Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Паллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Паллӑ (тĕпĕ: паллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Районта уява анлӑн паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эх, ҫӑварни, ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // АНТОНИНА ЕФИМОВА,ВЕРА ШУМИЛОВА,НИКОЛАЙ СМИРНОВ,Таисия Кротова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Амӑшӗ Матрена Степанова паллӑ трактористка пулнӑ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӗсем ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр уйра тракторпа суха тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Республикӑри районсемпе ялсенче те Ҫӑварние эрнипех хаваслӑн паллӑ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫӑварние паллӑ тӑвасси паян та анлӑ сыхланса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Халӗ тин ҫурта юсама ҫукки те паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, паллӑ, никама та ҫӑмӑл пулман.

Куҫарса пулӑш

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Мӗншӗн тесен чир пуҫламӑшӗ кӗтменлӗхсемпе паллӑ, килтен 37 градуспа тухсан та тепӗртакран ӳт температури 40 градуса ҫити хӑвӑрт хӑпарса кайма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Паянхи куна ятарлӑ счет ҫине 43 пин тенкӗ кӗни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Пухӑннисене уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин саламларӗҫ, Раҫҫейри Кино, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ ырӑ та паллӑ ӗҫсемпе савӑнтарасса шаннине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Командӑсем пӗтӗмӗшле миҫе очко пухнине шута илнӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: виҫҫӗмӗш вырӑнта - «Новый путь» кооператив, иккӗмӗшӗ - Тури Выла ялӗн команди, пӗрремӗш вырӑнта Ехремкасси ял тӑрӑхӗн команди.

Куҫарса пулӑш

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Историрен илес пулсан ҫакӑ паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Вӗсем професси уявӗпе пӗрле муниципалитет архивӗ йӗркеленнӗренпе кӑҫал 10 ҫул ҫитнине те паллӑ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Мартӑн 10-мӗшӗнче архив ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Следстви мероприятийӗсене ирттернӗ май пушарта вилнӗ ҫынсем ӗҫкӗпе туслӑ пулни паллӑ.

Как показывает следственная практика, среди погибших много тех, кто дружил с алкоголем.

Эрехе пула - пушар // В.КИРИЛЛОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вӑл чӑваш интеллигенцийӗ хушшинче паллӑ ҫын пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Унӑн малалли шӑпи паллӑ мар.

Его дальнейшая судьба неизвестна.

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫак тӑрӑхри чи паллӑ капиталистсем хӑйсен пуянлӑхӗшӗн кӑна ӑнтӑлман, вырӑнти культура пурнӑҫне аталантарма та, ыркӑмӑллӑх акцийӗсем ирттерме те кӗмӗлне шеллемен.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Шӑп ҫавӑн пек текстсен пуххипе усӑ курса тӗнчери чи паллӑ онлайн куҫаруҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ те.

Именно с такими базами текстов известные мировые онлайновые переводчики и работают.

Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ хута кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11776.html

Ӗмӗт - Раҫҫейри паллӑ вырӑнсене ҫитсе курасси.

Мечта - посетить достопримечательности России.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пӗлтӗр 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ, Чӑваш Енӗн Хисеп грамотине тивӗҫнӗ Чӑвашпотребсоюз - Раҫҫей Центросоюзӗн тытӑмӗнчи организацисем хушшинче яланхи пекех лидерсен йышӗнче.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех