Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пикенчӗ (тĕпĕ: пикен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ… эсӗ ан кулян, анне! — хаваслантарма пикенчӗ вӑл карчӑка.

Ты… ты, мама, не горюй! — бодрил он старуху.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗре шӑм-шаклӑ ланд-штурмист ҫур ҫухрӑма яхӑн ӑна ҫурӑмӗ ҫинче ҫӗклесе кайрӗ; Мишка тӑна кӗрсе ҫитрӗ те, ӑша юн капланса тулнипе антӑхса кайнӑскер, меллӗреххӗн сывлӑш ҫавӑрма пикенчӗ, унтан, мӗн пур вӑйне пухса, ытлашши мекеҫленмесӗрех нимӗҫ ҫурӑмӗ ҫинчен вӗҫерӗнсе тарчӗ.

С полверсты его тащил на себе плотный ландштурмист; Мишка очнулся, почувствовал, что захлебывается кровью, передохнул и, собравшись с силами, без особого труда сорвался со спины немца.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсем ӗненӳсӗр тухасран сехӗрленсе, пуҫӗнче темле пысӑк та йывӑр сӑмахсен катрамӗсене ухтарчӗ, ҫав сӑмахсемпе казаксен ӑс-тӑнӗнчи иккӗленчӗк шухӑшсене аркатса тӗпретме пикенчӗ

 Ужасался неубедительности приводимых доводов, мучительно шарил в голове, разыскивал какие-то большие, тяжелые глыбы слов, чтобы ломать ими, крушить…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аллине карттус сӑмси патне илсе пырса, нӳрелнӗ куҫӗсене пӗр тӑтӑш мӑчлаттарса, Листницкий хӑйӗн тутисем сиксе чӗтренине ирттерсе яма пикенчӗ, — пултараймарӗ.

Приложив ладонь к козырьку фуражки, моргая увлажненными глазами, он пытался, но не мог унять неудержную дрожь губ.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хула пурнӑҫӗнчен ютшӑнма ӗлкӗрнӗ Листницкий кулнӑ сасӑсене, автомобильсем кӑшкӑртнине, хаҫат сутакансем ҫухӑрашнине — хулара пин-пин сасӑллӑн янлакан мӗн пур шӑв-шава савӑнӑҫлӑн итлесе утрӗ, ҫав яка тумланнӑ ҫынсен ушкӑнне хӑйӗншӗн ҫывӑха хунӑ ҫӗртенех иккӗленчӗк шухӑшсен чӑлханчӑк ҫиппине салтса яма пикенчӗ:

Листницкий, отвыкшей за годы войны от города, с радостным удовлетворением впитывал в себя разноголосый гул, перевитый смехом, автомобильными гудками, криком газетчиков, и, чувствуя себя в этой толпе прилично одетых, сытых людей своим, близким, все же думал:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Утне тепӗр хут таканлаттарасси ҫинчен калаҫса татӑлас тесе, Петро уттине хӑвӑртлатма пикенчӗ.

Он ускорил шаги с целью переговорить относительно перековки коня.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, пуҫне пӑркаласа, мӑйне Дарья ытамӗнчен вӗҫертме пикенчӗ, анчах кинӗ ӑна хӑйӗн пичӗ ҫумне тата хытӑрах пӑчӑртарӗ, сухалӗ ҫине вӗри тутипе пашкаса сывласа, кула-кула, темӗн пӑшӑлтатса каларӗ.

Вертя головой, он попытался освободить шею от Дарьиных рук, но она притягивала его голову к своему лицу все сильнее, дышала в бороду ему горячим ртом, смеясь, что-то шепча.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Илӗр халь… — тӳрре тухма пикенчӗ Наталья, сӑнӗпе шурса.

Возьмите… — бледнея, оправдывалась Наталья.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий путмар сакки ҫине пырса ӳпӗнчӗ те аса илӗвӗсенче каллех хӑй тап-таса тухнӑ, анчах вӑхӑт шӑлса питӗрнӗ пурнӑҫ сукмакӗсем тӑрӑх аташса ҫӳреме пикенчӗ.

Григорий упал на нары, хотел еще блуждать в воспоминаниях по исхоженным, заросшим давностью тропам.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑрушсӑртарах вырӑна тарса тухсан, Иван Алексеевич снаряд хуҫса антарнӑ хыр йывӑҫҫи айне тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ, сывлӑш ҫавӑрма пикенчӗ; ҫавӑн чух курчӗ те вӑл хӑй патнелле утса килекен Гаврил Лиховидова.

Выбежав на безопасное место, Иван Алексеевич упал под сломленной снарядом сосной, отдышался и тут увидел подходившего к нему Гаврилу Лиховидова.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, суранланса юнӑхнӑ, ҫилӗпе урса кайнӑ питне нӗрсӗрлентерсе ури ҫине сиксе тӑчӗ, Григорие хирӗҫ тытма пикенчӗ, анчах лешӗ, каялла чакса, ӑна алӑ сыппинчен туртса ҫапрӗ те сылтӑм аллине нимӗн хускалми туса хучӗ.

Он вскочил с лицом, обезображенным подтеками и яростью, пробовал защищаться, но Григорий, отступая, ударом в кисть, парализовал ему правую руку.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл ӗҫпе хытнӑ пысӑк аллисене лаштах усрӗ те чарӑнчӗ; хашкаса сывласа, сусӑрланнӑ мӑйне тӳрлетме пикенчӗ, анчах тӳрлетеймерӗ, ҫавӑнпа вӑл таҫта аяккалла пӑхнӑ пек туйӑнчӗ.

Она остановилась, безжизненно уронив большие рабочие руки, сапно дыша, пыталась и не могла выпрямить изуродованную шею; оттого казалось, что смотрит она куда-то в сторону.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Просекӑна тухрӑмӑр та, вӑл тӳрех тарма пикенчӗ

— Выехали на просеку, он и ахнул…

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аслӑ урядник, мӑшкӑлласа Трундалей тесе ят панӑскер, пирӗн йывӑрланнӑ кӑмӑлсене ҫӗклентерме пикенчӗ, путсӗр халап каласа пачӗ, анчах та хӑйӗн тутисем чӗтресе кӑна тӑчӗҫ…

Старший урядник, Трундалей по прозвищу, пытался поднять наше упавшее настроение, рассказывал похабный анекдот, а у самого губы дрожали…

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл нимӗн те ӑнланмӑш пулса итлесе ларчӗ, калаҫӑва урӑх майлӑ пӑрса яма пикенчӗ.

Делала вид, что не понимает, и пыталась свести разговор на другие рельсы.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иванков хӑйне хӑй алла илчӗ те хӑй ҫине тапӑнса килекен вӑрӑм питлӗ шуранка драгуна темиҫе хутчен пуҫӗнчен касма пикенчӗ, анчах кашни касмассеренех хӗҫӗ нимӗҫ пуҫӗ ҫинчи хурҫӑ каска хӗррине ҫите-ҫите ҫапӑнать те аяккалла ывтӑнса каять.

Овладев собой, Иванков несколько раз пытался поразить наседавшего на него длиннолицего белесого драгуна в голову, но шашка падала на стальные боковые пластинки каски, соскальзывала.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӑмахӗсене кирлӗ пек йӗркелентерсе, наци мӑнаҫлӑхӗн сисӗмне ҫулӑмлантарса яма пикенчӗ.

Расстанавливая в необходимом порядке слова, пытался подпалить чувство национальной гордости.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, ҫӑмлӑ ут ҫиттин йывӑр шӑршипе чыхланса кайса, кӑшкӑрма пикенчӗ, урисемпе вите пӳлӗмӗн хӑмисене такӑртаттарма пуҫларӗ.

Давясь вонючей шерстью попоны, Григорий пробовал кричать, бил ногами в перегородку.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астуса илме пикенчӗ Григорий ҫав хыҫа юлнӑ ҫул епле иккенне, анчах та ун пуҫне нимӗн те шутлӑн йӗркеленсе вырнаҫмарӗ; станцӑсен хӗрлӗ ҫурчӗсем, лӑкӑш-лакӑш урай айӗнче тӑкӑлтатса пыракан вагон ураписем, ут тислӗкӗпе утӑ шӑрши, пӑравус айӗнчен нимӗн татти-сыпписӗр ҫип пек тӑсӑлса тухакан рельсӑсем, ҫула май вагон алӑкӗсенчен явӑнкаласа кӗркелекен кӑвак тӗтӗм, перрон ҫинче тӑракан жандармӑн пысӑк мӑйӑхлӑ шыҫмак пичӗ, — те Воронежра курнӑччӗ ӑна, те Киевра…

Пытался Григорий вспомнить оставшийся позади путь, ничего связного не выходило; красные станционные постройки, татакающие под шатким полом колеса вагонов, запах конских испражнений и сена, бесконечные нити рельсов, стекавшие из-под паровоза, дым, мимоходом заглядывавший в дверки вагонов, усатая рожа жандарма на перроне не то в Воронеже, не то в Киеве…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Штокман ӑна аллипе сӗлтме пикенчӗ, анчах шатра питлӗ сиделец ӑна чарчӗ.

Штокман хотел помахать ей рукой, но рябой сиделец его остановил.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех