Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗсем (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республикӑн асӑннӑ программине хутшӑнса Чуманкасси территори пайӗнче ҫуллен икӗ-виҫӗ объектра капиталлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттерме, шыв уҫламалли скважинӑсем алтма, шыв башнисене ҫӗнетме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Капиталлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ хыҫҫӑн ҫавӑн пекех татах тепӗр культура учрежденийӗ те Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӑйӗн алӑкӗсене уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

«Муниципалитетсем объектсен строительство ӗҫӗсем пынӑ чухнех экономика хӑпарса пынине туйнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Паллах, пурнӑҫ вырӑнта тӑмасть, территори самаях пысӑк пулнӑран тумалли ӗҫӗсем кашни ҫул тупӑнсах пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Платникпе столяр ӗҫӗсем Петровсемшӗн пӗртте ют мар, йӑхран йӑха пыракан пултарулӑх вӗсенче вӗресе ҫеҫ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Ҫавӑнпа та уявсем ҫитиччен шкулсенчи класс сехечӗсенче тата ытти мероприятисенче ачасемпе, ҫамрӑксемпе ӑнлантару ӗҫӗсем туса ирттермелле.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

«Культура» наци проекчӗпе унта тӗплӗ юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл илемленнӗ, хӑтлӑланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Унӑн ку ӗҫӗсем ҫинчен хула хушшине мӗнле хыпарсем сарӑлнине пӗлес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Археологсем тӗпчев ӗҫӗсем ирттернӗ чухне ҫӳп-ҫап шӑтӑкӗсене чи ӑнӑҫлӑ вырӑнсем тесе шутлаҫҫӗ, унта наукӑшӑн чи кӑсӑк япаласене асӑрхаҫҫӗ; саманасен тапхӑрне палӑртакан, ҫынсен кулленхи пурнӑҫ йӑли-йӗркине, пурлӑх шайне ҫирӗплетсе паракан артефактсем тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Манпа Боцман пӗр-ик сӑмах перкелешсе илет те, хӑйсен хушшинче шӑппӑн темле ӗҫӗсем пирки пуплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Стендсене ҫӗнетнипе пӗрлех отрядсен ӗҫӗсем те вӗресе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ара, вӑл шкулта вӗренекенсене уроксем тума пулӑшнӑ, курс ӗҫӗсем те, дипломсем ҫыртарнӑ, пысӑк ҫемьене ирӗн-каҫӑн хӑй тавра пуҫтарнӑ, хӑнасене те, тӗрлӗ уявра кӗтсе илсе, савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫавӑнпа та унӑн ӗҫӗсем хӑй шутланӑ-палӑртнӑ пек ӑнса пыраҫҫӗ пупӗ тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

Пырсан-пырсан председательсем колхозӗсен ӗҫӗсем ҫинчен калаҫа пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑрӑш тӑрринчи вӑрӑмтунасем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37 с.

— Шантарма пӗлеҫҫӗ вӗсем, анчах та ӗҫӗсем, яланхи пекех, япӑх, — тӑсрӗ чӗтрекен тутисемпе Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫӗсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Ҫирӗкли кӳллинчи гидросооружени патӗнче те юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Хирти Ӗнел ялӗнче тата Нӗркеҫри Садовая урамра шыв парассине лайӑхлатма юсав ӗҫӗсем ирттермелле.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Вӑл объектӑн строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем 1 миллиард тенкӗсем чухлӗ пулма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех