Шырав
Шырав ĕçĕ:
Концерта пуҫтарӑннисене Хирти Мӑнтӑрти культура ҫурчӗн фойинче вырӑнти ӑстасен ал ӗҫӗсем, ҫак ял тӑрӑхне кӗрекен ялсен историйӗпе паллаштаракан информаци стенчӗсем, Людмила Зайцева ертсе пыракан «Хаваслӑ алӑсем» кружока ҫӳрекен ачасен ӗҫӗсем, «Илемлен, юратнӑ Каҫал ен» кӗнеке куравӗ тата йӑлара усӑ курнӑ авалхи япаласен «Чӑвашӑн ылтӑн ҫӳпҫи» куравӗ кӗтсе илчӗҫ.
Юрри-ташши куҫ тулли // Н. КАЛАШНИКОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26
Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене тата ял хуҫалӑх организацийӗсене пулӑшма уйӑрнӑ бюджет укҫи-тенкин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2012 ҫулта 2,11 миллиард тенкӗпе е 2011 ҫулхи кӑтарту тӗлӗшпе 106,8% танлашнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Тепӗр кунне Чаканартан Ишек шкулӗ патне ҫити, унтан ҫак таврари ялсен пысӑк масарӗ патне ҫитичченех шкул ачисемпе ӗнерхи салтаксем, «Слава» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн ӗҫченӗсемпе сумлӑ ветерансем хисеплӗ хурала тӑрса тухнӑччӗ.
Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15
Муркаш районӗнче вӑл 26 ытла километра тӑсӑлать, Турай, Хорнуй, Муркаш, Ҫатракасси, Ярапайкасси ял тӑрӑхӗсен территорийӗсем урлӑ каҫать, Турайпа Муркаш тата Кашмаш ялӗсем ҫывӑхӗпе иртет.
Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27
Ял ҫыннисем ыйтнипе «Пӗрле пурӑнмалла – пӗрле ӗҫлемелле!» халӑх программи шайӗнче ялти культура ҫурчӗсем тӑвассине палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ял ҫӗрӗнчи вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗн, культура тата спорт сферисенче конкурентлӑ специалистсем пулма, ял хуҫалӑх продукцийӗн тухӑҫлӑ производствине йӗркелеме ӗмӗтленекен ҫамрӑксем ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
— Мониторинг ирттернӗ лавккасенче республикӑри тӗрлӗ предприяти хатӗрлекен мӗнпур йышши апат-ҫимӗҫ, пылак ҫимӗҫ, сӗт юр-варӗ, ял ӗҫченӗсем ҫитӗнтерекен пахчаҫимӗҫ, ҫӗрулми, ӗҫмелли шыв, эрех-сӑра, ытти тавар ҫителӗклӗ пуррине хамӑр куҫпа курса ӗнентӗмӗр, — терӗ ял хуҫалӑх министрӗ рейда пӗтӗмлетсе.
Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20
Валерий Павлов, Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи тата Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ май, тӑтӑшах Патшалӑх Думин комитечӗсен ларӑвӗсене хутшӑннӑ, Пӗтӗм Раҫҫейри ял кооператорӗ сен съездӗнче пӗтсе пыракан ялсен шӑпи, квалификациллӗ кадрсем ҫитменни, ялхуҫалӑхне пулӑшу кирли пирки тухса калаҫнӑ.
Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3
Ялта пурӑнса выльӑх усраманни, апат-ҫимӗҫе лавккаран ҫеҫ туянса пурӑнни ял ҫыннине пӗрре те чыс кӳмест.
Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271
2013 ҫулта ял хуҫалӑхне аталантарма ял хуҫалӑх продукчӗсем туса илекенсене патшалӑх 69,99 миллион тенкӗ, ҫав шутра федераци бюджетӗнчен 17,05 миллион тенкӗ парса пулӑшрӗ.
Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271
Кӗрлев ял уявӗ тавра пуҫланнӑ калаҫу вара, шанас килет, республикӑри ытти ял тӑрӑхӗсенче чӑваш чӗлхи пирки аса илме сӑлтав пулӗ.
Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1
Ял уявӗ чӑвашла иртрӗ, ялти артистсем чӑваш юррисене кӑна шӑрантарчӗҫ, — вӗсен хуравӗ Галина Зотовӑннипе тӳр килет (Сидоров Николай пирки кӑна информаци раснарах, анчах кунта вӑл пӗлтерӗшлӗ мар).
Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1
— Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Кӗрлев ялӗнче ял кунӗ иртрӗ.
Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1
Чи хӑрушши вара: ҫак стендсене вырӑсла кӑна хатӗрлени пирки эп каламан пулсан, ни Галина Зотова, ни ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем, ни ял халӑхӗ нимӗнле киревсӗр япала та курманнинче.
Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1
«Уява хатӗрленсе Николай Сидоров ятарлӑ стендсем хатӗрленӗ, кунтах Кӗрлев ял пурнӑҫне, ял историне тата Чӑваш Республикинчи Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ стена хаҫачӗсем. Кӗрлевсем кунти сӑнсемпе хаваспах паллашрӗҫ», — тесе ҫырать автор хыпарӑн тӳрлетмен вариантӗнче.
Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1
Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче эпир Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗ хӑйӗн ял уявне ирттерни пирки пӗлтертӗмӗр.
Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1
Чӑваш йӗлтӗрҫисене ҫул ҫинче вырӑс ялӗн ҫыннисем кашни ял патӗнче вӗри чейпе, юхма икерчӗпе кӗтсе илнӗ.
Ӗҫне кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12
Машинӑна илсе кайнине курма пӗтӗм ял пухӑннӑ тейӗн — кунашкалли ялта халиччен пулман-тӑр.
Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
— Ҫулсене малашне те ҫӗнетӗпӗр, ҫав вӑхӑтрах ял хуҫалӑхне ҫине тӑрсах аталантармалла, ҫамрӑксен ялта пурӑнас килтӗр, — палӑртрӗ М.Игнатьев.
Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Ялта агрономсем, зоотехниксем, ветеринари тухтӑрӗсем ҫитменнине «Хыпар» хаҫат журналисчӗсем редакцие Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗ Андрей Макушев килсен те сӳтсе яврӗҫ.
Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№