Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑмӗ (тĕпĕ: ҫурӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫӗкленмӗҫ-ши вара?» — самантлӑха шухӑшласа илчӗ комиссар, анчах ҫак вӑхӑтрах унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче пӗр харӑс хӑватлӑн «урра» кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ, вара ӑна хӑйӗн хулпуҫҫисем ҫӗр пӑт туртакан йывӑрлӑхран хӑтӑлнӑн туйӑнчӗ.

«Неужели не поднимутся?» — мелькнуло в голове у комиссара, но в это время за его спиной раздалось дружное громкое «ура», и он почувствовал, что стопудовая тяжесть свалилась у него с плеч.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ сасартӑк ыратса кайнипе унӑн пуҫӗ ҫаврӑнма тытӑнчӗ те, вӑл ҫурӑмӗ ҫине тӳнсе кайрӗ.

От боли, пронзившей вдруг все тело, у него закружилась голова, он повалился на спину.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫурӑмӗ хыҫӗнче унӑн икӗ карабин ҫакӑнса тӑрать: хӑйӗн тата бригада командирӗн.

За плечом у него висело два карабина: свой и командира.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Павлин ҫурӑмӗ хыҫӗнче, хыҫсӑр пукан ҫинче, ҫула тухса кайма пӗтӗмӗшпех хатӗрленсе ҫитнӗ Соколов ларать.

За его спиной сидел на табуретке уже собравшийся в дорогу Соколов.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Комбайнерша мостик ҫинче тӑнине, унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче тутӑр вӗлкӗшнине пӑхма илемлӗ…

И красиво, когда комбайнёрша стоит на мостике, а платок вьется за спиной…

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Чаплӑ «шантене» кишӗрпе «цитауский» сухан унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче выртнӑ.

Великолепная морковь «шантене» и лук «цитаусский» лежали за ее спиной.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тӗттӗмре Валерие унӑн ҫурӑмӗ кӑна курӑнать.

В темноте Валерию была видна только спина этого бойца.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче сунарҫӑсен икӗ кӗпҫеллӗ пӑшалӗ питӗ тӑп-тӑп ҫакӑнса тӑрать.

За плечом у него ловко и привычно висела охотничья двустволка.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл ҫаврӑнчӗ те хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче, тенкел ҫинче ларакан Драницына куҫӗпе шыраса тупрӗ.

Он обернулся, отыскивая взглядом Драницына, сидевшего за его спиной на лавке.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Цехра, завод картишӗнче те, унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче, ҫав-ҫавах «Интернационал» юрлани илтӗнет.

В цеху и на заводском дворе за его спиной еще раздавалось пение «Интернационала».

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Каллех ҫӗр каҫах суд тӑваҫҫӗ ӗнтӗ, — илтрӗ Маринкин, хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнчен тахӑшӗн сассине.

— Опять всю ночь судить будут, — услыхал Маринкин за своей спиной чей-то голос.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫак тарҫӑсем улпучӗсен ҫурӑмӗ хыҫӗнче вӗсен ӗҫӗсем ҫинчен сӑмах ҫаптарнипех вӑхӑта ирттереҫҫӗ».

Которые за спиной своих господ только и занимаются тем, что обсуждают их поступки».

9 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӗсен ҫурӑмӗ хыҫӗнче эпир халӗ Архангельскра тӳссе пурӑнакан мӗнпур дипломатилле сволочьсем пытанса лараҫҫӗ.

За их спиной прячется вся эта дипломатическая сволочь, которую мы терпим в Архангельске.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Зенькович сӗтел хушшинче ларать, Павлин Виноградов адмирал ҫурӑмӗ хыҫӗнче, ҫаврака тӑрӑллӑ пысӑк чӳрече патӗнче тӑрать.

Зенькович сидел за столом, а Павлин Виноградов стоял за спиной у адмирала возле большого окна с полукруглыми фрамугами.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӑши пӗр самант хушшинче пуҫне мӑйракисем сарлака ҫурӑмӗ ҫине выртмаллах каҫӑртрӗ, талпӑнчӗ, ҫӗрте выртакан туратсем ҫийӗн ҫунатсемпе вӗҫнӗ пек тапса сикрӗ, тӗлӗнмелле инҫене те ҫӑмӑллӑн сике-сике, тӑпӑлнӑ хӑрӑк-харӑк йывӑҫсем ҫинче те путса анмасӑр, шурлӑха та кӗрсе лармасӑр чупса кайрӗ.

Мгновенно лось закинул голову так высоко, что лопасти рогов легли на его широкую спину, оттолкнулся, как на крыльях взлетел над валежником и пошел необыкновенно широкими и легкими прыжками, не проваливаясь в трухлявой древесине, не увязая в болоте.

5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл чупнӑ, тӑнӑ чухне унӑн ҫурӑмӗ ҫине никам та пуҫне хуман.

Когда он бежал и стоял, никто не клал голову на его спину.

5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Авдотья Матвеичӑн сарлака ҫурӑмӗ хыҫне пытанчӗ.

Авдотья укрылась за широкой спиной Матвеевича.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫурӑмӗ хыҫӗнче хӑйӗн купӑс.

Через плечо у него висела гармонь.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Василий ҫурӑмӗ сӑрӑлтатса илчӗ, — вӑл хӑйӗн пӗчӗк те кӑмӑллӑ хӗрлӗ питне курчӗ.

По спине Василия прошел озноб — он увидал свое лицо, маленькое, нежнорозовое, но свое собственное.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пӗр самантлӑха ӑна хӑйӗн полкӗ, тупписемпе, ураписемпе тата кухни-мӗнӗпех хӑйпе килсе, ун ҫурӑмӗ хыҫӗнче тӑнӑ пек туйӑнчӗ.

На миг представилось ему, что весь его полк о орудиями, повозками, кухнями пришел вместе с ним до дому и стоит за его спиной.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех