Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлхипе (тĕпĕ: чӗлхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Марье чӗлхипе чаплаттарса илчӗ, ахӑлтатса кулса, Мишка ҫине йӗпе милкепе хӑмсарчӗ.

Марья щелкнула языком и, захохотав, махнула на Мишку смоченной щеткой.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Амӑшӗ ӑна хӑйсен чӗлхипе темскер каларӗ те, вӑл, ҫирӗппӗн ярӑнса утса, алӑк патне пычӗ.

Мать ответила ей что-то на родном языке, и Анна твердой скользящей походкой подошла к двери.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Христоня ун ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхса илчӗ, тӳрех хуравламарӗ: малтан чылайччен чикаркка хутне сурчӑкпа йӗпетсе аппаланчӗ, ӑна вӑкӑрӑнни пек пысӑк та кӑштӑркка чӗлхипе ҫулласа илчӗ, унтан тин, чикарккине ҫавӑрса ҫитернӗ хыҫҫӑн, хулӑн сасӑпа мӗкӗрсе ячӗ:

Христоня сверху вниз поглядел на него, ответил не сразу: сначала долго слюнил бумажку, елозил по ней большим, шершавым, как у быка, языком и, уже скрутив, пробасил:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вӑл сӑмахсем те ҫавах, наука чӗлхипе каланӑ ҫеҫ, — терӗ шикленмесӗр Прохор.

— Те слова — то же самое, только на научной почве, — не моргнув глазом, ответил Прохор.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унтан, пӗкӗ пек авӑнса илсе, юнланса хуралнӑ шӑлне кӑкӑрӗ ҫине сурса пӑрахрӗ, чӗлхипе тутлӑн чаплаттарса илчӗ.

Выгнулся крутой дугой, сплюнул на грудь черные от крови зубы, сладко почмокал языком.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӗтпе хӑналасшӑн ҫак мана; шурӑ кӗҫҫерен йӑваланӑ шӗлепкине хывса хурать те тап-таса нимӗҫ чӗлхипе калать ӗнтӗ: «Ӗҫех, ӗҫ, генерал! Ку сӗт темле чир-чӗртен те сиплӗ», тет.

Он потчует меня молоком и, снимая войлочную белую шляпу, говорит на чистейшем немецком языке: «Кушай, генерал! Это молоко необычайно целебного свойства».

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан ҫӗр ҫине месерле тӑсӑлса выртрӗ те, йывӑрланнӑ пуҫне чул муклашки хыҫне пытарса, типшӗрнӗ чӗлхипе ҫемҫе юра ҫулласа илчӗ.

Он лег плашмя и, пряча за камень затяжелевшую голову, лизнул разом пересохшим языком пушистый завиток снега.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пире чӑваш чӗлхипе вӗрентетчӗ.

Нас учила чувашскому языку.

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Вырӑс чӗлхипе Александр Никифорович Орлов вӗрентетчӗ.

Александр Никифорович Орлов преподавал русский язык.

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Унӑн кӗнекисене СССР-ти тӑванла халӑхсен 50 чӗлхипе ытла вулаҫҫӗ, унсӑр пуҫне вӗсене урӑх ҫӗршывсенче нумай куҫарса кӑларнӑ.

Его книги были переведены более чем на 50 языков народов СССР и других стран.

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Ватӑлса кайнӑ амӑшӗ ун патне хӗрача пек ҫивӗччӗн чупса пычӗ, куҫҫулӗпе шинель петлицисене йӗпетрӗ, унтан ывӑлне алӑран ямасӑр ыталаса, хӑйӗн ватӑ чӗлхипе ҫыхӑнусӑр сӑмахсем чӗвӗлтетме пуҫларӗ, пӑлтӑрта кайса ӳкес мар тесе, алӑкран уртӑнса, асаплӑн кулкаласа, шурса кайнӑ Наталья тӑрать.

Постаревшая мать подбежала с живостью девочки, вымочила слезами петлицы шинели и, неотрывно обнимая сына, лепетала что-то свое, несвязное, не передаваемое словами, а в сенцах — цепляясь за дверь, чтобы не упасть, — стояла побледневшая Наталья.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑвакарнӑ генерал, хисеплӗн йӑл кулса, императорское высочествӑна акӑлчан чӗлхипе темӗн каласа пачӗ.

Седой генерал, почтительно улыбаясь, на английском языке что-то доложил их императорскому высочеству.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл усӑк тутине нимӗн ӑнланайман пек усса ячӗ те, хӑйпе пӗрле ҫӳрекен кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ генерал енне ҫаврӑнса, акӑлчан чӗлхипе темӗн каларӗ.

Особа, недоуменно свесив брюзглую губу, повернулась к сопутствовавшему ей седому генералу с фразой на английском языке.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эп сан патна килтӗм, Аксинья… — терӗ вӑл, ҫилпе кушӑрхаса кайнӑ тути хӗррине типӗ чӗлхипе ҫуласа илсе.

— Я к тебе, Аксинья… — сказала она, облизывая обветрившиеся губы сухим языком.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сирӗнтен кам курнӑ, господа? — ыйтрӗ есаул Атаманчуков, акӑлчансем евӗр касса тикӗсленӗ хӗрлӗ мӑйӑхсем ҫинчен аш консерви турамӗсене чӗлхипе ҫуласа илсе.

Кто из вас видел, господа? — спросил есаул Атаманчуков, слизывая с рыжих, подстриженных по-английски усов крошки мясных консервов.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл Родзянкопа пӗрле килетчӗ, ман умран иртнӗ чух, йӑл кулса илсе, куҫӗпе ман ҫине тӗллесе кӑтартрӗ те акӑлчан чӗлхипе ҫапла каларӗ:

Он шел с Родзянко и, проходя мимо меня, улыбнулся, указывая на меня глазами, сказал по-английски:

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Итлӗр-ха, — терӗ вӑл мана, — эсир Тургенев геройӗсен чӗлхипе калаҫма пуҫларӑр.

Она сказала: — Слушайте, вы заговорили языком тургеневских героев.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫулатӑп та, — ответлерӗ поляк, кӑшласа пӗтернӗ мундштук вӗҫне чӗлхипе хыпашлакаласа тата пӗр пӳрнине пиҫиххи хушшинчен кӑларса.

— Косю, — ответил поляк, заплетая языком за обгрызенный мундштук, и выпростал один палец из-за пояса.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӗҫ акӑ мӗнре: «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» симпозиум ӗҫленӗ вӑхӑтра Минскра, «Я.Колас ячӗллӗ полиграфкомбинат» издательствӑра, беларуҫ чӗлхипе унӑн «Вершы простые мае…» (Ман ансат сӑввӑмсем…) поэзи пуххи кун ҫути курнӑ.

Дело в том, что буквально во время работы симпозиума «Писатель и время» в Минске, в издательстве «Полиграфкомбинат имени Я.Коласа», на белорусском языке увидел свет его поэтический сборник «Вершы простые мае…» (Стихи простые мои…).

Валери Туркай сӑввисене беларуҫ чӗлхипе куҫарса кӑларнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24345.html

Каҫ пулсанах вара чӳрече питӗркӗчӗсене шаклаттарса антараҫҫӗ, сӑнчӑрти йыттисене вӗҫерсе яраҫҫӗ, вара чӗмсӗр хутор тӑрӑх каҫхи хуралҫӑн шӑтӑрнакӗ кӑна хӑйӗн йывӑҫ чӗлхипе шӑкӑртатса витлешет.

С вечера, если не шли в гости, зачековывали болты, спускали с привязи цепных собак, и по немому хутору тарахтела лишь деревянным языком стукотушка ночного сторожа.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех