Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑрринчен пуҫласа тӗпне ҫитичченех пӗр айкки хӗҫпе касса антарнӑ пек яп-яка, касса антарнӑ пайне шыв тахҫанах юхтарса кайнӑ, яка айккинче халӗ, крепость стени ҫинчи бойницӑсем пек шӑтӑксем курӑнаҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пятигорска ҫитичченех Сергее урӑх ним те курӑнмарӗ, ҫак тӑвӑн пысӑк кӳлепи анчах курӑнса тӑчӗ, ун ҫинче тӗл-тӗл тӗттӗм-симӗс вӑрман тӑсӑлать, тӗл-тӗл ҫӑра вӗтлӗх кӑтраланать, е хӗвел ҫинче ҫерем йӑлтӑртатса выртать, е ту хушшинчи тарӑн варсем хуралаҫҫӗ, е ту сӑмсахӗсем хӗрелеҫҫӗ, — вӗсем ҫине ӑмӑрткайӑксем йӑва тунӑ…
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Романӑн пӗрремӗш кӗнекинче колхоз строительствине, унӑн результачӗсене вӗҫне ҫитичченех кӑтартса ҫитерейменччӗ.
М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.
Жарков сасартӑк алли ҫине тӗренчӗ те, пуҫне ик хул лапатки хушшине ҫитичченех каҫӑртса, паллама ҫук улшӑнса кайнӑ урмӑш сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ:
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сӑрт ярӑмӗ ҫывӑхри вӑрмана ҫитичченех мӑкӑрӑлса тӑсӑлать, малта ҫинҫе ҫулсемпе касӑлса выртакан тырпул хирӗсем шупкан курӑнаҫҫӗ, унтан каллех ешӗл ҫутӑ клевер лаптӑкӗсем.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хупахран пуҫласа, Горовищук ялне ҫитичченех умлӑн-хыҫлӑн пехота чаҫӗсем, обозсем, батарейӑсем, лазаретсем шӑвӑнаҫҫӗ.От корчмы до деревни Горовищук гусеницами ползли пехотные части, обозы, батареи, лазареты.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫеҫенхир тӑрӑх, куҫпа пӑхса витерме ҫук тӗтреллӗн курӑнакан тӗмеске патне ҫитичченех, юланутсем юпа пек тусан ҫӗклесе мӑкӑрлантараҫҫӗ.По степи, до самого желтеющего в дымчатой непрогляди бугра, вздували комочки пыли всадники.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пурте ӑна хӑй ҫине ытларах пӑхтарма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах та, хыпарсем ҫӳренӗ тӑрӑх, ку ӗҫре ураран пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех ҫӑмпа витӗннӗ кӑтра ҫӳҫлӗ сотник ҫеҫ ӑнтарса пырать, имӗш.Ее внимания добивались все, но, по слухам, преуспевал лишь курчавый и густо волосатый сотник.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫинҫен пӗнтӗртетнӗ сасах хӗскӗчлет ӑна таҫтан, чӗри анинчен; ҫакӑн пек самантсенче унӑн вӗҫӗмсӗрех, вырӑн ҫинчен тӑрса, витене тухас килет, тур лашине йӗнерлесе, инҫетри чӗмсӗр ҫӗр ҫине супӑнь кӑпӑкӗ пек кӑпӑк тӑкса, килне ҫитичченех вӗткенлентерсе хӑвалас килет.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шӑп ҫак самантра хутора пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитичченех хумхантарса пӑрахнӑ ӗҫ сиксе тухрӗ: становой приставпа следователь тата халиччен курман тум тӑхӑннӑ тепӗр хура шӑллӑ лутра офицер килчӗҫ; чӗнтерчӗҫ атамана, понятойсене чӗнсе килчӗҫ, унтан тӳрех чапрас Лукешка патне тухса кайрӗҫ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн питҫӑмартийӗ, сухалне хырнӑ чух пӗр тӗлтен кастарса типсе ларнӑ ҫӗвӗклӗскер, ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех хӗрелсе кайрӗ — Мӗншӗн йӗнер чӗнӗсем таса мар?
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗрремӗш хутора ҫитичченех нимӗн калаҫмасӑр пычӗҫ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн, мӗн паянхи куна ҫитичченех, Аксинйӑна палӑртмасӑр, хӑйне хӑй иккӗленсе, хӑй ӑшӗнче ҫакӑн ҫинченех шухӑшласа асапланать Григорий.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Петро ҫывӑха ҫитичченех: — Кӳршӗм, эсӗ хупа пӗрле арӑмна та сӗтӗрсе пыратӑн пулас? — тесе кӑшкӑрса ыйтрӗ.Петро еще издали крикнул: — Сосед, ты, никак, бабу волокешь с собой?
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл ӑна куҫӗпе кимӗ патне ҫитичченех ӑсатрӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Типшӗм шӑмӑллӑ пулнӑ, уксахланӑ (ҫамрӑк чухне патша смотрӗнче юланутсем ӑмӑртса чупнӑ чух вӑл сулахай урине хуҫнӑ пулнӑ), сулахай хӑлхине ҫур уйӑх евӗрлӗ кӗмӗл алка ҫакса ҫӳренӗ; унӑн хура сухалӗпе ҫӳҫӗсем мӗн ватӑлса ҫитичченех шупкалман; ҫилленнӗ чухне вӑл хӑйне хӑй пӗлейми пуличченех хӗрсе кайнӑ иккен.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӑру кӗтӗвӗ кӗтсе ҫӳрекен ачасем каҫсерен, хирти чечексем шанса пуҫӗсене уснӑ чух, Прокофий хайӗн арӑмне Тутар сӑрчӗ патне ҫитичченех алӑра ҫӗклесе йӑтса кайнине куртӑмӑр, тесе каласа кӑтартнӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Утнӑ вӑл арӑмӗпе пӗрле пурлӑх тиенӗ урапа хыҫӗнчен хутор тӑрӑх, — ӑна курма, вӗтӗр-шакӑртан пуҫласа ватта ҫитичченех, пурте урама чупса тухнӑ.Шел с ней за арбой с имуществом по хутору — высыпали на улицу все, от мала до велика.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫакна каласан, тата пӑртак кансан, асатте урӑх ут туянчӗ те, вара ҫӗрӗн-кунӗн, пӗрре чарӑнмасӑр, майра патша патне ҫитичченех кайрӗ; грамотине вӑл майра патшана аллинченех тыттарчӗ.
Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Апла пулин те, арӑмӗн ывӑна пӗлмен чӗлхи ҫаплах-ха ҫӑварӗнче сиккелет, вӑл вӗсем хула тулашнерехре пурӑнакан козак Цыбуля кумӗ патне ҫитичченех пӗр чарӑнмасӑр ятлаҫса пычӗ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.