Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паян сăмах пирĕн базăра пур.
паян (тĕпĕ: паян) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ушкӑн тунӑ пӗтӗмлетӳсене халӑхпа сӳтсе яваҫҫӗ те ӳлӗмрен тумалли ӗҫсен тата паян татса памалли ыйтусен планне хатӗрлеҫҫӗ.

Итоги, к которым приходит эта группа, обсуждаются всенародно и готовятся планы для решения вопросов долгосрочного и краткосрочного характера.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Паян кунашкалли ҫукпа пӗрех.

Сегодня почти такого нет.

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Паян Юрьевӑн пултарулӑх еткерӗ пӗтӗмпех музейре.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Рассых Ямалетдинович тӑван республика тата Раҫҫей чысне вӑтӑр ҫула яхӑн хӳтӗленӗ, ҫак вӑхӑтра 300 ытла медальпе диплом ҫӗнсе илнӗ, Чӑваш Енре паян ун пек пархатарлӑ ветеран урӑх ҫук, — терӗ паллӑ журналист Юрий Плотников.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Санпа тантӑш, 20 ҫулти хӗрсемпе каччӑсен, мӗнлерех пулмалла паян?

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Эпир паян тӗпленнӗ вырӑнӑн ӗлӗкхи пӗр картинче «Амазония» тесе ҫырни тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Лашана юратса ӳсни сана паян клипсем калӑплама та, «Чӑваш амаҫыннисем» фильмра выляма та пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Интернета вырнаҫтарнӑ фильма паян ҫынсем курса тӗлӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Паян Елена Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн 6-мӗш курс студенчӗ шутланать, тен, вӑл та районах таврӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Лупашкасем паян та ҫапла ӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Завода 1931 ҫултах хута янӑ, паян кунта унчченхи ӑрусен опытне хаклакан питӗ лайӑх коллектив йӗркеленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Паян нумайӑшӗ йышӑнать: «Етӗрнесӗт» - Чӑваш Енӗн кӑна мар, пӗтӗм Атӑлҫи округӗн мӑнаҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Ӗҫҫи пӗтӗмлетӗвӗсем пирки паян мӗн калама пулать?» - ҫак ыйтӑва пирӗн корреспондент Михаил Игнатьева пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Хӑмлан пӗр тонни паян 7 пин евро тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Паян чи йывӑрри хыҫа юлнӑ ӗнтӗ, ӗлӗкхи чапа кӑна тавӑрмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Паян чӑннипех кирлӗ культура, - килӗшрӗ Михаил Васильевич, - анчах ҫакна шута илмелле, хӗвелҫаврӑнӑша тӗштырӑран 10 хут ытларах им-ҫам кирлӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Паян ял тӑрӑхӗнчи 40 контейнер ҫителӗксӗртерех-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Евгений Субботин каланӑ тӑрӑх, паян ӑна юсас тӗлӗшӗпе ӗҫлеҫҫӗ, транспорт хатӗрӗсен запас пайӗсене туянаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Паян «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ячӗпе суйлава тухакансен хушшинче сасӑлав иртет.

Куҫарса пулӑш

Праймериза хутшӑнни мӗне пӗлтерет? // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12447.html

Пенза облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Иван Белозерцев Чӑваш Республикипе ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ: «Эпир Чӑваш Ене килсе унӑн ертӳлӗхӗпе Правительствин ӗҫӗн опытне нумай енӗпе тишкеретпӗр. Шупашкарти хӑтлӑх ҫӳллӗ шайра пулни пире килӗшет. Ҫурт-йӗр хута ярас енӗпе Пенза облаҫӗ япӑх мар ӗҫлет пулин те эсир пӗлтӗр пирӗнтен иртсе кайрӑр. Чӑваш Республики паян ӑнӑҫлӑ аталанать, ҫакӑ пире те савӑнтарать».

Куҫарса пулӑш

Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех