Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Эсӗ вӗсене шывпа юхтарнӑ пек илсе каятӑн; вӗсем — тӗлӗк пек, курӑк пек: ирпеле ӳсекен, 6. ирхине ҫеҫке ҫурса ешерсе ларакан, каҫпа хуҫӑлса анса хӑрӑнакан курӑк пек: 7. эпир ҫапла Санӑн ҫиллӳпе ҫухалатпӑр, Санӑн хаярлӑхупа шуйханатпӑр.
Пс 89 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара хӑйсен пур хулисенче те, Иерусалимра та ҫапла пӗлтерсе тухрӗҫ: сӑрт-ту ҫине кайӑр та хӳшӗ уявне саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ пек ирттерме сатра тата вӑрманта ӳсекен ҫу йывӑҫҫисен турачӗсене, миртпа пальма турачӗсене, сарлака ҫулҫӑллӑ ытти йывӑҫ турачӗсене касса килӗр, терӗҫ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара Иоас, Израиль патши, Иудея патши Амасия патне ҫын ярса ҫапла калама хушнӑ: Ливанра ӳсекен кӳкен тӗмӗ Ливанрах ӳсекен кедр йывӑҫӗ патне: «хӑвӑн хӗрне манӑн ывӑла качча пар» тесе калама янӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн чухне патша Иерусалимра [ылтӑнпа] кӗмӗле [ахаль] чулпа пӗр хака ӳкернӗ, кедр йывӑҫне вара, питех те нумаййине кура, айлӑмсенче ӳсекен сикомора йывӑҫӗпе пӗр хака хӑварнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Иоас, Израиль патши, Иудея патши Амасия патне ҫын ярса ҫапла калама хушнӑ: Ливанра ӳсекен кӳкен тӗмӗ Ливанрах ӳсекен кедр йывӑҫӗ патне: «хӑв хӗрне ман ывӑла качча пар» тесе калама янӑ.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вӗсенчен пӗри уя ҫимӗҫ таврашӗ шырама тухнӑ, хирте вӑл явӑнса ӳсекен ӳсентӑрана асӑрханӑ, ун ҫимӗҫне ӗнтӗ тумтирӗ туллиех татса тултарнӑ; таврӑннӑ та ҫав ҫимӗҫе шӳрпене вакласа янӑ, ыттисем ку мӗнле ҫимӗҫ пулнине пӗлмен.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн чухне патша Иерусалимра кӗмӗле ахаль чулпа пӗр хака ӳкернӗ, кедр йывӑҫне вара, питех те нумаййине кура, айлӑмсенче ӳсекен сикомора йывӑҫӗпе пӗр хака хӑварнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2-3. Ҫав керменре Ливанра ӳсекен кедр йывӑҫҫинчен тунӑ зал пулнӑ, унӑн тӑршшӗ ҫӗр чике, сарлакӑшӗ аллӑ чике, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр чике пулнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑл хайланӑ ытарӑшсен шучӗ виҫӗ пине ҫитнӗ, юррисем унӑн пин те пилӗк юрӑ пулнӑ; 33. вӑл йывӑҫ-курӑк ҫинчен каланӑ, Ливан кедрӗнчен пуҫласа хӳме ҫинче шӑтса ӳсекен иссоп таранах пӗлнӗ вӑл, выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен те, кайӑк-кӗшӗк ҫинчен те, ҫӗлен-калта ҫинчен те, пулӑсем ҫинчен те каланӑ.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӑна хуравласа каланӑ: хирӗҫ ан тух, хыҫалтан ҫаврӑн та пурҫӑн йывӑҫҫи ӳсекен ката енчен пыр; 24. пурҫӑн йывӑҫҫисем ҫийӗн ҫын утнӑ пек сасӑ илтсессӗн хускал, ҫавӑн чухне филистимсен ҫарне пӗтерме сан умӑнтан Ҫӳлхуҫа иртсе кайӗ, тенӗ.
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль ывӑлӗсем Галгал патӗнче тапӑрӑн тӑнӑ, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине вара Иерихон тӳремӗнче Пасха уявне уяса ирттернӗ; 11. Пасхӑн тепӗр кунӗнче вӗсем ҫав ҫӗр ҫинче ӳсекен ҫимӗҫе ҫие пуҫланӑ, ҫав кунах тутлӑлла ҫӑкӑр, типӗтнӗ тӗшӗ ҫинӗ; 12. вӗсем ҫӗр ҫимӗҫне ҫие пуҫласассӑн тепӗр куннех манна ҫума чарӑннӑ, Израиль ывӑлӗсен вара текех манна пулман, вӗсем ӗнтӗ ҫав ҫул Ханаан ҫӗрӗн ҫимӗҫне ҫисе пурӑннӑ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче, эсир ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене пуҫтарнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун уявлӑр: пӗрремӗш кунӗнче те канӑҫ, саккӑрмӗш кунӗнче те канӑҫ; 40. пӗрремӗш кунӗнче илемлӗ йывӑҫ турачӗсем, пальма турачӗсем, сарлака ҫулҫӑллӑ йывӑҫ турачӗсем, шыв хӗрринче ӳсекен хӑва турачӗсем илӗр те Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫичӗ кунччен хӗпӗртесе савӑнӑр; 41. Ҫӳлхуҫанӑн ҫак уявне ҫулталӑкра ҫичӗ кун хушши уявлӑр: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; ӑна ҫиччӗмӗш уйӑхра уявлӑр; 42. ҫичӗ кун хӳшӗре пурӑнӑр; ҫак ҫӗрте пурӑнакан кирек хӑш Израиль ҫынни те хӳшӗре пурӑнмалла: 43. Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсене хӳшӗсене вырӑнаҫтарнине сирӗн йӑхӑрсем пӗлсе тӑччӑр.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисейпе Аарон фараон патне пынӑ та ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать: эсӗ Манӑн умӑмра нумайччен пӑхӑнмасӑр тӑрӑн-и? яр Манӑн халӑхӑма, вӑл Мана кӗлтутӑр; 4. эхер те эсӗ Манӑн халӑхӑма ямасассӑн, акӑ ыран [шӑп ҫакӑ вӑхӑтра] Эпӗ санӑн [пӗтӗм] ҫӗрӳ ҫине хӗрлӗ шӑрчӑк ярса тултарӑп; 5. вӑл пӗтӗм ҫӗр питне хупласа илӗ те, ҫӗр курӑнми пулӗ, пӑр ҫапнӑ хыҫҫӑн [ҫӗр ҫине] сирӗн мӗн юлнине [пӗтӗмпех] ҫисе ярӗ; ҫавӑн пекех сирӗн хирӗрте ӳсекен пӗтӗм йывӑҫа ҫисе пӗтерӗ, 6. санӑн ҫуртусене, санӑн мӗнпур чурусен пӳрчӗсене, пӗтӗм Египет ҫыннисен [мӗнпур] пӳрчӗсене кӗрсе тулӗ, санӑн аҫусем те, санӑн аҫусенӗн ашшӗсем те ҫӗр ҫинче пурӑна пуҫланӑ кунран пуҫласа паянхи куна ҫитиччен ун пеккине курман, тет, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иосиф — тулӑх ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫ хунавӗ, ҫӑлкуҫ тӗлӗнче ӳсекен, ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫ хунавӗ; унӑн турачӗсем хӳмерен те ҫӳллӗрех ӳссе сарӑлаҫҫӗ; 23. ӑна кӳрентерчӗҫ, перекенсем ӑна печӗҫ, ӑна хирӗҫ тӑчӗҫ, кураймарӗҫ, 24. анчах уххи унӑн ҫирӗп пулчӗ, алли унӑн тӗреклӗ пулчӗ: хӑватлӑ Туррӑн — Иаков Туррин — алли вӑй панипе, Кӗтӳҫӗ, Израиль тӗрекӗ пулӑшнипе ҫапла пулчӗ.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑш чиртен мӗнле эмелсем ӗҫмеллине, вӗсене хамӑр патӑрта ӳсекен курӑксенчен хатӗрлеме май пулнине пӗлччӗрех.
Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11