Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӳпери ҫӑлтӑрсене выльӑх ӗрчетекенсемпе ҫӗр ӗҫлекенсем кӑна мар, тинӗссенче ишекенсемпе ҫул ҫӳрекенсем те сӑнанӑ, ӑҫталла каяссине вӗсем кӑнтӑрла Хӗвел ҫине, ҫӗрле ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса пӗлнӗ.
Умсӑмаx // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Леш енчи ҫыран хӗрринче буксирнӑй пароход хӑй урапин ҫунаттисемпе шыва йывӑррӑн ҫатлаттарса пырать, мачтӑсем ҫинчи виҫӗ ҫутӑ тӗттӗмре ҫӑлтӑрсене тӗкӗнсе шуса пыраҫҫӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӗсене хупласа лартаҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл ҫӑлтӑрсене пӑхса пӗтерчӗ те: — Эпӗ сана таҫта курнӑ пек туйӑнать, — эс кам патӗнче ӗҫленӗ? — тесе ыйтрӗ.Осмотрел звезды и спросил: — Будто видел я тебя где-то, — ты у кого работал?
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Пӑхӑр ҫӑлтӑрсене, хурт уйӑрнӑ чухнехи пекех, йышлӑн курӑнаҫҫӗ.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Ку таранччен эпӗ ҫул тупассине шанса ҫӳреттӗмччӗ, халь ӗнтӗ, йӑлт ҫӗтсе кайнине сиссе, хам пыракан каҫхи тӗттӗмпе витӗннӗ вырӑнсене тинкерсе сӑнама та пӑрахрӑм, ҫӑлтӑрсене пӑхса малалла утатӑп.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Тӳррипе каласан, ҫав фиксажшӑн ҫакӑ ырӑ сехете ҫухатма та шел: симӗссӗн курӑнакан ҫӳллӗ тӳпене те, вӗлтрентӑррин чӑр-чар сассине те, тӳпене кӑлт ҫеҫ сӑхса ирӗке тухнӑ ҫӑлтӑрсене те самантлӑха та ҫухатма шел.
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Лере, хӗвеланӑҫ енче, ҫутҫанталӑкӑн чикӗсӗр тӳпине тата хаваслӑн йӑлтлатса вылякан ҫӑлтӑрсене уҫса, тем анлӑш йӗпкӗм хӗрлӗ чаршав ҫӗрелле аннӑн туйӑннӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫывӑхран вӗсем ишсе ҫӳрекен ҫӑлтӑрсене аса илтереҫҫӗ, аякран — хӑмӑшӑн ешӗл бархачӗ ҫине сарса хунӑ ылттӑн ковер пек курӑнаҫҫӗ.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пирӗн ҫула майлӑ пӗр аэродромра борчӗсем ҫине ҫӑлтӑрсем ӳкернӗ темиҫе самолёт лараҫҫӗ, — ҫав ҫӑлтӑрсене тӑшман самолётне миҫе персе антарнӑ, ҫавӑн чухлӗ ӳкернӗ.
5. Фронта! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Вӑл пурне те юрататчӗ: пӗлӗте, шахмата, Днепра, химие, ҫӑлтӑрсене, шкула, юлташӗсене, географие, тӑван киле, чечексене, футбол пӳскине, кӗнекесене тата кинона, историе тата математикӑна, ачасемпе тӑрмашма тата тӗл пеме, выльӑх-чӗрлӗхсене, пулӑсене, кайӑксене тата хӑйӗн аллинчи кӗреҫепе мӑлатука — пурне те юрататчӗ.
Тӑван ҫӗршыв // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Мӗншӗн куратӑп-ши эпӗ ҫак полхари кӑвак пӗлӗчӗ ҫинчи йӑмӑхса ялтӑртатакан ҫӑлтӑрсене?Почему я вижу звезды, которые так ярко светятся на черно-синем болгарском небе?
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
— Салам сана, Марк Красс, — терӗ ӑна Гортензий, пӑхма чарсах, — эсӗ ҫӑлтӑрсене ытараймастӑн пулас?
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эпӗ пӗррехинче, ҫӗрле, лав ҫинче выртатӑп — аманнӑскер, сӑмса месерле, — ҫӑлтӑрсене сӑнатӑп.Я ночью, раз, на возу лежал, раненый, кверху носом, — поглядываю на звёзды.
Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Нумай-нумай йӑх юнӗ — хура та хӗрлӗ, олива тӗслӗ те шурӑ, — хӑмлалла йӳҫекен, ӗмӗтлӗ Ази номачӗсен юнӗ, ҫӑлтӑрсене пуҫ ҫапакансен, урса тилӗрекен Су Хутам Лу несӗлӗсен юнӗ юха-юха кӗрсе арпашӑнать.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫӑлтӑрсене пуҫ ҫапакан сарӑ питлӗ Шумирсем — ӗмӗтлӗ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Кунта ҫӗрлесерен килетӗп те ҫак пусма ҫинче тӑратӑп, ҫӑлтӑрсене сӑнатӑп.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Анчах Лось ҫывӑраймасть; ларнӑ та — куҫӗсене хӗсе-хӗсе ҫӑлтӑрсене сӑнать, чӗлӗм ӗмет.Но Лось спать не мог, — сидел, помаргивал на звёзды, посасывал трубочку.
Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тӗттӗм хупласа илнипе тӗпсӗрӗн курӑнакан ҫӗрлехи пӗлӗт уйӑхпа ҫӑлтӑрсене ӗмӗрлӗхех пытарса хунӑ пек туйӑнать.Ночное небо, бездонно углублённое тьмой, словно навсегда спрятало месяц и звёзды.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ахальтен мар ӗнтӗ Пирожниченко хӑй майор пулнине кӑтартакан ҫӑлтӑрсене ҫав тери хисеплет, ахальтен мар ӗнтӗ демобилизаци йӗркипе килнӗ старшина сӑпайлӑн, кӑмӑллӑн саламлани ӑна чунтанах савӑнтарчӗ.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Анчах вӗсем хушшинче Уметбаева тата ҫынсен картусӗсем ҫинчи хӗрлӗ ҫӑлтӑрсене курчӗ те ҫавӑнтах лӑпланчӗ.Но тут она заметила Уметбаева и еще красные звездочки на фуражках и сразу успокоилась.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.