Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушшипе (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул хӑмӑл хушшипе пырать.

Мимо дороги потянулось жнивье.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шӑппӑн калаҫса ту хушшипе утрӗҫ, иккӗшӗ пӗрле пулнӑран, йӗри-тавра чӗмсӗр тусем кӑна тӑнӑран тата юханшыв пӗр чарӑнмасӑр хӑй юррине юрланӑран савӑнӑҫлӑ та телейлӗ пулнӑ вӗсем…

Негромко разговаривая, они пошли в глубь ущелья, счастливые и радостные оттого, что были вдвоем, что вокруг них молчаливо стояли одни лишь скалы да неумолчно пела свою песню река…

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хумсем чуллӑ ҫырана ҫапӑнса шавланӑ, ку шав Сергее ҫакӑн пекех ансӑр ту хушшипе Прага хули патнелле танксем кӗрлесе пынине аса илтерчӗ…

С рокотом билась о каменный берег вода, а ему казалось, что это ревут танки, прорываясь вот по такому же ущелью к Праге.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шаршансем хушшипе Сергей урам тӑрӑх утнӑ пек пырать, пур енчен те типнӗ смала шӑрши кӗрет.

Сергей проходил мимо штабелей, как по улице, ощущая острый и сухой запах смолы.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун чухне те ҫаплах ҫулҫӑ хушшипе ӳкекен уйӑх ҫути выляса тӑнӑ, йывӑҫсенчен мӗлке ӳкнӗ.

Тогда на земле так же рябили лунные блики и от ствола на землю падала тень.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑрман хӗррипе икӗ енчен икӗ юханшыв юхса выртаҫҫӗ, унтан вӗсем пӗрлешеҫҫӗ те, вӑрман вара вӗсем хушшипе кӗпер патнелле ешӗл сӑнӑ пек тӑсӑлса тухать…

Мимо него проносились два потока — по одну сторону бурый, по другую — темно-серый; затем они сливались в один, и лес лежал в междуречье, как зеленое копье, обращенное острием к мосту.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӗскер тума, тейӗҫ вӗсем, ҫумӑр хыҫҫӑнхи хирти каҫ ҫинчен, сӑрт хушшипе чупакан шыв сарӑлса кайни ҫинчен, илемлӗ симӗс тӗссем ҫинчен ҫырса тӑмалла, — вӑл вӑхӑт чӑн та илемлине кам пӗлмест!..

Зачем, скажут они, описывать и лунную ночь в степи после дождя, и половодье горной реки, и нарядную зелень, — кто же не знает, что все это действительно бывает красиво!..

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӑйӑхне якаткаласа, Тимофей Ильич йӑрансем хушшипе юхакан шыв ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхрӗ.

Поглаживая усы, Тимофей Ильич смотрел на свежий ручеек, уже блестевший в канавке.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак ешӗл тӗвен икӗ мӑкӑрӗ хушшипе ҫул каҫса каять.

Между горбами этого зеленого верблюда проходит дорога.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ватӑ ҫынна ҫапакан салтаксем хушшипе уттараҫҫӗ.

Погнали старика под солдатские взмахи.

Кобылин мучин юлашки сӑмахӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Пӗлӗтсем хушшипе сарӑ мӑйӑхлӑ ҫамрӑк уйӑх казакла ярӑнса ҫӳрет.

Меж туч казаковал молодой желтоусый месяц.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑн-кӑвак пӗлӗт тӳпе айӗнче йывӑҫ турачӗсем чат уҫҫӑн палӑрса тӑраҫҫӗ, вӗсем хушшипе ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатни курӑнать.

Черные контуры ветвей отчетливо вырисовывались на густо-синем фоне неба, сквозь них светлели звезды.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ун пӳрнисем хушшипе шоколад ирӗлсе кайрӗ.

Шоколадная вязкая жижа ползла у него меж пальцев.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хурӑнсем хушшипе чакак пек чакӑлтатакан пульӑсем шӑхӑрса тухрӗҫ.

Пронзительным сорочьим чечеканьем, разбрызг воющих пуль пронизал березки.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урам хушшипе, тӑватшарӑн-тӑватшарӑн ретленсе, гусарсем иртеҫҫӗ, хӳмесем ҫумӗнче илсе кайма ӗлкӗреймен ҫын виллисем йӑваланса выртаҫҫӗ (австриецсене хӗссе кӑларас тесе, хула тулашӗнчи урамсенче ҫапӑҫнӑ чух вилнӗскерсем), ҫунтарса янӑ синагога ишӗлчӗкӗсенчен йӳҫек тӗтӗм йӑсӑрланса тухать.

По улице по четыре в ряд шли гусары, под заборами валялись неубранные трупы (вытесняя австрийцев, дрались на улицах предместья), чадный дымок сочился из-под развалин сожженной синагоги.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урам хушшипе пӗр аллӑ чалӑшра ут чӗрнисем кӗптӗртетсе сас кӑларса пыраҫҫӗ.

По улице, саженях в пятидесяти, хрушко чечекал копытный говор.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Учӗ, мӑйне авса хурса, Григорие урам хушшипе вӗҫтерсе илсе кайрӗ.

Конь, заломив шею, понес его по улице.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑваттӑмӗш сотня Королевка хушшипе шуса тухрӗ те хӑвӑрт, вӗреннӗ чухнехи пек, укӑлча хыҫне сапаланса тӑчӗ.

Четвертая сотня текла по Королевке и быстро, как на ученье, развернулась за околицей.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ял хыҫӗнче хӑяхпа сарӑ хӑмӑш хушшипе ҫыранланса выртакан ҫырма урлӑ сапёрсем сарлака кӗпер хывса пӗтерсе пыраҫҫӗ.

За деревней в лощине, поросшей желтыми кувшинками и осокой, саперы доканчивали просторный мосток.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн ҫинҫе пӳрнисем хушшипе юн юхса анчӗ.

Сквозь тонкие пальцы его цевкой брызнула кровь.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех