Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илме (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах Ҫӗлен ҫулӗнче кредит илме, кивҫен пама ан васкӑр.

Но в год Змеи не спешите брать кредит, отдавать взаймы.

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Ҫӗнӗ общество чӑмӑртанӑ май вӑл кредит илме май килтерет.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

А.Сатеев аш ӑратлӑ мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетекен фермӑпа аш-какая тирпейлекен цех тума 46 миллион тенкӗ, 100 ӗне вырнаҫакан фермӑна тӗпрен ҫӗнетме тата техника енчен пуянлатма О.Хлюкин фермер 7 миллион тенкӗ илме пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Ҫавӑншӑн вӑл ачисен карьерин ҫулне «кӗскетсе» вӗсене ҫителӗклӗ пӗлӳ илме май памасть тата наукӑра ура ҫинче ҫирӗппӗн тӑмаллах тӗрекленичченех декан, проректор, институт директорӗ пек вырӑнсене лартма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ӑна ырма пӗлмесӗр: «тӗнче шайӗнче» ҫырать, «никампа танлаштармалла мар тарӑн сухалать», «вилӗмсӗр ҫӗнуҫавсем тӑвать» тесе чыслакан холопсем шухӑша та илме пултарайман пуль часах ҫӗнӗ хуҫа ячӗпе мухтав юрри шӑрантармалли вӑхӑт ҫитессе.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ мелпе усӑ курса калавҫӑ Ястребовӑн наука ӗҫӗнчи вырӑнӗпе «йывӑрӑшне» те лайӑх туйса илме май парать вулакана.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

«Пур япалан та вӗҫӗ пур» калав авторӗ, тӗп герой пекех, хӑй те врач, ҫавна май калавра кӑтартнинче Анатолий Волков ҫыравҫӑн хӑйӗн пурнӑҫӗнче чӑннипех те пулса иртни-тӳсни те сахал маррине туйса илме йывӑр мар.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Тен, хушӑран автор операци технологийӗпе техникине ытлашширех пусӑмлатса ҫырса кӑтартать, анчах та ҫакна тимлени вӑл чӑн-чӑн профессионал, Турӑ чуптунӑ хирург пулнине туйса илме май парать; пурнӑҫ сухи тарӑн пынӑ ҫӗрте дилетантизм валли вырӑн ҫук, шӑпах ҫак тӳрре кӑларать пуль тетӗп эпӗ автора хӑш-пӗр кӑлтӑк-сӑлтӑк пирки тиркешсе калаҫма кӑмӑллисен умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Сӑмахран, В. Вересаев хӑйӗн автобиографийӗнче палӑртса каланӑ йӗркесем чӑваш ҫыравҫин пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр пӑрӑнӑҫа тарӑнрах ӑнланса илме май параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Выставкӑна тӑратнӑ пирӗн районти предприятин хӑмла продукцийӗ тивӗҫлӗ награда илме пултарни пуриншӗн те пысӑк ҫитӗнӳ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Эпир хамӑр тымара туятпӑр пулсан пирӗн ыттисене те — юнашар пурӑнакан чӑвашсене — ҫав туйӑма вӑратма, ӑна туйса илме вӗрентмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Сутӑҫсен тинкине илме пуҫланӑ — ытла та харсӑр хӑтланма тытӑннӑ, тӑр кӑнтӑрлах вӑрлама вӗренсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Кӗрлев ял уявӗ тавра пуҫланнӑ калаҫу вара, шанас килет, республикӑри ытти ял тӑрӑхӗсенче чӑваш чӗлхи пирки аса илме сӑлтав пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Пирӗн, чӑвашсен, тем тесен те тӑван чӑваш чӗлхи хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнине ӑнланса илме вӑхӑт тахҫанах ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Фольклорсен юррине ҫапса илме фотоаппаратра вырӑн пулмарӗ, — уяв пирки тӗплӗнрех пӗлтерчӗ Галина Вячеславовна (орфографине сыхласа хӑварнӑ; вӑл акӑлчан чӗлхине вӗрентнине шута илӗр).

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Ҫапла, ачана садикрен илме манни те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Людмила Валентиновнӑн «Чӑваш халӑхӗн менталитечӗпе культури чӗлхере сӑнарланнӑ» ӗҫӗсен ярӑмне Чӑваш Республикин патшалӑх премине илме тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Тӗпчев интереслентернӗрен филологи наукисен кандидачӗ ачине садикрен илме те маннӑ.

Увлекшись исследованием, кандидат филологических наук забыл забрать ребенка из садика.

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Унӑн тӗлӗшпе премьер-министрӑн сӗнӳсемпе асӑрхаттарусем те пулчӗҫ, ведомство ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Т.Казакова вӗсене шута илме шантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен уява хатӗрленет // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Вӗсене кӗтсе илме, вырнаҫтарма хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен уява хатӗрленет // Юрий ЛИСТОПАД. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех