Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шуса (тĕпĕ: шу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата тепӗр пуля унӑн ҫанӑсӑр сӑран тумӗ тӑрӑх шуса кайнӑ, унтан виҫҫӗмӗшӗ вӑйпах кӑкӑртан пырса тивнӗ, вара Мигель, ӑнран кайса, кимӗ тӗпне ӳкнӗ.

Ещё одна пуля скользнула по его кожаной безрукавке, потом третья с силой ударила в грудь, и Мигель, потеряв сознание, упал на дно шлюпки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Канонирсем, халӗ кирлех мар тупписене хӑварса, тапӑнакансем ҫине шӗвӗ супӑньпе ирӗлчӗк известь сапса тӑнӑ: пӑтрашура, тӗтӗмре, хӑлхасӑрланнӑ, суккӑрланнӑ ҫынсем, яка бортсем ҫинчен шуса шыва ӳкнӗ, мӗнрен те пулин тытса ҫӗнӗрен ҫӳллеле хӑпарнӑ.

Канониры, оставив уже не нужные пушки, поливали нападающих жидким мылом, негашёной известью; в сумятице, в дыму, оглушённые, ослеплённые, люди срывались со скользких бортов, падали в воду, цеплялись и лезли снова.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Итлекен урхамах, пружина пек тӑсӑлнӑ та, ҫӗртен уйрӑлса тепӗр ҫыраналла сикнӗ, анчах тӗттӗмре вӑл малти урисемпе тата кӑкӑрӗпе, шӗвӗр чул ҫине пырса тӑрӑннӑ та майӗпен ҫырма тӗпнелле шуса анма пуҫланӑ.

* * *

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Ҫӳлти палуба ҫинче халлӗхе халӑх сахал-ха, шавлӑ ушкӑн хумӗ шуса ҫитеймен.

Верхняя палуба пока еще малолюдна, туда еще как следует не доплеснула говорливая людская волна.

Тӗлӗнмеллескер // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 181–184 с.

Революцин хӗрлӗ ялавӗ мачта ҫинчен хурлӑхлӑн шуса аннӑ.

Скорбно пополз вниз по мачте красный флаг революции.

Тинӗсри хӗрлӗ ялав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Татьяна та ахлатса ярать, упӑшкинчен ярса тытса, хуллен-хуллен ун ури патне шуса анать.

Татьяна охнула, схватилась за мужа и медленно сползла к его ногам.

Чунсӑрлӑх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Хаҫат листи вара машинӑран шуса та тухать.

И газетный лист сполз с машины.

Хӗмрен — ҫулӑм // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Вӑл ман алӑран шуса тухрӗ — питӗркӗч шӑлтлатрӗ, унтан кантӑк ҫывӑхӗнче ҫемҫе пушмаксем кӑшӑртатни илтӗнчӗ.

Она выскользнула из моих рук, стукнула щеколда, и мимо окон прошуршали мягкие чувяки.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Унӑн пӳрнисем манӑн пит-куҫ тата пуҫри ҫӳҫ тӑрӑх шуса иртрӗҫ.

Ее пальцы пробежали по моему лицу, волосам.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Хырӑмпа шуса, пӗр енчен тепӗр еннелле ыткӑнса, пирӗн пата Шувалов ҫитрӗ.

Ползком, рывками, бросаясь из стороны в сторону своим сильным и цепким телом, к нам добрался Шувалов.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫапла ӗнтӗ, тусан сӑрнипе кӑвак тӗс ҫапнӑ колоннӑсем шоссе тӑрӑх, майӗпен шуса пычӗҫ.

Серые от пыли колонны медленно катили по шоссе.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Чулсем ҫинче ылтӑн тӗс юхӑмӗсем шуса иртрӗҫ.

Над скалами текли золотые потоки.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Саша, аллине кинжал тытса, икӗ полицейски патне шуса пынӑ, полицейскисем ҫӳҫӗ саланнӑ хура куҫлӑ хӗре ҫыхнӑ пулнӑ, Саша полицейскисем ҫине сиксе ларнӑ та вӗсене пӗтерсе хунӑ.

Саша с кинжалом подполз к двум полицейским, которые вязали черноокую русскую девушку с рассыпанными по плечам волосами, бросился на них и прикончил.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпир шуса тӑракан чул ҫумӗпе шарламасӑр иртрӗмӗр, тӑвалла хӑпара пуҫларӑмӑр.

Мы прошли молча по осклизлым камням, миновали их, начали подъем.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Анаталла анакан курӑк пуснӑ сукмаксем шуса тӑракан пулчӗҫ, тумтир тата ытларах йӗпенчӗ, утма кансӗр.

Тропинки, травянистые склоны стали скользкими, одежда еще больше намокла, затрудняла движение.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Тӗлӗк куракӗ тата шӑши хӳри текен курӑксемпе витӗннӗ ҫӗр ҫийӗн шуса вӑрман хӗррине тухрӑм.

Ползком по земле, заросшей сон-травой и мышехвостником, я пробрался к опушке.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Пистолета ҫӗнӗ обойма хурса пиҫиххи хушшине чикрӗм те тӳннӗ йывӑҫ патӗнчен антӑм, тӗмӗсем хушшипе чавсасем ҫинче шуса кайрӑм, унтан, ура ҫине тӑрса, айлӑмра пытантӑм.

Зарядив новую обойму, я сунул пистолет за пояс, откатился от поваленного дерева, на локтях прополз между кустами, поднялся и добрался до лощины.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Подрывниксем зарядсене хучӗҫ те ман пата шуса пычӗҫ.

Подрывники закладывают заряды и подползают ко мне.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Эпӗ ӑна хулпуҫҫипе тӗртсе пулӑшрӑм, ача чӗркуҫҫисемпех хӑвӑрттӑн люк патне шуса пычӗ, тути-ҫӑварне пулӑ пек каркаласа пӑрахса, сассине ҫил хупласа лартнипе уйӑрса илмелле мар кӑшкӑрчӗ те, самолет ӑшӗнчен йӑванса тухса ӳкрӗ.

Я подталкиваю его плечом, он быстро на коленях приближается к люку, разевает по-рыбьи рот, кричит, но ветер гасит крик, и мальчишка вываливается из самолета.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Сержант сасартӑк кирпӗч бруствер ҫине ҫӗкленчӗ, куҫ хупса иличчен нӳхрепе шуса анчӗ.

Но неожиданно высокая фигура поднялась над кирпичным бруствером, и в следующее мгновение сержант тяжело съехал в подвал.

Эйзенштрассе урамӗнчи передовой // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 305–318 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех