Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗн бригадӑна сирӗн колхоз ҫумне пӗтӗм ӗҫе тума ҫирӗплетрӗҫ, — терӗ Настя.

— Прикрепили нашу бригаду к вашему колхозу на полную обработку, — сказала Настя.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Малышкӑн вӗсем пӗр сехет те ахаль ларман, ҫул ҫинчен килсенех ӗҫе вырнаҫтарнӑ.

У Малышко они и часа не простояли — с хода в дело.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Юсав ӗҫе епле пырать, Семенов юлташ?

— Как дела с ремонтом, товарищ Семенов?

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кирек мӗнле пысӑк маҫтӑр пекех, вӑл япӑх ӗҫе тӳсме пултарайман, ҫавӑнпа япӑх руководительсем ҫине йӗрӗнсе пӑхнӑ.

Как всякий большой мастер, он не терпел плохой работы и пренебрежительно относился к плохим руководителям.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ӗҫе пула Настасья пуҫне те ҫавӑрмарӗ, Василие мар, хӑйне кӳренсе ҫапла каларӗ:

Занятая делом, она даже не повернула головы и не ему, а самой себе сказала с досадой:

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑйсеннипе улӑштарса юлнӑ вӑрлӑх таса та шултра; пӗр пайне сутӑн илнӗ, тепӗр пайне государствӑран пулӑшу йӗркипе илнӗ ӗнесем утӑ ҫисе самӑрланчӗҫ; ампарти ӗҫ хатӗрӗсене юсанӑ; ҫынсем ӗҫе пӗр минут та кая юлмасӑр тухаҫҫӗ.

Семенное зерно, которое получили в обмен на свое, было чистым и крупным; коровы поправились на сене, частью купленном, частью полученном в виде помощи от государства; в амбаре хранился отремонтированный инвентарь; люди выходили на работу минута в минуту.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Нумай пулмасть-ха вӑрлӑх складӗнче вӗтӗ те ҫӳплӗ тырӑ выртатчӗ, фермӑра выҫӑпа начарланнӑ ӗнесем салхуллӑн мӗкӗретчӗҫ, ампарсенче пӗр купана хунӑ юсавлӑ мар ӗҫ хатӗрӗсем выртатчӗҫ, ҫынсем ӗҫе юлхавлӑн та кая юлса пухӑнатчӗҫ.

Еще совсем недавно на семенном складе лежало мелкое и сорное зерно, на ферме тоскливо мычали отощавшие от бескормицы коровы, в амбарах валялся сваленный в кучу неисправный инвентарь, на работу люди собирались лениво и поздно.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анчах Татьяна пӑшӑрханчӗ, ӗҫе кӗҫӗрех татса парасшӑн пулчӗ.

Но Татьянино беспокойство искало выхода.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Санӑн аннӳ ӗҫе каятчӗ, сана ман пата пӑрахса хӑваратчӗ.

Мать-то твоя, бывало, уйдет на работу, а тебя мне подкинет.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Чӑнах та, малтанхи вӑхӑтра пур ӗҫе тума та, пӗчӗк ҫӗнӗ ӗҫе тума та вӑй нумай хумалла пулнӑ.

Правда, в первое время всякое, даже мелкое нововведение требовало больших усилий.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл хушнӑ ӗҫе тунӑ та вара…

И делали то, что она говорила…

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Куна тӑвас пулать! — тенӗ вӑл, вара унӑн кӗскен те лӑпкӑн каланӑ сӑмахӗсенче вӑл хӑй мӗн тума шутлани ҫине шанса тӑрасси уҫҫӑн палӑрса тӑнине, ку ӗҫе чӑн-чӑнах тума кирлине пурте ӑнланнӑ.

— Это надо сделать! — говорила она, и в короткие, спокойных словах ее звучала такая заражающая убежденность, что все понимали: действительно надо сделать.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑй епле майпа авторитетлӑ «пуласси», ӗҫе тума ҫынсене мӗнле сасӑпа хушасси ҫинчен Авдотья нихҫан та шухӑшламан.

Авдотья никогда не задумывалась над тем, как «создать» себе авторитет и каким тоном отдавать приказание.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл хуть мӗнле ӗҫе те ҫурри таран тума пултарайман — ҫакӑ унӑн характерӗ пулнӑ.

Она ничего не умела делать наполовину — это было основной чертой ее характера.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ҫак ӗҫе манӑн ҫитӗннӗ ҫынна шанса памаллаччӗ, анчах эпӗ айван ҫине шантӑм!

 — Надо было мне такое дело взрослому человеку доверить, а я на несмышленку положилась!

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ҫак ӗҫе эпӗ, Ксюша, сана хушатӑп.

 — Поручу я это тебе, Ксюша.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Манӑн алра ферма та пур, ҫынсем те хисеплеҫҫӗ мана, эпӗ хам ӗҫе тӑватӑп, хам хуҫалӑхра пурӑнатӑп.

У меня и ферма на руках и от людей уважение, я и при своем деле и при своем хозяйстве.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн ҫӗнӗ йышши электропӑчкӑсем пур тата ӗҫе пӗтӗмпех механизациленӗ.

У нее электропилы новой конструкции и полная механизация.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пур ӗҫе те туса пӗтернӗ ӗнтӗ, анчах вӑл, татах мӗн те пулин тумаллине шырарӗ… мӗн ҫине те пулсан пӑхса йӑл куласшӑн пулнӑ пек, алӑк патӗнче тӗттӗмлӗхре тӑчӗ.

Все дела были уже переделаны, а она все еще стояла в темноте у выхода, слоено искала, что бы еще сделать… и чему бы еще улыбнуться.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Старик ӗҫе юратать, ҫыннӑнне иличчен хӑйӗн аллисене касса татма хатӗр, хӑй те ун пек тӑрӑшнӑ, пире те ҫавна вӗрентнӗ.

Труженик старик, скорее себе руки обрубит, чем чужое возьмет, сам так жил и нас тому учил.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех