Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Ҫавӑншӑн мӑйкӑча ҫакланнӑ та эсӗ, пӗр кӗтмен ҫӗртен сана сехмет ҫапса хуҫнӑ: 11. ҫак сӗмлӗхре эсӗ нимӗн те курмастӑн, сана шывсем хупласа хунӑ.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӑрттӑн ун валли ҫӗр ҫине сӑпӑ хунӑ, ҫӳрес ҫулӗ ҫине тапӑ лартнӑ.10. Скрытно разложены по земле силки для него и западни на дороге.
Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ чӗнӗттӗн те, эпӗ Сана хурав панӑ пулӑттӑм, Эсӗ вара Хӑвӑн аллу пултарнӑскере кӑмӑл курӑттӑн: 16. халӗ Эсӗ манӑн утӑма шутласа тӑратӑн, ун чухне ҫылӑхӑмсене сыхлама пӑрахӑттӑн; 17. манӑн ҫылӑхсене хутаҫа чиксе ҫиеле пичет хунӑ пулӑттӑн, манӑн айӑпа Эсӗ ҫапла хупнӑ пулӑттӑн.
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ах, Эсӗ мана Хӑвӑн ҫиллӳ иртиччен ҫӗр тӗпӗнче пытарса тӑринччӗ, маншӑн картса хунӑ вӑхӑту иртсессӗн мана аса илинччӗ!
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иов ҫапла хуравласа каланӑ: 2. ах, эпӗ йӗнине тӗрӗс виҫейнӗ пулсанччӗ, куҫҫулӗмпе пӗрле тараса ҫине асапӑма та хунӑ пулсанччӗ!
Иов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, — патша хушӑвне пурӑнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ кун, иудейсене тӑшманӗсем пӑхӑнтарма шутласа хунӑ кун, — пачах урӑхла пулса тухнӑ, иудейсем хӑйсем ҫӗнтернӗ, пӗтӗм тӑшманне парӑнтарнӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патша ӗнтӗ аллинчи ылтӑн туйине Эсфирь енне тӑснӑ, Эсфирь пынӑ та туя вӗҫне сӗртӗннӗ, [патша вара туйине ун мӑйӗ ҫине хунӑ та Эсфире чуптуса: кала мана, тенӗ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫак хушу саккунпа танах шутланнӑ, ҫавӑнпа та, пурте палӑртса хунӑ куна хатӗрленсе тӑччӑр тесе, ӑна ҫырса илсе кашни ҫӗре, кашни халӑха пӗлтерсе тухмалла пулнӑ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун ашшӗ-амӑшӗ вилсен Мардохей ӑна, хӑй патне илсе, тӑван хӗрӗ вырӑнне хунӑ.И по смерти отца ее и матери ее, Мардохей взял ее к себе вместо дочери.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара вӑл тӑнӑ та хӳхӗм тум тӑхӑнса, пӗтӗм эрешне ҫакса хитреленнӗ; акӑ унӑн хӗрарӑм тарҫи ҫитнӗ, вӑл Олоферн умне, ҫӗре, Иудифь валли кавирсем сарса хунӑ, ҫав кавирсене ӑна Вагой куллен вӗсем ҫинче ларса апатланма панӑ пулнӑ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан хӑйӗн хӗрарӑм тарҫине эрех тултарнӑ такмак, пӗр савӑт ҫу тыттарнӑ, хутаҫҫине ҫӑнӑх, типӗтнӗ улма-ҫырла тата таса ҫӑкӑрсем чикнӗ, ҫак апат-ҫимӗҫе чӗркесе тарҫин хул-ҫурӑмӗ ҫине хунӑ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израильри кашни ар, кашни арӑм, пӗтӗм ачи-пӑчи, Иерусалимра пурӑнакан кашни ҫын, Турӑ Ҫурчӗ умне ӳксе, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, Турӑ умне хӑйӗн хуйхӑ тумтирне сарса хунӑ, 12. парне паракан вырӑна та хуйхӑ тумӗпе витнӗ, пурте пӗтӗм чун хавалӗпе Израиль Туррине тилмӗрсе йӑлӑннӑ, Вӑл ачасене туртса илме ан патӑрччӗ, арӑмсене тӑшман тупӑшӗ ан тутӑрччӗ, еткер хуласене