Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗсем (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлтӗр кунта 2,5 километр лаптӑк ҫинче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Иртнӗ ҫул поликлиника ҫумӗнчи пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче 4,6 млн тенкӗлӗх капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, ача-пӑча уйрӑмне кӗмелли вырӑна хӑтлӑх кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министерстви район больницисенче юсав ӗҫӗсем ирттересси ҫине тимлӗх уйӑрать.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Ҫакна валли юсав ӗҫӗсем ирттерме район хыснинчен 600 пин тенкӗ кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Юманлӑхпа Шӗмшеш культура ҫурчӗсенче капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ирттерме регионти конкурса хутшӑнмалла, проектпа смета докуменчӗсем хатӗрлесе патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Ҫавӑн пекех архив докуменчӗсене упрамалли вырӑн хатӗрлес тӗллевпе районти Культура ҫурчӗн спортзалӗнче юсав ӗҫӗсем ирттерме палӑртнӑ, ҫакна валли проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлесе ҫитермелле.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

2023 ҫулта тата 42 сыватмӑшра юсав ӗҫӗсем ирттерме палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Элӗк муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Александр Терентьев уй-хир ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсемпе паллашнӑ // С.ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/uj-xir-ecesempe-p ... ashna.html

Республикӑра ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, Акатуй уявӗсене ирттерме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче Акатуй уявне пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/12/chav ... rahenche-a

Кӗҫӗн Таяпа, Элекҫей Тимеш, Елчӗк, Таяпа Энтри ялӗсенче ҫӗнӗ шыв башнисем вырнаҫтарнӑ, Ҫӗнӗ Пӑваран Аслӑ Шӑхальне каҫмалли кӗпере юсанӑ, шкулсемпе ача сачӗсенчи ӑшӑ пӑрӑхӗсене улӑштарнӑ, Курнавӑш, Елчӗк, Тӗмер чиркӗвӗсенче юсав ӗҫӗсем пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

Пӗлтӗр укҫан ытларах пайне культура тата социаллӑ тытӑм ӗҫӗсем уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарти район администрацийӗсене пӗрлештереҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=q7JySUsSxIk

Ун умӗн вара ҫӑлавҫӑсен хӗрӳ тапхӑр – ял-хулана ҫитсе пӗве-кӳлӗре, юхан шывра тишкерӳ ӗҫӗсем ирттермелле.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗслеҫҫӗ, хӑрушсӑр тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=TT-AT-ldbDw

«Ҫак проекта пурнӑҫлама эпир вӗренӳ япалисем илтӗмӗр, станоксем, мастерскойсене хатӗрлетпӗр, ыран юсав ӗҫӗсем пуҫлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

"Профессионалитет" проект пурнӑҫланать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Ofuwegdwpks

Паянхи куна ҫак укҫасемпе эпир ҫӗнӗ кӗнексем илетпӗр тата юсав ӗҫӗсем ирттеретпӗр, ҫӗнӗ техника, ҫӗнӗ оборудовани илетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗн ҫӗнӗ кӗнекипе паллашрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=1_Rw32EsKd4

Паянхи кун юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ центр уҫӑлать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=xzocffQGoZA

Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче кунта строительство ӗҫӗсем вӗҫленеҫҫӗ те хӑтлӑх кӗртме пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Чӑваш Енри чи пӗлтерӗшлӗ промышленность проекчӗсенчен пӗрне – водород перекиҫӗн Раҫҫейри пӗртен-пӗр производствине – СПИК 2.0 шайӗнче хута ярас енӗпе строительство ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

На этапе строительства в рамках СПИК 2.0 один из важнейших промышленных проектов в Чувашии – единственное в России производство перекиси водорода.

Олег Николаев Химик кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/28/ole ... nem-himika

Газ службин специалистчӗсем килсерен ҫӳресе ҫынсемпе профилактика ӗҫӗсем йӗркелени, тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттерни питех те кирли ҫинчен ӑнлантарса пачӗ.

Специалисты газовой службы разъяснили, что крайне важно проводить профилактические работы проведя беседу с людьми, проводить проверочные работы.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Ачасене пӗччен шыв хӗрне яма юраманнине, ку енӗпе вӗсемпе тӑтӑшах ӑнлантару ӗҫӗсем ирттермеллине асӑрхаттарчӗ.

Предупредила, что детей нельзя пускать в одиночку к реке и в этом отношении с ними нужно регулярно проводить разъяснительные работы.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Асӑннӑ лаптӑкра тӗплӗ юсав ӗҫӗсем хӑҫан ирттерессипе кӑсӑкланчӗҫ.

Поинтересовались, когда на данном участке будут проведены объемистые ремонтные работы.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех