Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шухӑшсем икӗ тӗрлӗ пулчӗҫ: пӗрисем Одинцова айӑплаҫҫӗ, хӑйӗн юлташне ҫавӑн пек туни ырӑ мар, теҫҫӗ; теприсем Одинцова хӳтӗлеҫҫӗ.
25 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вӑл пур ҫӗрте те хӑйне кирлӗ пек йӗрке туса хучӗ, кухньӑри савӑт-сапасене икке уйӑрчӗ: пӗрисем — «пирӗн», теприсем — «вӗсен».Она во всем навела свои порядки, распределила в кухне все кастрюльки на «ваше» и «наше».
9 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вӗсенчен пӗрисем Мичуринсем пулаҫҫӗ, теприсем Дежнёв пек ҫӗнӗ ҫӗр шырама тухса каяҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсенчен Ломоносовсем ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ, тӑваттӑмӗшӗсем килӗсенчен тухмасӑр, ҫӗнӗ ҫӗрсем шырамасӑр тата походсене каймасӑр, ҫап-ҫара чул тусене пурӑнма юрӑхлӑ тӑваҫҫӗ, вӗсене мӑнукӗсем тата манукӗсен ачисем валли хатӗрлеҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӗсенчен пӗрисем хӑйсене врачсем тенӗ, теприсем, сӑпайлӑн, — студент-медиксем, виҫҫӗмӗшӗсем санитар-носильщиксем пулма килӗшнӗ, тӑваттӑмӗшӗсем пурӗ те врачсен тӑванӗсем кӑна пулнӑ, ҫавсем хушшинчен чӑн-чӑн врача тупса, ун ҫумне хамӑрӑн медицина сестрине лартсан тата ҫав кахалсен шавлӑ та, ытлашши шанма ҫук ушкӑнӗ ҫумне чӑн-чӑн врача ҫирӗплетсе парсан, тепӗр икӗ сехетрен Александра Ивановнӑн ҫӗр айӗнче питӗ лайӑх перевязочнӑй пункт пулса тӑнӑ, вӑл вара унта темиҫе кун хушши ҫапла пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлерӗ, пурне те хаваслантарса тӗлӗнтерчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пӗрисем вӑрманти ҫулсем ҫине хуралсем тӑратасшӑн (кӑна вӗсемсӗрех тунӑ ӗнтӗ), теприсем ӗҫ нормине ирттерсе тултарасшӑн е Рыбальченко подполковнике пулӑҫсене халех пухса тинӗс ҫине тухма канаш параҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Кунта тӗрлӗ кайӑксем пур — кунтисем те, вӗҫсе килнисем те, вӗсенчен хӑшпӗрисене Воропаев инвалидсен шутне кӗртрӗ: пӗрисем уксахлаҫҫӗ, теприсем чӗтретнипе аптраҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем тата нимӗн те илтмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем хӑрушлӑхсенчен нимӗн чухлӗ те хӑрамаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унта хӑшӗсем апат ӑшӑтаҫҫӗ, теприсем асапланса пӗтнӗ выльӑхӗсене тӑрантараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем, ним шухӑшсӑр, юрӑ ӗнӗрлесе лараҫҫӗ, тӑваттӑмӗшсем, такама кӗтсе, ушкӑнпа пухӑнса тӑнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Эпир — революционерсем, эпир пӗрисем — хушса кӑна пурӑнас, теприсем — ӗҫлесе кӑна пурӑнас йӗрке пӗтичченех революционерсем пулатпӑр.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӗрисем хӑлха чикки параҫҫӗ, теприсем — ура ҫӑваҫҫӗ, анчах вӗсем хушшинче камсем?На одном конце рожи бьют, на другом — ноги моют, а в середине — что?
XX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Теприсем тавӑрас кӑмӑлпа пӑсӑлса каяҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем хӑйсене тӑнран кӑларичченех пусарса лартнипе чӗлхесӗр те суккӑр пулса тӑраҫҫӗ.Другие отравляются местью, третьи, забитые до отупения, становятся немы и слепы.
XIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пирӗн арҫынсенчен — хӑшпӗрисем хӗрхенчӗҫ ӑна, тытнине, анчах теприсем — вӗлермеллеччӗ ӑна, теҫҫӗ!А наши мужики — которые жалели его, этого-то, а другие говорят — прикончить бы!
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӗрисем вӑраххӑн, васкамасӑр утаҫҫӗ, теприсем утнӑ ҫӗртех кӗрӗкӗсене васкавлӑн тӳмелесе пыраҫҫӗ.Иные шли медленно и степенно, другие — торопливо застегивая на ходу полушубки.
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӗрисем, хӑйсем тарӑхнине пытарса, шӳт турӗҫ, теприсем, хӑйсене кӳрентерекен япаласене асӑрхамасӑр тӑма тӑрӑшса, ҫилӗ килнипе ҫӗрелле пӑхса тӑчӗҫ, виҫҫӗмӗшсем, хӑйсем тарӑхнине пытармасӑр, сӑмахпа ҫеҫ хӗҫпӑшалланнӑ ҫынсенчен хӑракан администрацирен тӑрӑхласа кулчӗҫ.
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Анчах час-часах вӑл ҫак ҫынсем пӗр-пӗрне юри вӗрилентернине, юри ҫынна кӑтартасшӑн пулнӑ пек хӗрсе кайнине, вӗсенчен кашниех хӑйӗншӗн чӑнлӑх ҫывӑхарах, хаклӑрах, ыттисемшӗн вӑл ун пек мар пулнине ӗнентересшӗн пек асӑрхать, теприсем вара, уншӑн кӳренсе, хӑйсем чӑнлӑх патне ҫывӑх тӑнине кӑтартса пама тӑрӑшса хыттӑн, хаяррӑн тавлашнине курать.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пурин умӗнче те епле те пулин ҫул пур, пӗрисем умӗнче — йывӑртарах, теприсем умӗнче — ҫӑмӑлтарах, пӗр унӑн умӗнче кӑна текех нимӗнле ҫул та ҫук ӗнтӗ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Амӑшӗсем ачисене ҫуратнӑ, пӗрисем шурӑ ҫӳҫлӗ, теприсем хура ҫӳҫлӗ пулнӑ, пӗрисем кӑвак куҫлӑ, теприсем хура куҫлӑ пулнӑ, вӗсем макӑрнӑ, кулнӑ, сӑпкасенче кайӑксем пек чӗвӗлтетсе выртнӑ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫынсем вӗсен тӗлӗпе, пӗрисем пуҫӗсене усса, теприсем вӗсене тӳрех куҫран пӑхса, иртрӗҫ.Люди проходили перед ними, одни с опущенными головами, другие — прямо глядя им в глаза.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫынсем кӑмӑллӑн та тимлӗн итлеҫҫӗ, теприсем кӑмӑллӑн йӑл-йӑл кулаҫҫӗ.Одни слушали внимательно, с полным доверием, другие улыбались, но добродушно.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Теприсем тата командира улӑштармалла, тесе те шутлаҫҫӗ…
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Теприсем каялла тарчӗҫ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.