ҫаратма-аркатма, таса япаласене мӑшкӑллама-ирсӗрлетме ан патӑрччӗ, суя тӗнпе пурӑнакансен савӑнмалла ан пултӑрччӗ тесе тархасланӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫакӑн ҫинчен вӗсем Самари, Кони ҫӗрӗсене тата Ветерона, тата Вельмень ҫӗрне, тата Иерихонпа Хова хулисене, тата Есора ҫӗрне, тата Салим айлӑмне хыпар янӑ, 5. вӗсем пур ҫӳллӗ тусен тӑррисене йышӑннӑ, унта вырӑнаҫнӑ ялсем тавра хӳме ҫавӑрнӑ, нумай пулмасть ҫеҫ тырпул вырса пуҫтарнӑскерсем, пулас вӑрҫа шута илсе, тырӑ хатӗрлесе хунӑ, 6. аслӑ священник Иоаким вара, ҫав вӑхӑтра Иерусалимра пулнӑскер, Ветилуя халӑхне тата Дофаим ҫывӑхӗнчи айлӑмӑн мал енче ларакан Ездрилон хулине хирӗҫ вырӑнаҫнӑ Ветомесфем халӑхне хут ҫырса янӑ — 7. вӗсене ту-сӑртлӑ ҫӗршыва хӑпармалли вырӑнсене йышӑнма хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иудея ҫӗрне ҫавӑнтан кӗрсе ҫӳренӗ, ҫулӗ вара икӗ ҫын иртмелле мар хӗсӗк пулнӑ, ҫавӑнпа унта кӗме тӑракансене ҫӑмӑлах тытса чарма пултарнӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах та ҫак ҫӗрсенче пурӑнакансем Ассири патшийӗн Навуходоносорӑн сӑмахне хисепе хуман, унпа пӗрле тухма пуҫтарӑнман, мӗншӗн тесессӗн вӗсем унран хӑраман, вӗсем ӑна хӑйсем хушшинчи ҫын вырӑнне ҫеҫ хунӑ: унӑн элчисене вӗсем хисепе хумасӑр пушӑ алӑпа кӑларса янӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манассия мӗскӗнсене пулӑшнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне тытма карса хунӑ вилӗм танатинчен хӑтӑлнӑ; Аман вара танатана ҫакланчӗ те — пӗтрӗ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Рагуил вара ҫав хушӑра тӑрса тухса виле шӑтӑкӗ алтса хунӑ, 10. вӑл ӗнтӗ: «ку та вилсе выртман-ши?» тесе шухӑшланӑ.Между тем Рагуил встав пошел и выкопал могилу, 10. говоря: не умер ли и этот?
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Товия вара ҫул ҫине мӗн кирлине хатӗрлесе хунӑ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах ушкӑнӑмӑр йышлӑ, вӑхӑчӗ те хӗллехи вӑхӑт, эпир уҫӑ ҫӗрте тӑма пултараймастпӑр, ӗҫӗ вара пӗр-ик кун хушшинчех тумалли ӗҫ мар, мӗншӗн тесессӗн эпир ку ӗҫре ытла та ҫылӑха кӗрсе пӗтрӗмӗр; 12. ҫавӑнпа та ушкӑн пуҫлӑхӗсене лартса тухмалла, вара пирӗн ялсенче пурӑнакансем, ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем, палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫакӑнта 13. ҫав ялсен аслӑ ҫыннисемпе, тӳрисемпе килччӗр — ӗнтӗ ҫак ӗҫе пула хыпса илнӗ Турӑ ҫилли пирӗнтен сирӗлинччӗ, тенӗ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Унпа пӗрле Финеес ывӑлӗ Елеазар пулчӗ; ҫавӑн пекех Иисус ывӑлӗ Иосавдос, Саванн ывӑлӗ Моеф тата левитсем пулчӗҫ; пурне те шута илсе, виҫсе патӑмӑр; пурин виҫине те ҫавӑн чухнех ҫырса хунӑ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ездра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе ӳкӗчӗсенчен нимӗн те манса хӑварас мар, пӗтӗм Израиле Турӑ хунӑ йӗркесене, тӳрӗлӗхе вӗрентес тесе чунтан-вартан тӑрӑшнӑ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.