Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ниме сăмах пирĕн базăра пур.
ниме (тĕпĕ: ниме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ниепле те ӑнланаймастӑп, эпӗ пӗтӗм ӗҫе Белавинран илсе шутланине, Огородниковӑна ниме те хуманнине ниепле те тавҫӑрса илме пултараймастӑп!

Я просто не понимаю, я не могу постигнуть, как можно всю работу рассчитывать исходя из Белавина, и ни во что не ставить Огородникову.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫемьесӗр ирттернӗ ачалӑх унӑн ҫивӗч туйӑмлӑ чӗрине тӳрлетме пултарайман паллӑ хӑварнӑ, вара вӑл, ҫавӑнтанпах, ачисене ниме хумасӑр ҫемьене пӑсакансене курайми пулнӑ.

На впечатлительную его натуру бессемейное детство наложило неизгладимый отпечаток, и еще с той поры стали ему ненавистны те, кто ломает семью, не считаясь с детьми.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Степан нимӗне те шанман, ниме те кӗтмен.

Степан не надеялся ни на что и не ждал ничего.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ефросиньӑн тӗлӗнмелле паха ен пулнӑ: уншӑн пур инкексемпе аван мар япаласем те ниме тӑман, ун ҫинче вӗсем, хур ҫинчен шыв юхса аннӑ пекех, тытӑнса тӑрайман.

У Евфросиньи было удивительное качество: для нее все беды и неприятности были «трын-трава» и стекали с нее, как с гуся вода.

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ҫакӑн пек ниме юрӑхсӑр план мӗн тума кирлӗ-ха?

— Зачем же давать такие выхолощенные наметки?

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ниме тӑман ӗне!

Ничего не стоящая корова!

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑй колхозра ӗҫлени ӑна сасартӑк пӗчӗккӗ те ниме тӑман пек туйӑнчӗ; вӑл тунсӑхлама пуҫларӗ.

Собственная деятельность в колхозах вдруг представилась ей мелкой, кустарной; она затосковала.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗсенчен ниме те пытарма ҫук.

И ничего от них не скроешь.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ниме тӑман ӗҫ ҫинчен калаҫма ҫитет.

— Хватит по пустякам разговаривать.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ниме тӑман япаласемшӗн пӗр-пӗринпе килӗштереймеҫҫӗ те — тӳрех урӑх бригадӑна.

Не поладят друг с дружкой из-за пустяков — и сразу в другую бригаду.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ниме тӑман арҫын.

 — Пустяковый мужичонка.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак сехет ҫитиччен вӑл савӑнӑҫлӑ ӗҫ ҫинчен, йӗтӗн пунктӗнчи юрӑсем ҫинчен калани пӗтӗмпех ниме тӑман, «хӗрарӑмла» ӗҫ пек туйӑннӑ ӑна.

До этого часа все ее разговоры о веселой работе и о песнях на льнопункте казались ему несерьезными, «женскими».

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫавӑн пек йӗркелеме пултарсан, пысӑк ӗҫ тӑвӑпӑр, пултараймасан, ниме тӑман ӗҫ пулӗ.

Если сумеем организовать так, то сделаем большое дело, не сумеем — получится ерунда.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Эпӗ санпа япаласен чӑнлӑхӗ, санӑн йӑнӑшусен тымарӗ ҫинчен калаҫма тӑрсан, эсӗ ака ниме тӑман япала тетӗн.

 — Когда я пробую говорить с тобой о сущности вещей, о корне твоих ошибок, ты называешь это пустяковиной.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Сан шутупа ку ниме тӑман япала! — терӗ хыттӑн Валентина.

— По-твоему, это пустяковина! — резко сказала Валентина.

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ку пӗтӗмпех ниме тӑман япала!

— Пустяковина все это!

7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Пӗр ниме тӑман ҫын кӑна.

— Так, хлюст один…

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Упӑшкишӗн йывӑр сехет килсе ҫитнӗ чухне вӑл начар, ниме тӑман, вӑйсӑр ҫын пулни, унӑн упӑшки пулӑшу илме урӑх хӗрарӑм патне кайни, лешӗ уншӑн ҫывӑхрах пулса тӑни кӗвӗҫӳпе иккӗленӳрен те ытла хурлантарнӑ.

Горше ревности и подозрений было сознание, что в трудный для мужа час она оказалась слабой, никчемной, бессильной, что к другой женщине пошел ее муж за помощью и поддержкой, другая оказалась ближе ему.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Эсӗ мана юрататӑн пулсан, Вася, маншӑн ҫав элексем ниме те тӑмӗччӗҫ.

— Когда бы ты любил меня, Вася, мне сплетни эти были бы нипочем.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Райский — ниме тӑман ҫын.

А Райский — это хлюст.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех