Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӑхатӑп та эпӗ, пӗтет пирӗн Воропаев, ярмӑрккӑри йытӑ пекех пӗтет, шутлатӑп, хӑтарас пулать ӑна, тетӗп…А я вижу, пропадает Воропаев, как собака на ярмарке, дай, думаю, выручу…
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
«Тен, кашни минутрах кӗрслеттерсе пеме пултаракан авӑрланӑ тупӑ кӗпҫи ӑшне анса кайни — вӑл ӑссӑр хӑтланни ҫеҫ пулӗ», тесе шутлатӑп эпӗ хам ӑшӑмра.
XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Тӗслӗхрен, халӗ эпир ҫывхарса пыракан Сапун-тӑва вырӑссем епле штурмлани пирӗн халӑхӑн чунне чылай тарӑнрах уҫса панӑ пулӗччӗ сире, тесе шутлатӑп эпӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Тепӗр чух эпӗ ҫапла шутлатӑп: пире агитаторсемпе пропагандистсем йышши ӗмӗтленме пултаракан ҫынсем кирлӗ.Я иной раз думаю — пора бы нам иметь специальных мечтателей вроде агитаторов и пропагандистов.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Рислинг — чӑн-чӑн нимӗҫ, Рейн тӑрӑхӗнче кӑна лайӑх вӑл, анчах эпӗ ҫапла шутлатӑп: пирӗн Алькадар рислингне вара ним те ҫитеймест.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Эпӗ, Широкогоров, ҫапла шутлатӑп: акӑлчансем ҫӗнтерӗве пирӗнтен, пӗр сӑмахсӑрах, парне вырӑнне илчӗҫ, анчах хӑвӑр участокра эсир ыттисенчен нумай турӑр, ҫапах та пирӗнтен питӗ сахал турӑр; эсир тӑшмана чӑнласах ҫӗнтерме шут тытсан та, пирӗнсӗр нихҫан та ҫӗнтереймен пулӑттӑр.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Райкомра тем тӗлне хатӗрленни пирки эпӗ ҫапла шутлатӑп: пирӗн кунта, ӗненӗр, темӗнле пысӑк ӗҫсем пулса иртмелле, — терӗ вӑл.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Корытов юлташ аллисене сарса пӑрахрӗ те: «Эпӗ ӑна сана юраттарма пултараймастӑп, анчах ҫапла шутлатӑп: ку вӑл саншӑн нормӑна тултарайманнипе пӗрех, эпир ӑна ҫапла ҫырса хурӑпӑр та…» — терӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Эпӗ хам та ҫавӑн пек шутлатӑп.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хам шутлатӑп, пире ун пек ҫынсем кирлӗ, паллашмалла кӗрсе тухам-ха, тетӗп.Ну что же, думаю, нам таких людей только давай, зайду познакомиться.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Эпӗ эсир мана сыватма хӑтланса пӑхасшӑн тесе шутлатӑп.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Корытовӑн та йывӑр, фронтра чух санӑн та вӗсене ҫӑмӑлах пулман пулӗ тесе шутлатӑп.И у Корытова трудно, и, думаю, у тебя на фронте им тоже легче не было.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Эпӗ ҫапла шутлатӑп — тӗслӗхрен пуҫла, ҫапӑҫури пекех хавхалантар ҫынсене, полковник…Но мое личное мнение — начни с живого примера, зарази, полковник, знаешь, как в бою…
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Эпӗ ҫакна ҫирӗп шанатӑп, — терӗ вӑл, — эсир пирӗн утраври минерал пуянлӑхӗсене тӗпчесе вӗренмесӗр кунтан пӑрахса кайӑр-ха, тесе шутлатӑп.— Надеюсь, — продолжал он, — что вы не покинете наш остров, не изучив его минералогических богатств?
X сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Эпӗ пӗр иккӗленмесӗрех ҫапла шутлатӑп: малтанхи сӑмахӗсене тӗрӗсех ҫырнӑ, анчах кайран ӑна эпир пӗлмен темӗнле принцип тӑрӑх урӑхлатса ҫырнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Кам пулӗ-ши вӑл, тесе шутлатӑп эпӗ час-часах.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ку вӑл уншӑн та, сирӗншӗн те питӗ лайӑх пулӗ, тесе шутлатӑп.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Анчах эпӗ — эсир судьясем мар, хӳтӗлекенсем кӑна, тесе шутлатӑп…
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Эпӗ хама хӳтӗлекенсене йышӑнмарӑм, — эпӗ нимӗн те каламастӑп, — сирӗн суда законсӑр тесе шутлатӑп!— Я отказался от защиты, я ничего не буду говорить, суд ваш считаю незаконным!
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӗсем унта пурте вӗрискерсем, ҫавӑнпа та — сасартӑк тӳссе тӑраймӗ, тесе шутлатӑп…
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.