Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе хӑтар мана, ирӗке кӑлар мана; хӑлхуна тайса итле мана, ҫӑл мана.2. По правде Твоей избавь меня и освободи меня; приклони ухо Твое ко мне и спаси меня.
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, илтсем мана: Эсӗ ырӑ кӑмӑллӑ; иксӗлми ырӑлӑхупа хӗрхенсе пӑхсам ман ҫине; 18. Хӑвӑн сӑнна чурунтан ан пытарсамччӗ: эпӗ хуйхӑратӑп; часрах илтсем мана; 19. чунӑм патне ҫывӑхарсам, хӑтарсам ӑна; тӑшманӑмсене кура ҫӑл мана.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑҫӑм! тӑшманӑмсенчен хӑтарсам мана, хама тапӑнакансенчен хӳтӗлесем мана; 3. йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансенчен хӑтар мана; юнӑҫлӑ ҫынсенчен ҫӑл мана: 4. акӑ вӗсем манӑн чунӑма сыхласа тӑраҫҫӗ; мана хирӗҫ вӑйлисем пуҫтарӑнаҫҫӗ: усал ӗҫӗмшӗн мар, Ҫӳлхуҫамӑм, ҫылӑхӑмшӑн та мар, 5. айӑпӑм ҫук ҫӗртех пухӑнаҫҫӗ, вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленеҫҫӗ; мана пулӑшма тӑрсамччӗ, курсамччӗ.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй Турӑ, Хӑвӑн халӑхна ҫӑл, Хӑвӑн еткерлӗхне пиллӗх пар; пӑхса усра вӗсене, ӗмӗрех ҫӗклентер вӗсене!9. Спаси народ Твой и благослови наследие Твое; паси их и возвышай их во веки!
Пс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗчӗк ҫӑл юханшыв пулса тӑнӑччӗ, ҫутӑ та, хӗвел те, тулӑх шыв та пурччӗ унта: юханшывӗ Эсфире пӗлтерет, патша ӑна, суйласа илсе, патша майри турӗ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иудифь вара вӗсен тапӑрӗнче виҫӗ кун пурӑннӑ, кашни каҫ Ветилуя айлӑмне тухса тапӑр ҫывӑхӗнчи ҫӑл шывӗпе ҫӑвӑннӑ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ветилуя ҫывӑхӗнчи айлӑмра ҫӑл патӗнче чарӑнса тӑрсан, ҫав ҫарӑн сарлакӑшӗ Дофаимран пуҫласа Велфема ҫити, тӑршшӗ Ветилуяран пуҫласа Ездрилона хирӗҫ ларакан Киамон хулине ҫити тӑсӑлнӑ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Элчӳсем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, эпӗ унӑн чи инҫетри кӗтессине, ытарайми йывӑҫ пахчине ҫитсе кӗтӗм; 24. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, ют шыва ӗҫрӗм, хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене, хӗрӗх икӗ ҫынна, чӗрӗллех ярса тытнӑ та Беф-Екедри ҫӑл патӗнче чиксе пӑрахнӑ; вӗсенчен пӗри те чӗрӗ юлайман.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Соломон тинӗс туса ун чаракӗсене ларттарнӑ, пысӑк мунча туса лартнӑ, юпасем лартнӑ, картишӗнче ҫӑл кӑларттарнӑ, пӑхӑр тинӗс тутарнӑ, тӗреклӗлетсе кермен тунӑ, Давид хулине ҫирӗплетнӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кӗтӳсене ҫӑл патне хӑваласа килекенсем хушшинче те, ҫавӑнта та Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлаччӑр, Израиль ҫулпуҫӗсене мухтаса юрлаччӑр! Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа халӑхӗ хапха умне тухнӑ.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Меррӑран кайсассӑн, Елим текен вырӑна ҫитнӗ; унта вуникӗ ҫӑл [пулнӑ], ҫитмӗл финик йывӑҫӗ ӳснӗ, вӗсем ҫавӑнта тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫыннӑн юхса тухаканни чарӑнсассӑн, унӑн хӑйне тасатмашкӑн ҫичӗ кун картса хумалла, хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, ӳт-тирне ҫӑл шывӗпе ҫумалла, вара таса пулӗ; 14. саккӑрмӗш кунне вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илӗ те, Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна пырса, вӗсене священника парӗ; 15. священник ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ, юхса ҫӳренинчен священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑпах ҫак Ана ӗнтӗ Цивеонӑн, хӑйӗн ашшӗн, ашакӗсене кӗтсе ҫӳренӗ чухне пушхирте ӑшӑ шывлӑ ҫӑл тупнӑ.Это тот Ана, который нашел теплые воды в пустыне, когда пас ослов Цивеона, отца своего.
Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Хам ӑшӑмра ҫакна каласа та пӗтереймерӗм, акӑ Ревекка тухрӗ: хулпуҫҫийӗ ҫине кӑкшӑмне лартнӑ, вӑл ҫӑл патне пычӗ те шыв ӑсса илчӗ; эпӗ ӑна: мана ӗҫтерсем, терӗм.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ килнӗ ҫула Эсӗ ӑнӑҫлӑ тӑватӑн пулсассӑн, 43. акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, [хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ,] шыв ӑсма тухакан пӗр хӗрне эпӗ: кӑкшӑмунтан мана кӑштах шыв ӗҫтерсемччӗ, тейӗп, 44. «хӑв та ӗҫ, эпӗ тата санӑн тӗвӳсене те ӑсса парӑп» тесе калакан хӗр манӑн хуҫамӑн ывӑлӗ валли [Хӑйӗн Исаак чури валли] Ҫӳлхуҫа тупса хунӑ хӗр пулӗ; [Эсӗ манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тунине эпӗ ҫавӑнтан пӗлӗп], терӗм.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Эпӗ паян ҫӑл патне ҫитрӗм те каларӑм: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри!42. И пришел я ныне к источнику, и сказал: Господи, Боже господина моего Авраама!
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вӑл, йӑмӑкӗн хӑлха алкине, аллисене тӑхӑннӑ сулӑсене курсассӑн, Ревекка, хӑйӗн йӑмӑкӗ, мӗн каланине: ҫак ҫын манпала ҫапла калаҫрӗ тенӗ сӑмахсене илтсессӗн, ҫав ҫын патне пынӑ — акӑ вӑл тӗвисем патӗнче ҫӑл умӗнче тӑрать; 31. Лаван [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа пилленӗскер, кӗрсем ман патӑма! мӗншӗн тулта тӑратӑн? эпӗ пӳрт те, тӗвӳсем валли вырӑн та хатӗрлесе хутӑм, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лаван ҫав ҫын патне, ҫӑл патне, чупса кайнӑ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫапла Месопотамие, Нахор хулине тухса кайнӑ; 11. хӗрарӑмсем шыв ӑсма тухнӑ вӑхӑтра, каҫалапа, вӑл тӗвисене хула тулашне, шыв пусси патне, чарса тӑратнӑ та 12. каланӑ: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! ҫав хӗре паян мана хирӗҫ кӑларсам, манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тусам; 13. акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ; 14. эпӗ пӗр хӗрне: кӑкшӑмна тайӑлтар-ха, эпӗ шыв ӗҫем, тейӗп; вӑл [мана]: ӗҫ, эпӗ санӑн тӗвӳсене те [тӑраничченех] шӑварӑп, тейӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.