Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтсе (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗркунне ҫитсенех ытти хуторсемпе тата станицӑсемпе хутшӑнасси пӗтсе ларать.

С осени глохла связь со станицей и хуторами.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чиркӳре кӑнтӑр кӗлли пӗтсе пырать, «Достойно» юрланине палӑртса чан ҫапса ячӗҫ.

В церкви отходила обедня, зазвонили к «Достойно».

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хысна вӑрманӗ хӗррине ҫитнӗ ҫӗре халап пӗтсе ҫитрӗ.

Пока ехали до казенного леса, иссяк разговор.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсен мӗн ачаранпах пыракан юлташлӑх сисӗмӗ пӗтсе ларчӗ.

Лопнула вожжина дружбы, раньше соединявшая их.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вутӑ ҫунса пӗтсе пырать.

Догорал огонь.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Халӑм пӗтсе ҫитрӗ!

— Моченьки моей нету!

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кайӑк пек, чарӑнмасӑр вӗҫет вӑл, аллисемпе хӑлаҫланса, пуҫне пӗке-пӗке ташлать, ак ӗнтӗ, вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе, халь-халь ҫӗре персе анассӑн е ку тӗнчерен вӗҫсе каяссӑн туйӑнать.

Как птица, не останавливаясь, летела она, размахивая руками и кивая головою, и казалось, будто, обессилев, или грянется наземь, или вылетит из мира.

XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Сарӑлса ҫитрӗ те пӗтсе ларчӗ, пӑч тӗттӗм пулчӗ.

Разлился, и вдруг пропал, и стала тьма.

IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫитменнине тата, инкеке тенӗ пекех, дьякӑн, михӗре ларса ҫӳрени хыҫҫӑн, сасси пӗтсе ларнӑ та аран ҫеҫ чӗтренсе тухать; чӑн та ӗнтӗ, таҫтан килнӗ юрӑҫӑ баспа аванах юрлать, анчах тимӗрҫӗ пулнӑ пулсан, ӑҫта ӗнтӗ унта, темиҫе хут лайӑхрах пулӗччӗ, вӑл вӗт, «Отче наши» е «Иже-херувими» юрлама пуҫласан, клирос ҫине хӑпарса тӑратчӗ те, Полтавӑри чиркӳсенче юрланӑ пекех чаплӑ юрлатчӗ.

Как на беду, дьяк после путешествия в мешке охрип и дребезжал едва слышным голосом; правда, приезжий певчий славно брал баса, но куда бы лучше, если бы и кузнец был, который всегда, бывало, как только пели «Отче наш» или «Иже херувимы», всходил на крылос и выводил оттуда тем же самым напевом, каким поют и в Полтаве.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Йӗкӗтсем ун хыҫҫӑн ушкӑнӗ-ушкӑнӗпех чупнӑ, анчах, тарӑхса пӗтсе, мӑнаҫлӑ хӗре пӗрин хыҫҫӑн тепри пӑрахса кайнӑ.

Парубки гонялись за нею толпами, но, потерявши терпение, оставляли мало-помалу.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Питҫӑмартийӗсем хӗрлӗ мар, кулас-тӑвасси те ҫук; хытӑ хуйхӑрнипе йӑлт пӗтсе, ырханланса кайрӗ, таса куҫӗсем те тек йӑлкӑшмаҫҫӗ.

Ни румянца, ни усмешки: изныла, исчахла, выплакались ясные очи.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тепӗр кун конференци пӗтсе пынӑ.

На следующий день конференция подходила к концу.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах эсӗ шутланӑ пек ҫапла тухать: Рощенскинче Кондратьев пулмасан пӗтӗм план пӗтсе ларать.

Но если подумать, по-твоему выходит, что если в Рощенском не будет Кондратьева, то весь план рухнет.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кружкӑна тута патне илсе пыма хӑяймасӑр, Иван Шацкий пӗтсе пыракан кӑпӑк ҫине чӗнмесӗр пӑхать, унӑн шухӑша кайнӑ сӑн-пичӗ, хуп-хура куҫхаршисемлӗскер, тата хитрескер, сиввӗнрех пӑхнӑн туйӑнать.

Иван Шацкий молча смотрел на оседавшую пену, не решаясь поднести кружку к губам, и его задумчивое лицо было строгим.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унта, бригадӑра ӗҫлесе, колхозницӑсемпе калаҫнӑ чухне те, бригадӑшӑн тӑрӑшса, пӗрмаях хыпса ҫуннинче те вӑл хӑйне хӑй лӑпкӑллӑх тупнӑ, хусах арӑм пулнишӗн хурланасси майӗпен пӗтсе пыра пуҫланӑ.

Там, работая в бригаде, находила утешение в разговоре с колхозницами, в постоянных хлопотах, в заботах о бригаде, и вдовье горе стало постепенно забываться.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫуллахи кӗске каҫ пӗтсе килнӗ тӗле Евсейпе Викентий Аверьянович Федор Лукич ӳтне буркӑпа чӗркерӗҫ, вӑрӑм урапа ҫине тиесе, Рощенскине илсе кайрӗҫ.

На рассвете короткой летней ночи Евсей и Викентий Аверьянович замотали тело Федора Лукича в бурку, уложили на линейку и отвезли в Рощенскую…

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эсӗ мана вӗлеретӗн вӗт, Илья Васильевич, — хӑйӗнни пек мар пӗтсе ларнӑ сасӑпа каларӗ Федор Лукич.

— Так ты ж меня убил, Илья Васильевич, — глухо, словно не своим голосом, проговорил Федор Лукич.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кондратьев, Сергей тата Ирина Рощенскинчен тухса, кӗпер леш енче сылтӑмалла Усть-Невинскинелле каякан тракт ҫинелле пӑрӑнсан, кун пӗтсе киле пуҫларӗ.

День был на исходе, когда Кондратьев, Сергей и Ирина выехали из Рощенской и, от моста свернув вправо, направились по Усть-Невинскому тракту.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫеҫенхир майӗпен тӗксӗмленсе пырать, кӑнтӑрлахи тӗссем пӗтсе пыраҫҫӗ, комбайнсен, тракторсен, лавсен, улӑм куписен хура мӗлкисем вара тӗксӗммӗн курӑнма пуҫларӗҫ.

Степь постепенно уходит в темень, дневные цвета иссякают, а черные тени комбайнов, тракторов, обозов, стогов соломы посерели.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хедерсемлӗ, хӑлаҫланса пыракан ҫунатсемлӗ, хытӑ туртса ҫыхнӑ парӑссемлӗ комбайнсене кӑкарнӑ тракторсем шӑрӑх кун пӗтсе килнӗ тӗле, команда панӑ пек, унта та кунта чупкалама пуҫларӗҫ; ҫул ҫинчен пӑрӑна-пӑрӑна вырмалли лаптӑк патне ҫитсе ларнӑ комбайнсен янравлӑ ҫурлисем чӗтре-чӗтре тӳлеккӗн тайӑла-тайӑла илекен тулла касма пуҫласан, парӑс ҫине те пучахсем сарӑ лента пек илемлӗн юхса пыма тытӑнчӗҫ, хыҫала кӑкарнӑ урапа та ҫав самантрах ҫемҫе те сарӑ улӑмпа тулма пуҫларӗ.

На исходе жаркого дня, как бы по команде, то там, то здесь трактористы потянули комбайны, уже с подцепленными хедерами, с вертящимися крыльями и с натянутыми парусами; подъехав к обкосу и медленно свернув с дороги, косогоны с резкими, звенящими звуками врезались в дрожавшую и мягко падавшую пшеницу, колосья лентой поплыли по парусам, и в ту же минуту на прицепные тележки посыпалась светлая солома.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех