне вӗсем ҫакӑнта тӑвакан йӗрӗнмелле ӗҫсем ҫитмен-им? вӗсем ҫӗршывра та ирсӗр ӗҫсем туса тултарчӗҫ, вӗсем Мана ҫав тери ҫиллентереҫҫӗ; акӑ ӗнтӗ вӗсем сӑмси умӗнче туратсем тытса тӑраҫҫӗ.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Ҫавӑн пекех ҫиҫӗм те ҫиҫмессерен лайӑх курӑнать; ҫавӑн пекех ҫил те кирек хӑш ҫӗршывра та вӗрет.60. Также и молния каждый раз, как является, ясно видима; также ветер во всякой стране веет.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Хӗҫрен хӑтӑлнисем, кайӑр, чарӑнса ан тӑрӑр, инҫетри ҫӗршывра Ҫӳлхуҫана аса илӗр, Иерусалим сирӗн чӗрӗрте пултӑр.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ҫурҫӗртен шывсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗсем ыткӑнса-капланса килӗҫ те ҫӗре, ун ҫинче мӗн пуррине, хулана, унта пурӑнакансене путарӗҫ; ҫынсем кӑшкӑрса йӗрӗҫ, ҫӗршывра пурӑнакансем куҫҫульпе макӑрӗҫ.
Иер 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Урисем ӑна ют ҫӗршывра, аякра, пурӑнма илсе каяҫҫӗ.
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑ ҫӗршывра пурӑнакансем калӗҫ вара ҫавӑ кун: «эпир шанса тӑнисем авӑ мӗнлескерсем иккен!6. И скажут в тот день жители этой страны: вот каковы те, на которых мы надеялись
Ис 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Димон шывӗсем юнпа тулнӑ, Эпӗ вара Димон ҫине ҫӗнӗ инкек — Моавран тарса ӳкнисем тӗлне, ҫак ҫӗршывра чӗрӗ юлнисем тӗлне арӑслан — ярӑп.
Ис 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ют ҫӗршывра Ҫӳлхуҫа юррисене пирӗн епле юрлас-ха?
Пс 136 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ан тив мана, куҫӑнтан вӗҫерт мана, сӗмлӗх ҫӗршывне, вилӗм ӗмӗлкийӗн ҫӗршывне ӑсаниччен, — ӗнтӗ каялла таврӑнаймӑп, — кӑштах сывлӑш ҫавӑрам эп, 22. вилӗм ӗмӗлкийӗн сӗмлӗхӗ евӗр сӗм тӗттӗм ҫӗршывра нимӗн йӗрки-ӗренки ҫук, унта сӗм-сӗмлӗхри пек тӗттӗм.
Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӗ те акӑ санӑн халӑху, ту-сӑртлӑ ҫӗршывра пурӑнаканскер, мана хисеплеме пӗлнӗ пулсан, эпӗ ӑна хирӗҫ сӑннӑма ҫӗклеместӗмччӗ; хӑйсем валли хӑйсем ҫапла турӗҫ вӗсем.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ахиор, пӗтӗм Аммон ывӑлӗсене ертсе пыраканскер, ӑна ҫапла хуравланӑ: хуҫамӑм, манӑн, хӑвӑн чурун, сӑмахне итлесемччӗ; сан ҫывӑхунта, ҫак ту-сӑртлӑ ҫӗршывра пурӑнакан халӑх ҫинчен эпӗ сана тӗрӗссине каласа парӑп, сан чуру ҫӑварӗнчен суя сӑмах тухмӗ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Лешӗ питӗ вӑйлӑ ҫилленнӗ те Моав ҫӗрӗн мӗнпур пуҫлӑхне, Аммон ҫулпуҫӗсене тата тинӗс хӗрринчи ҫӗршывӑн пур аслӑ ҫыннине чӗнтерсе ҫапла каланӑ: 3. Ханаан ывӑлӗсем, калӑр-ха мана, ту-сӑртлӑ ҫӗршывра мӗнле халӑх пурӑнать, вӗсем пурӑнакан хуласем мӗнлерех, вӗсен ҫарӗ пысӑк-и, мӗнре вӗсен вӑйӗ-тӗрекӗ, вӗсен патши кам пулать, вӗсен ҫарне кам ертсе пырать, 4. мӗншӗн-ха анӑҫ енче пурӑнакансенчен вӗсем пуринчен ытларах хирӗҫ тӑраҫҫӗ, мана хапӑл тумаҫҫӗ? тенӗ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун патне ту-сӑртлӑ ҫӗршывра пурӑнакан пур халӑх та, Евфрат, Тигр тата Идаспис юханшывӗсем хӗрринче пурӑнакан пур халӑх та, Ариох айлӑмӗнче пурӑнакансем те, Елим патши те пуҫтарӑннӑ, ӗнтӗ Хелеуд ывӑлӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма темӗн тӗрлӗ халӑх пухӑннӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пирӗн тӑвансем, хамӑр ҫӗршывра пурӑнакансем, ҫав ырӑ ҫӗршывран тӗрлӗ ҫӗрелле саланса пӗтӗҫ; Иерусалим пушхир пек пулса юлӗ, унти Турӑ Ҫуртне ҫунтарса ярӗҫ те, пӗр вӑхӑтлӑха унта нимӗн те пулмӗ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна хам тыткӑнра пурӑнакан ҫӗршывра мухтавлӑп, ҫылӑхлӑ халӑха Унӑн хӑвачӗпе чапӗ ҫинчен вӗрентӗп.В земле плена моего я прославляю Его и проповедую силу и величие Его народу грешников.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.