Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эмиль мана морс ӑшӗнче шыва кӗртнине шута илмесен.
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Кунта ҫакна шута илмелле: эсир куҫсӑр тӑрса юлни сирӗн вӑй-хала пӗртте чакарас ҫук, эсир малашне те императоршӑн усӑллӑ пулма пултаратӑр-ха; куҫ курманни сирӗн паттӑрлӑха ӳстерме ҫеҫ пултарать, мӗншӗн тесен вӑл сиртен хӑрушлӑха пытарса тӑрать; эсир тӑшман флотне туртса илнӗ чухне сире нимрен ытла куҫсӑр тӑрса юласран хӑрани кансӗрленӗ; куҫсӑр тӑрса юлсан, эсир аслӑран аслӑ монархсем пек пурин ҫине те министрсен куҫӗпе пӑхма тытӑнатӑр, вӗсене ҫапла пӑхнипех ҫителӗклӗ вӗт.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Куинбус Флестринӑн пысӑк ӗҫӗсене шута илсе, его величество хӑй ырӑ кӑмӑллипе ун пурнӑҫне сыхласа хӑварса, ик куҫне чиксе шӑтарнипе кӑнӑҫма пултарать пулсан, — терӗ Рельдресель, — ҫапла туни суд тӗрӗслӗхне те хӑшпӗр таран кӑнӑҫтарать пулӗ, тесе шутлатӑп эпӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ятарласа шутлама лартнӑ ҫынсем шута илни тӑрӑх унта ҫӗр пин ҫын ытла пырса курнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хама инҫетри ҫӳревсенче медицина кирлӗ пулассине шута илсе, эпӗ Лейден хулинче икӗ ҫул та ҫичӗ уйӑх хушши ҫав наукӑна вӗрентӗм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Чӑваш Республикинче 360 пин ытла автомобиль транспортне шута илнӗ.В Чувашии зарегистрировано более 360 тысяч единиц автомобильного транспорта.
Олег Николаев Автомобиль тата хулари пассажир транспорт ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2020/10/24/glava-chu ... t-s-dnem-1
Пит асӑрханса шутласан та, франци ҫарӗ Мускавра тӑнӑ чухне вилнисемпе тыткӑна илнисене шута илсен 30000 ытла ҫын ҫухатнӑ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Кутузов тӑшман ҫарӗсен начальникӗн кӑмӑлне, тата ӑна хирӗҫ Браунау, Аустерлиц, Бородино патӗнче ҫапӑҫнӑ опыта шута илнӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Халӗ ӗнтӗ Александр хӑй япӑх полководец пулнипе кӗвӗҫнӗ, патша указӗсене шута илмесӗр ҫара воспитани паракан генерала ҫиленнӗ.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вӑл тӑшман ҫарӗнчи салтаксен шухӑш-кӑмӑлне пӗлнӗ, ҫивӗч ӑспа Наполеонӑн пуҫӗнчи шухӑшӗсене пӗлнӗ, Европӑра пулса тӑнӑ лару-тӑрӑва шута илнӗ.
IV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫав обществӑн условийӗнче ҫапла каланӑ пулнӑ: «Математикӑн пайӗсенчен чи усӑллисем механика тата ҫар искусстви пулнине шута илсе, общество пуринчен ытларах вӗсем ҫине ҫавӑрӑнса пӑхма, ҫамрӑксене ҫар службине хатӗрлеме пӗтӗм вӑя хума шутларӗ…» тенӗ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
«Сирӗн ирӗкӗре пӑхӑнма тивӗҫлине шута илмесен те, эсир хушнине тӗплӗн пурӑнӑҫа кӗртме эпӗ сире чӗререн парӑнса тӑни те ҫителӗклӗ пулӗччӗ, — тесе ҫырнӑ Кутузов.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, прививка туни, хӑй тӗллӗн, кӑшӑлвирусран 100 проценчӗпе хӳтӗлеймест, уйрӑмах ҫӗнӗ штаммсем аталаннине шута илме тивсен.
Ӑсчахсем маска тӑхӑннин усси пысӑк пулнине палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30279.html
Ӑнах подрывной ӗҫӗн хатӗрӗсемпе пурлӑхӗсене шута илес тата хураллас ӗҫе те шанса панӑччӗ.
Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Чугун ҫул узелӗнче пирӗн вӑрттӑн ӗҫлекен харсӑр патриотсем тӑва-тӑва ирттерекен пысӑк тата вак-тӗвек аварисене шута илсе пыма нимӗҫсене хӑйсене хушаймастӑн-ҫке-ха.
Здолбуново станцийӗнче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Телешов ӗҫӗсене шута илсе, правительство ӑна 1938 ҫулта искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗн ятне тата 1944 ҫулта Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне парса наградӑланӑ.
Д. Н. Телешов // Хветӗр Уяр, Иван Мучи. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 3–7 с.
Авалрах тӳпере кометӑсене курни ҫинчен каланисене шута илсе, Галлей шухӑшласа пӑхнӑ та хӑшпӗр кометӑсем яланах пӗр вӑхӑтра курӑннине асӑрханӑ.
Эдмунд Галлейпе унӑн комети // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вӗсем ун чухне мӗнпур паллӑ планетӑсен пӑлхавне те шута илнӗ.Они приняли во внимание возмущения от всех планет, которые тогда были известны.
Нептун // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Астрономсем тӗнче уҫлӑхӗнчи Ҫӗр ҫулне шутланӑ чухне, паллах, Юпитертан пулакан пӑлханусӑр пуҫне Уйӑхран, Венерӑран, Марсран тата ытти планетӑсенчен пулакан пӑлхава та шута илеҫҫӗ.
Нептун // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Планетӑсен туртӑм вӑйне тесен, шута илмеллех.
Нептун // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.