Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эс сăмах пирĕн базăра пур.
эс (тĕпĕ: эс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Анне ав, эс килни ҫинчен пӗлмест, эпӗ пӗлетӗп! — тет Люба.

— А мама вот и не знает, что ты приехал, а я знаю! — говорит Люба.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир эс илтнӗ пуль тесе…

А мы-то думали, ты слышал…

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эс чӑнах нимӗн те илтмен-им?

— Ты взаправду ничего не слышал?

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эс ҫывӑрмастӑн-и ҫав?

— Ты не спишь уже?

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унтан кухня, поляксен ялӗнчи пӗр пӗчӗк те шап-шурӑ кухня, ирхи чей, питӗрнӗ алӑк витӗр полковникпе калаҫни, юлашкинчен мана: «Тӑхта! Нимӗн те ан кала! Юрать-и?» — тени, «Мӗн пулать ӗнтӗ халь, шухӑшланӑ-и эс?» ку ӗнтӗ Лигниц.

А потом еще кухонька, маленькая белая кухонька в какой-то польской деревне, и чай под утро, и ее разговор через запертую дверь с полковником, и под конец слова мне: «Подожди! Не надо ничего говорить! Хорошо?», «А что теперь будет, ты подумал?» — это уже Лигниц.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унтан каллех госпиталь, ҫук, госпиталь мар, фронтри медсанбат, каллех январь: «Ну, мӗнле эс унта? Мӗнле? Ҫӗне ҫул ячӗпе сана!»

И вновь госпиталь не госпиталь, а фронтовой медсанбат, и вновь январь: «Ну, как ты? Как? С Новым годом тебя!»

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унтан ҫавӑн чухнех, анчах мартра: «Вӑрҫӑсем ун пек пӗтессе эп пӗлмен те…» — тени, кайран, вӑрҫӑ пуҫлансан, эпир шухӑшламан, вӑл мӗнле пуласса пӗлмен-чухламан вӑрҫӑ пуҫлансан, Петровкӑпа пынӑ чух: «Ӳснӗ эс, тӗрекленнӗ» тени, ун хыҫҫӑн вара кунта, шӑп ҫак госпитальте: «Сывӑ-и!», «Сывӑ-и!» текен ҫырусем кӗтни, мӗн чухлӗ ҫунни, пӑшӑрханни…

А потом тогда же, но в марте: «А я и не знала, что так кончаются войны…» и — «Ты повзрослел», когда мы шли по Петровке и когда уже была война, о которой мы не гадали, не ведали, какая она будет, письма, письма, которых я ждал здесь, в этом госпитале: «Здравствуй!», «Здравствуй!»

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Эпир кунта эс ҫук чух вӑт мӗн ҫинчен калаҫрӑмӑр, — терӗ бинтпа чӗркесе лартнӑ старшина.

— А мы вот о чем говорили без тебя, — сказал забинтованный старшина.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эс ҫуккине асӑрхасан, туртма тухрӗ е вар-хырӑмӗ пӑсӑлса кайнӑ тейӗпӗр.

Если что, скажем: покурить пошел или — живот прихватило.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эс мӗн, мана ҫавӑншӑн каларӗ ку тетӗн-и?

— Да разве я для этого…

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

 — Хавас эп, ҫав тери хавас эс хирӗҫ марришӗн…

 — Я так рада, что ты не против…

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ан кулян эс, авланах.

А ты женись, мама.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эс

Ты…

— Мӗн калаҫан эс?

— Что ты говоришь?

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Илтнӗ-и эс гангрена тенине?

Слышал такое — гангрена?

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ахалех вӑраха янӑ эс ӑна, тӑванӑм.

Зря запустил, голубчик.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эс посылка яр — Вадькӑшӑн та, Соколовшӑн та, Сашӑшӑн та!..

А ты посылку пошли — и за Вадю, и за Соколова, и за Сашу!..

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эс мӗн, Совет офицерӗн арӑмӗ эсэсовец арӑмӗ пулса тӑнине йӗркеллӗ япала тетӗн-им?

В конце концов ты считаешь нормальным, когда жена советского офицера становится женой эсэсовца?

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эс мӗн, мана ухмах тесе шутлатӑн-и?

 — Что ты думаешь, я — дурак?

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Тӑхта-ха эс, Буньков, тӑхта! — пӳлчӗ ӑна Катонин.

— Подожди, подожди, Буньков! — перебил его Катонин.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех