Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

амӑшӗ (тĕпĕ: амӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнпе те пулин вит-ха, — терӗ амӑшӗ.

Накрой чем-нибудь, — попросила Катерина.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗпкуҫ ҫути каҫ тӗттӗмне шӗветет, амӑшӗ, шӑнасран витӗнкӗҫпе витӗнсе вырӑн ҫинче выртать, кӳршӗ арӑмӗ унӑн ури вӗҫӗнче, Татьяна Родионовнӑна элеклесе ларать.

Острый коготок коптилки царапал темноту, мать лежала в постели, зябко кутаясь в одеяло, соседка сидела у нее в ногах и жаловалась на Татьяну Родионовну.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта унӑн ашшӗ пурӑннӑ, халӗ амӑшӗ ӗҫлет.

Здесь жил его отец, сейчас трудится мать.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тимкӑсен, ав, тӑван амӑшӗ пулин те хушӑран ҫапкаласа илет.

Вон у Тимки родная мать, а спуску не дает.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апла амӑшӗ вӑл тухса кайма хатӗрленнине пӗлет иккен, апла чарасшӑн мар иккен.

Так, значит, мать знает о его сборах и не хочет его останавливать.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эх, Саня, аптраса ҫитрӗм эпӗ! — ҫакна ҫеҫ каларӗ амӑшӗ.

— Ох, Саня, перемучилась я! — только и нашлась сказать мать.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Амӑшӗ ӗне сумалли витре йӑтса тухрӗ те ӗне ҫилли умне чӗркуҫленсе ларчӗ.

Мать вышла к ней с подойником и присела на корточки около тяжелого теплого вымени.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иртнӗ кунсем, пӳскелле выляни, тӗшӗрсе тӑкнӑ тулӑ, пуху, пурте, амӑшӗ «намӑса кӗртрӗ вӑл пире, Коншаксене» тени те асне килчӗҫ.

В памяти оживали все события последних дней: игра в лапту, помятая пшеница, собрание, слова матери: «Осрамил он нас, Коншаковых».

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька хӑй амӑшӗ ачасемпе крыльца ҫинче калаҫса тӑнине те асӑрхарӗ.

Потом на крыльце мать долго разговаривала с ребятами.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Амӑшӗ, Феня, Никитка ҫенӗх урлӑ ҫав тери асӑрханса ҫӳреҫҫӗ.

Осторожно ступали через сени мать, Феня, Никитка.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Амӑшӗ те унӑн пӗтӗм вӑйне хурать…

И мать его старается…

29-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька теплерен пӗрре ҫеҫ, амӑшӗ хӑйӗн хӗрне мӗн каланине илтсе юлчӗ.

И только один раз Санька услышал, как она ответила на какой-то вопрос дочери.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Амӑшӗ сӗтел хушшине Феньӑпа пӗрле кӗрсе ларчӗ.

Мать села за стол вдвоем с Феней.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Феньӑпа амӑшӗ килте ҫук, ҫавӑнпа та Санькӑна майлашма никам та кансӗрлемерӗ.

Фени и матери дома не было, и Санькиным сборам никто не мешал.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Амӑшӗ, минтер ҫинчен пуҫне ҫӗклесе, ун ҫинелле пӑхса выртать.

Приподняв с подушки голову, на него смотрела мать.

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чи пысӑк кӑмпана вӑл, кӑпӑшка шӗлепки айккинелле чалӑшнӑскерне, «асатте» тесе ят парать, пӗчӗкреххисене «ашшӗпе амӑшӗ», ҫамрӑккисене, шуррисене, чул пек ҫирӗпписене «мӑнукӗсем», — тет.

Самый большой гриб с рыхлой накренившейся шляпкой она назвала «дедушкой», поменьше — «отцом и матерью», а молодые, белесые и твердые, как камушки, — «внучатами».

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Председатель патне ҫитнӗ иккен, ӑна каласа кӑтартнӑ ӗнтӗ, — шухӑшларӗ Санька амӑшӗ пирки, — пирӗн пурте йӗркеллӗ тет пулӗ-ха. Пӗлсенччӗ хуть»…

«К председателю сбегала, нажаловалась, — с обидой подумал Санька про мать. — Думает, все по-хорошему у нас. А вот знала бы…»

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Санька пиҫиххине хыттӑн туртса ҫыхрӗ, пилоткине ҫамки ҫинех антарса лартрӗ, сасартӑк амӑшӗ хӑй ҫине тинкерсе пӑхнине сиссе, каялла ҫаврӑнчӗ те: — Мӗн пӑхатӑн?

— Санька туго затянулся ремешком, лихо заломил на висок пилотку и вдруг, почувствовав пристальный взгляд матери, оглянулся: — Что ты смотришь?

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Эсӗ-и ку, кӑмпа патши», мӑкӑртатса ыйтатчӗ амӑшӗ.

«Это ты, грибник-лесовик? — ворчливо спрашивала мать.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирхине ӗне сума кайсан, амӑшӗ карта алӑкне уҫнӑ, вара кантӑра туртӑннӑ та ҫенӗхри витре урайне кӗмсӗртетсе персе аннӑ.

Утром, выйдя доить корову, мать открыла дверцу, веревка натянулась, ведро с грохотом полетело на пол.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех